Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле ĕçлени – пысăк вăй

05 марта 2005 г.

 

Çуркуннехи пĕрремĕш уяв – Мартăн 8-мĕшĕ умĕн хĕрарăмсем пирки ыррине татах та нумайрах калас килет. Хĕрарăм черченкĕ теме хăнăхнă эпир. Анчах та  чăваш хĕрарăмĕ пирки çапла калаймăн. Вăл çав тери чăтăмлă, чунĕпе вăйлă, кăмăлĕпе çирĕп. Паянхи самана йывăрлăхĕсем авнине пăхмасăрах вĕсем малалла туртăнаççĕ. Çакна районти çĕршер хĕрарăмăн ĕçĕ-хĕлĕ лайăх çирĕплетет.

Вырăнти хĕрарăмсен канашĕсем нумай çĕрте активлăхпа палăраççĕ. Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова районти хăш-пĕр çĕрти хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисемпе калаçнă, хăйсен ĕçĕсемпе, тивĕçĕсемпе паллаштарма ыйтнă.

С.С. Максимова, Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕн педагогĕ, Уйкас Янасал ял администрацийĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи: «Хĕрарăмсен канашне 12 çул ертсе пыратăп. Халĕ хĕрсех çитес уява хатĕрленетпĕр. Шкул ачисем амăшĕсем валли парне хатĕрлеççĕ, вĕсемех пурнăçри чи хаклă çынсене концерт та кăтартĕç. Малтанах вырăнти пултаруллă хĕрарăмсене ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Егоров саламлĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе «Манăн атте тата эпĕ» ашшĕсемпе ывăлĕсен конкурсне ирттертĕмĕр.

 Хĕрарăмсен канашĕсен тивĕçĕсем нумай енлĕ. Чи малти вырăнта вара – хамăр тăрăха, ялсен социаллă пурнăçне аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывасси, ачана тĕрĕс воспитани парса ÿстересси, кашни çемьере килĕшÿ пулни.

В.Г. Кутузова, учитель-пенсионер, Йÿçкасси ял администрацийĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи: «Эпĕ те малтан хĕрарăмсен канашĕн членĕнче, каярахпа ертÿçи пулса нумай çулсем хушши тимлетĕп. Республикăри хĕрарăмсен 9 тата 10 съезчĕсен делегачĕ пулма та тÿр килчĕ мана. Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем кашни ялта, учрежденинче пур, мĕн пурĕ 20 çынна яхăн вĕсем. Тĕрлĕ уявсем умĕн кашни уйрăмра пухăнса канашлатпăр. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне йĕркеллĕ ирттернĕ, çамрăксен конкурсĕ те, концертсем те пулчĕç. Панклисем спектакль лартса пачĕç. Хĕрарăмсен канашĕ культура ĕçченĕсемпе пĕрле Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне ирттерме хатĕрленет. Малашнехи тĕллевсем – Аслă Çĕнтерÿ кунне хатĕрленсе вăрçă участникĕсемпе салтак арăмĕсене, тылра ĕçленисене тивĕçлипе чысласси. Юбилей медалĕсене икшер уйрăмра пĕрле февралĕн 24-25-мĕшĕсенче савăнăçлă лару-тăрура патăмăр. Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем вырăнти мероприятисене активлă хутшăнса тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ.

Л.Н. Хозикова, Нискассинчи «Улыбка» ача садĕнчи медсестра, Ярославка ял администрацийĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи: «Медсестрара 34-мĕш çул пулсан, хĕрарăмсен канашĕнче 22 çул тăрăшатăп. Малтан член пулнă хыççăн – заместитель, ертÿçĕ.

Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи пĕччен нимех те тăваймасть. Чи кирли – активлăх кăтартса ыттисене ырă ĕç тума хавхалантарса тăни. Пирĕн патра вара Т.Н. Запольская пур, вăл Нискассинчи Культура çурчĕн ертÿçи пулса ĕçлет. Çак пултаруллă хĕрарăм кирек хăçан та пултарать, яланах мĕн те пулин интересли шутласа тупать. Халĕ мартăн 8-мĕшне хатĕрленетпĕр. Уяв икĕ тапхăрпа иртет. Пĕри – пĕтĕм ял халăхĕ валли, тепри ял çамрăкĕсем валли пулать. Унта юрри-ташши те конкурссем те пулчĕç. Уяв сценарийĕ те, призсем те хатĕр ĕнтĕ. Çуралнă кунсем, юбилейсем ячĕпе саламлани те пурне те килĕшет».

Хыççăн калани. Куратăр ĕнтĕ, вырăнсенче хĕрарăмсен канашĕсем алă усса лармаççĕ. Ытти пирки те ырă сăмах нумай калама пулать. Вĕсем малашне те пуçарулăх кăтартасса, уявсенче те, ытти чухне те çемьесемпе ытларах ĕçлессе, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме пулăшасса шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика