11 марта 2005 г.
Муркаш районне, ертсе пыракан пуçлăхсене радиопа телевидени передачисенче, хаçат-журналсенче час-часах мухтаççĕ. Анчах Муркашсен те савăнмалли сахаллансах пырать. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем арканса пыни кăна мĕнле пĕлтерĕшлĕ.
Нумаях пулмасть Турай тăрăхĕнчи ялсенче çÿреме тиврĕ. Ку тăрăхри фермăсенче выльăхсен сассисем илтĕнмеççĕпе пĕрех. Çуткÿл ялĕнчи малтан чаплă пулнă фермăсем пуш-пушах янраса лараççĕ. «Тораево» хуçалăхра выльăхсемпе пĕрлех ял хуçалăх техникине те сахаллатса-сутса пĕтернĕ. Çуткÿл ялĕнчен тухсан вара ял çумĕнчи уйрах çум курăкĕ лаша пĕкки çÿллĕш, вăрмана кайнăн туйăнать. Эпир пынă кун бригадăри çынсем пăрçа вăрлăхĕ алатчĕç. Çур аки ирттерме техники çук пулсан епле сухаласа акма шутлаççĕ-ши?
Турайсенчен Юнкăсем те юласшăн мар пулас. Кунта та выльăхĕ, техники юлманпа пĕрех. темиçе çул каярах кăна хуçалăх ферминче 300-400 пуç сурăхчĕ, паян пĕр пуç та çук. Колхозсене йĕркелеме епле йывăр пулнине пĕлетпĕр, салатса яма вара çăмăл. Ялта пурăнакан тырри-пулли те, утă-улăмĕ те кирлĕ. Выльăх-чĕрлĕх усрамасан ял çынни епле пурăнтăр; Турай-Юнкă тăрăхĕнче ĕçлеме пултаракан çынсем мĕн шутлатăр-ха, пĕтме памалла марччĕ хуçалăхсене. Ял çыннине пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман, тĕрлĕ налуксем тÿлесе тăрасси кăна хăй вăхăтĕнче мĕне тăнă. Иртнĕ вăрçă çулĕсенче (кăçал Аслă Çĕнтерĕве 60 çул) хресчене мĕн чухлĕ йывăрлăха чăтса ирттерме тивнĕ. Вăйлă лашасене вăрçа илсе тухса кайнă. Ялта хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕ кăна юлса пĕтĕм ĕçе пурнăçланă. Суха тумашкăн ĕнесемпе вăкăрсене ĕçе хăнăхтарнă, çĕре вăхăтра шуратса хăварнă, мĕн çĕнтернине пĕтĕмпех çухатусемсĕр пуçтарса илнĕ, колхозсене пĕтме паман.
Хам пурăннă-ĕçленĕ Ильич ячĕллĕ хуçалăх кăтартăвĕсем, хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев тилхепене çирĕп тытса пыни вара кăмăла çĕклет. Утă-улăмпа, тырă-пулăпа, ĕç укçипе вăхăтра , шантарнă чухлĕ тивĕçтерни колхозниксен кăмăлне епле çĕклемĕ ĕнтĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ. Çакна пурте шанаççĕ пирĕн тăрăхра.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"