Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн, халăх сывлăхĕшĕн

05 марта 2005 г.

 

Нумаях пулмасть районти медицина ĕçченĕсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Унта районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова пулнă. Вĕсем районта халăх сывлăхне сыхлас ĕçре малалла çирĕп утăмсем тунине палăртнă.

Çак кунсенче вара эпĕ районти тĕп больницăн тĕп врачĕпе В.Г. Даниловпа тĕл пулса калаçрăм. Халăх сывлăхне сыхласси мĕнле шайра пулни халăхшăн та интереслĕ пулнине шута илсе, паянхи кунччен тунă ĕçсем пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм.

- чăннипех те, 2004 çул виçĕм çулхинчен ăнăçлăрах пулчĕ. Сывлăха сыхлас ĕçре пурăçпа тан пымалла. Халăхăн сывлăхне сыхламалла – акă, мĕнле пирĕн тĕллев. Иртнĕ çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче ЧР резиденчĕн Указĕпе çирĕплетнĕ 2004-2010 çулсенче Чăваш Республикинчи халăх сывлăхне сыхласси çинчен калакан Концепцин тĕп задачисенчен пĕри те  сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси тата ăна тĕпе хурса личноçа, ÿт-пÿ, ăс-тăн тата нравственноç тĕлĕшĕнчен аталанмалли условисем туса хурасси пулса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ 2004 çула ЧР Президенчĕ «Çамрăксен тата сывă пурнăç çулталăкĕ» тесе каланăччĕ. Çакăн сăлтавĕ те паллă ĕнтĕ, мĕншĕн тесен сывă çын çеç активлă ĕçлеме, малашлăха çирĕппĕн пăхма пултарать.

Сывлăх вара паян ытларах пурнăç шайĕнчен, пурăнмалли условисенчен, ĕç пуррипе вĕрентÿ шайĕнчен, тавралăхран, вăл мĕнле лару-тăрура пулнинчен килет. Урăхла каласан, сывлăх паян кулленхи пурнăçран, обществăн кашни сферинче ку тĕлĕшпе мĕнле йышăнусем тунинчен килет. Эппин, сывлăх çине витĕм кÿрекен кашни федомствăпа организацин хăйсен вăйĕсене пĕрлештермелле. Çакна шута илсе районта ведомствăсем хушшинчи профилактика канашне туса хутăмăр: медицина ĕçченĕсем унăн активлă членĕсем пулаççĕ те. Çак профилактика канашĕ  иртнĕ çул «Муркаш районĕн сывлăх профильне» хатĕрлесе кăларчĕ. Унта районта пурăнакансен сывлăх шайĕ мĕнле пулни тата ун çине витĕм кÿрекен факторсем яр уççăн курăнаççĕ. Асăннă брошюра сывлăха сыхлас ĕçри проблемăсене палăртма, вĕсене татса парас çул-йĕре кăтартать. Саккун, социаллă-экономика тата экологи тĕлĕшĕнчи пĕрлехи мерăсем çеç общество сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ÿкерекен факторсене пĕтерме пулăшать. Акă, мĕнле тĕп шухăш çак сывлăх паспорчĕн. Ăна кăçал район кунĕнче презентацилерĕмĕр.

- Владислав Григорьевич, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе тем тĕрлĕ программăпа та ĕçлетĕр. Вулакансем, тен, пурне те пĕлсех те каймаççĕ пулĕ?

- Районта тĕллевлĕ программăсем нумай. Вĕсенчен кашнин тĕллевĕ – вăл е ку чирпе çыхăннă лару-тăрăва йĕркене кĕртесси, лайăхлатасси. Çав мероприятисен планĕсемпе задачисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе çав тери пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр: финансласси вара вырăнти, республикăри бюджет тата обязательнăй медицина страхованийĕ урлă пулса пырать.

