02 марта 2005 г.
Февралĕн 25-26-мĕшĕсенче Йошкар-Ола хулинче воин-интернационалистсене асăнса боксла кĕрешессипе ăмăрту иртрĕ. Пĕтĕмпе унта 140 боксер хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне унта Муркашри вăтам шкулти (тренерĕ С.В. Черкашин) 4 боксер хутшăнчĕç. С. Филиппов (32 кг) 1 вырăн, Е. Ярухин (28 кг) 2 вырăн, Николайпа (34 кг) Андрей (36 кг) Скворцовсем 3 вырăн йышăнчĕç.
Çавăн пекех февралĕн 22-28-мĕшĕсенче Тольяттинче боксла кĕрешсе Атăл тăрăхĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. С. Черкашинпа А. Тимофеев унта район чысне хÿтĕлерĕç. Иккĕшĕ те хăйсен виçе категорийĕсенче 2 вырăн йышăнчĕç. Иккĕшĕ те Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртăва (Перьмре иртет) хутшăнма путевкăна тивĕçрĕç.
Йĕлтĕр спорчĕ. Февралĕн 26-мĕшĕнче Канашра вырăнти самоуправлени органĕн ĕçченĕсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе республикăри ăмăрту пулса иртрĕ. Унта пирĕн район администрацийĕн команди те хутшăнчĕ. 51-55 çулхи арçынсен ушкăнĕнчен М.А. Романов 1 вырăн йышăнчĕ. 36-40 çулсенчи хĕрарăмсен ушкăнĕнче Р.Ю. Скворцова 1 вырăн, Л.Ю. Тарасова 4 вырăн йышăнчĕ.
Конькипе чупасси. Февралĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта конькипе чупса республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ А.В. Никандров 500 метрлă дистанцире 2 вырăн йышăнчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"