05 марта 2005 г.
Çуркуннехи пĕрремĕш савăк уяв – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çитрĕ. Вырăнсенчи хĕрарăмсен канашĕсем, культура ĕçченĕсемпе пĕрле çак кунсенче хастар та пултаруллă хĕрарăмсене чыслаççĕ. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те уява хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ.
Мартăн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче семинар пулчĕ. Унăн ĕçне ялсенчи Культура çурчĕсен, клубсен ертÿçисем, вырăнти хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Семинарта пĕр ыйту сÿтсе яврĕç: пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне хатĕрленсе ирттересси.
Ăна, кĕске сăмах каласа, район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева уçрĕ, семинар тĕллевĕпе, программипе паллаштарчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова малтанах хĕрарăмсене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕ, вĕсен пурнăçри пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине палăртрĕ.
Кăçал паллă событисемпе пуян çул. Пуриншĕн те чи хакли вара – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитни. Çав ятпа пур çĕрте те тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Хальхи вăхăтра вăрçă участникĕсене, тылра ĕçленисене юбилей медальне парас ĕç пырать. Вĕсене илме тивĕçлĕ 3365 çынран 3149-шне çак медале савăнăçлă лару-тăрура панă та ĕнтĕ. Ку мероприятисенче чи кирли – ял администрацийĕсем культура ĕçченĕсемпе тата хĕрарăмсен канашĕсемпе пĕрле вăрçă ветеранĕсемпе тылра ĕçленисене сума суса чысласси. Çакă вĕсемшĕн чăн-чăн савăнăç, уяв пултăр. Вăрçă участникĕсенчен хальхи вăхăтра 252 çын пурăнать, çав шутра 22-шĕ – хĕрарăмсем. Салтак арăмĕсем – 75. Вĕсем çинчен те манас марччĕ, тивĕçлипе чысласчĕ ытларах тимлĕх уйăрасчĕ. Тухса çÿрейменнисем патне пĕрле пулса киле кайса саламламалла. Н.П. Петрова пурне те ырлăх-сывлăх, телей, килĕшÿпе юрату сунчĕ.
Семинарта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне сценари хатĕрлес, тĕрлĕ конкурссем, кĕнекенсен, алĕçсен выставкисене, уяв концерчĕсене ирттерес ыйтусене пăхса тухрĕç. Вĕсем пирки культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн методисчĕсем, библиотека ĕçченĕсем тата районти музей директорĕ паллаштарчĕç. Ю.Н. Жуков семинарта С. Асамат сăввипе хăй кĕвĕленĕ çĕнĕ юрра вĕрентрĕ.
Москакассинчи Культура çурчĕн директорĕ Г.Г. Голубева тата Турайри вăтам шкулти директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ З.П. Григорьева, Нискассинчи «Улыбка» ача садĕнчи Л.Н. Хозикова медсестра (виççĕшĕ те хĕрарăмсен канашĕн ертÿçисем) хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç.
Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕн концерчĕ те пурин кăмăлне те кайрĕ.
Семинар ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова пĕтĕмлетрĕ, çывăх вăхăтра задачăсене палăртса пурне те уява савăк кăмăлпа ирттерме ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"