Тĕллевлĕ программăсенчен вара чи малтан 2002-2006 çулсем валли палăртнă «Ялти сывлăха сыхлас ĕçе аталантарасси» программăпа унăн «Çемье медицина» подпрограммăне асăнмалла. Москакассинче врач амбулаторийĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлчĕ. Ку вăл районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн 4-мĕш уйрăмĕ пулчĕ.

Тепĕр программа вăл – 2002-2004 çулсене валли палăртнă «Социаллă характерлă чирсенчен асăрхаттарасси тата вĕсемпе кĕрешесси». Унăн подпрограммисем çаксем: «Сахăр диабечĕ», «Сусăрланассине хирĕç профилактика ĕçĕсем тăвасси тата сусăрăнсан халăха памалли пулăшăва çĕнетесси», «ВИЧ-инфекци сарăлассинчен асăрхаттармалли тÿрех пурнăçламалли мерăсем» (каласа хăвармалла çак юлашки подпрограммăпа килĕшÿллĕн пĕрре усă курмалли медицина инструменчĕсене, харпăр хăйне хÿтĕлемелли медоборудовани хатĕрĕсене, дезинфекцилесе çумалли хатĕрсене 1 миллион та 972 пин те 908 тенкĕлĕх туяннă), «Ар çыхăнăвне  пула ерекен чирсене малалла аталанассинчен асăрхаттармалли мерăсем çинчен», «Муркаш районĕнчи халăха онкологи пулăшăвне парассине лайăхлатасси», «Вакцинопрофилактика» (ку подпрограммăпа вакцинăсене  259 пин тенкĕлĕх вакцинăсем тата 38 пин тенкĕлĕх холодильниксем туяннă), «Туберкулеза хирĕç кĕрешмелли пулăшăва çĕнетесси».

Çавăн пекех «2002-2004 çулсенче Муркаш районĕнче наркотик хатĕрĕсемпе усă курассине тата вĕсене саккуна пăсса сутассине хирĕç комплекслă мерăсем» программа та йышăнса хăварнă. «Сывă ача» подпрограмма пур.

«Йод тата ытти микронутриентсем çитменнипе çыхăннă чирсене профилактика ĕçĕсем ирттересси», «Артери гипертонине хирĕç профилактика ĕçĕсем тăвасси тата сиплесси» программăсене те асăнса хăвармалла.

Кусемсĕр пуçне районти тĕп больницăпа санэпиднадзор центрĕ тата район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен плитикин, физкультурăпа спорт пайĕ пĕрлехи программа та йышăнса хăварнă: «2003-2006 çулсенче Муркаш районĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасемпе çул çитмен çамрăксен апатланăвне йĕркелессине лайăхлатасси». Çавăн пекех районти тĕп больницăпа санэпиднадзор центрĕн хăйсен тата пĕрлехи программăсем пур: «ЧР Муркаш районĕн территорине çынсемшĕн, выльăхсемпе ÿсен-тăрансемшĕн уйрăмах хăрушă инфекци чирĕсене тата токсинла веществосене илсе кĕрсе сарассинчен сыхласси (2002-2005 ç.ç.)» тата «Выльăх-чĕрлĕхсем тата çынсем чирлекен чирсене хирĕç профилактика ĕçĕсене  тăвасси (2003-2005 ç.ç.)».

- Владислав Григорьевич, пурлăхпа техника базине çирĕплетме те вăй çитеретĕр. Кăштах чарăнар-ха çакăн çинчен.

- Çулсеренех сывлăха сыхлас ĕçре базине те çирĕплетсех пыратпăр. Иртнĕ çул 1 миллион тенкĕ те 300 пин тăракан тĕслĕ доплерлă УЗИ аппарачĕ, 117 пин тенкĕлĕх РЭГ аппарачĕ тата ытти нумай медицина оборудованине туяннă.

Кулленхи тата тĕплĕ юсав ĕçĕсене те хыçалти планах хăвармастпăр. Москакассинчи врач амбулаторинче тĕплĕн юсав ĕçĕсем тунă хыççăн, ав, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçрăмăр. Çавăн пекех юсав ĕçĕсене фельдшерпа акушер пункчĕсенче, ялсенчи врач амбулаторийĕсенче ирттертĕмĕр, районти тĕп больницăн кухнине, администраци çуртне юсарăмăр. Пĕтĕмпе иртнĕ çул юсав ĕçĕсемпе 984 пин тенкĕ тухса кайрĕ. Тивĕшри, Анаткассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсене газ кĕртсе пĕтертĕмĕр.

- Стационарта выртакансем те сисрĕç пуль-ха пĕлтĕр: эмелпе тивĕçтересси те лайăхланнă пек туйăнать. Сирĕн шухăша илтес килет ку тĕлĕшпе.

- Халăха эмелпе тивĕçтересси вăл – пирĕн чи малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Ку тĕлĕшпе, иртнĕ çул, чăннипех те, ăнăçлă пулчĕ. Стационарта сипленекенсем тĕп сиплев ĕçĕсене тÿлевсĕрех илчĕç. Кăнтăрлахи стационарсене те май килнĕ таран эмелсемпе тивĕçтертĕмĕр. Медикаментсем илме бюджет урлă  486 пин тенкĕ тăкакларăмăр, обязательнăй медицина страхованийĕ урлă – 6 миллион та 808,9 пин тенкĕ. Медикаментсене çавăн пекех тендорла майпа, конкурссене тĕпе хурса аптекăсенчен туяннă.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене, инвалидсене, воин-интернационалистсене эмелпе тивĕçтерессипе те ячĕшĕн çеç мар, питĕ тимлĕ ĕçлетпĕр. Пурне те МСЭ (унчченхи пек каласан, ВТЭК) яратпăр инвалидноç ыйтăвне татса пама. Вĕсенчен чылайăшне автомашина илмелли черете тăратнă.

- Владислав Григорьевич, сывалассинчен чирлессинчен сыхланма çăмăлтарах пуль.

- Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Финанслас ĕç кирлĕ çителĕклĕ пулманнине шута илсен, пушшех те ытларах ĕçлемелле профилактика ыйтăвĕсемпе . Сывă пурнăç йĕркине тытса пынине, кашни çын хăйĕн сывлăхне упрамаллине пропагандăлама, чир факторĕсене  тупса палăртассине тата сирсе ярассине, иртерех диагноз лартса вăхăтра сиплессине, чир йывăра каяссинчен асăрхаттарассине тĕпе хумалла.

Çаксене пурнăçлас тĕллевпе пациентсен шкулĕсем ĕçлеççĕ: «Сахăр диабечĕн», «Гипертони чирĕн» шкулĕсем, «Астма-шкул», «Хастарлăн нумай çул пурăнмалли шкулĕ». Медицина ĕçченĕсем хаçат, радио урлă вулаканпа калаçаççĕ. Уйрăм категорине кĕрекенсемпе лекцисемпе калаçусем ирттереççĕ. Профилактика ĕçĕсем пыраççĕ. Анчах та татах та вăйлатмалла вĕсене, мĕншĕн тесен чире сиплессинчен ăна асăрхаттарма çăмăлрах.

-Тÿлевлĕ медицина пулăшăвĕ парас ĕç те пĕр вырăнта тăнă пек туйăнмасть.  Пациентсем усă кураççĕ ку мелпе те.

- Финанс тĕлĕшĕнчи çитмен пурнăçа пула хуçалăх расчечĕн условийĕсене те аталантармах тивет. Çак меслетпе иртнĕ çул 1 миллион та 050 пин тенкĕлĕх ĕçлесе илме палăртнă пулсан, 1 миллион та 373,4 пин тенкĕлĕх (130,8 процент) тунă ĕçсем. Хуçалăх расчечĕн ĕçне малалла та аталантармаллах. Халĕ, ак, медицина аппаратури те çĕнĕ йышши, специалистсем те пысăк квалификациллĕ. Малалла эпир ку тĕлĕшпе тата ытларах ĕçлесе илме кирлĕ.

- Кирек епле çитĕнÿре те кадрсен пĕлтерĕшĕ чи малти вырăнта. Сирĕн юлашки сăмахсенчен ку тĕлĕшпе сирĕн проблема çукки палăрать.

- Сывлăха сыхлас ĕçре те кадрсем малти вырăнта тăраççĕ. Вĕсен хатĕрленÿ пахалăхĕнчен, професси шайĕнчен тата медицина кадрĕсемпе эффективлă усă курнинчен килет те ĕнтĕ пирĕн медицина мĕнле пуласси.

Пирĕн районта штатсем палăртнин 97,2 проценчĕ чухлĕ пур паян. Вĕсем пурте вырăнти, кунта çуралса ÿснĕ кадрсем. Паянхи куна врачсем 25 специальноçпа йышăнаççĕ чирлисене. Медицина пулăшăвне 88 врачпа 293 вăтам медицина ĕçченĕ, 279 пулăшакан тата кĕçĕн медперсонал парать.

Иртнĕ çул 28 врачпа 51 вăтам медперсонал хăйсен квалификацине ÿстерчĕç. Паян 88 врачран аслă категориллĕ врачсем иккĕн, 1 категорипе 28 врач, 2 категориллĕ 17 врач ĕçлет.

293 вăтам медицина ĕçченĕсенчен аслă категориллисем 56ăн, 1 категориллисем 100ĕн, 2 категориллисем 31ĕн.

Медицина ĕçченĕсенчен нумайăшĕ районти тĕп больница, Муркаш районĕн администрацийĕсен, ЧР, РФ Сывлăха сыхлас ĕç министерствисен Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Районти медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ, япăх мар вăй хураççĕ. Кун пирки иккĕленÿ пулма та пултараймасть. 2004 çул та çирĕплетсе пачĕ çакна. Иртнĕ çул пуçламăшĕнчех Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне РФ Нацисен хушшинчи ĕçсен министрĕ В.Ю. Зорин, каярахпа ЧР, Марий Эл республикин Финанс министерствин представителĕсем килсе кайрĕç. Чулхуларан, Ульяновск облаçĕпе Пушкăрт республикинчен те килчĕç пирĕн ĕç опычĕпе паллашма. Çавăн пекех ĕçлĕ визитпа ЧР Минитрсен Кабинечĕн председателĕ С.А. Гапликов, ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствин представителĕсем килсе кайрĕç. Пирĕн районти медиксем пĕтĕмĕшле практика врачĕсен Пĕтĕм Раççейри 2 съездне те хастар хутшăнчĕç. Съезд делегачĕсем Нискассипе Ярапайкассинчен пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсен ĕçĕпе паллашрĕç.

Çак уйрăмсене Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн эксперчĕсем те килсе курчĕç. Пирĕн ĕçе тивĕçлипех хакларĕç. В.М. Басяев ЧР пĕтĕмĕшле практика врачĕсем хушшинче 1 вырăн çĕнсе илчĕ. ЧР пĕтĕмĕшле практика врачĕсен уйрăмĕсем хушшинче Ярабайкассисем 2 вырăна тухрĕç.

Фельдшерпа акушер пункчĕсенчен вара Чăваш республикипе  Сыпайсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç: унта сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ  Л.И. Кудряшова тăрăшать.

Эпир ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлетпĕр. Виççĕмĕш çул умлăн-хыçлăн районти тĕп больница Муркаш ял администрацийĕ ирттерекен спартакиадăра  куçса çÿрекен Кубока тивĕçет. Халь вăл пирĕнтех юлчĕ. Çулсеренех çемьесемпе, ачасемпе пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăратпăр. «Чи лайăх медицина коллективĕ» КВН ирттертĕмĕр, нумай талантсене тупса палăртрăмăр.

Иртнĕ çул уявсемпе тата юбилейсемпе те паллă пулчĕ. Иртнĕ çул васкавлă пулăшу паракан тата анестезиологипе реанимаци уйрăмĕсем юбилейĕсене паллă турĕç.

(Вĕçĕ çитес номерте).

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика