26 февраля 2005 г.
Вăрçă ветеранĕсен тĕл пулăвĕ иртрĕ
2005 çул çĕршыв историне паллă событипе кĕрсе юлать. Кăçал эпир Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тăватпăр. Çав ятпа хальхи вăхăтра тĕрлĕрен мероприятисем, спорт ăмăртăвĕсем, тĕлпулусем иртеççĕ.
Февраĕн 23-мĕшĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ пулчĕ. Ун умĕн малтанхи кун Муркашри Культура çуртне районти вăрçă ветеранĕсем пухăнчĕç.
Малтанах вĕсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов сăмах каларĕ. Вăл Хĕрлĕ Çара йĕркеленин историне аса илчĕ, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче фронтра та, тылра та халăх çав тери пысăк паттăрлăх кăтартнине палăртрĕ. Муркаш районĕнчен те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вунă пине яхăн çын кайнă, çурри ытла каялла таврăнайман, паттăррăн пуçĕсене хунă. Муркаш районĕ те вăрçă çулĕсенче 1944 çулта йĕркеленнĕ. Вăçăри паттарлăхшăн пирĕн ентешсем 5 çын «Совет Союзĕн Герой» ята тивĕçнĕ, Мухтав орденĕн туллди кавалерĕ те пур. Культура çуртне пухăннă ветерансем хушшинче нумайăшĕ чылай орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Вĕсен çирĕп кăмăлĕ, хăюлăхпа паттăрлăхĕ Аслă Çĕнтерĕве туптама пулăшнă. Паянхи çамрăксемшĕн вĕсем ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, вĕсенчен вĕренмелли те нумай.
Тылра ĕçленисем техисепе тивĕçлĕ. Ветерансен пурнăçри пуян опычĕ, вĕсем вĕрентсе ăс пани пирĕншĕн çав тери усăллă. Юлашкинчен вăл пурне те уяв ячĕпе саламласа телей, нумай çулсем пурăнма ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.
Çак кун районта министерство кунĕ иртнĕ май тĕлпулăва ЧР юстици министрĕ В.П. Петров, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Г. Васильев вара ветеранĕсене саламласа сăмах каларĕç.
Вăрçă ветеранĕсене çавăн пекех районти çар комиссарĕ А.Н. Малинин, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова саламларĕç. Хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансем умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕрех парăмра. Паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене те манма тивĕç çук пирĕн. Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăраççĕ.
И.А. Васютин тата Г.Д. Данилов хăйсен сăмахĕсенче вăрçă çулĕсене аса илчĕç. Тĕл пулура ветерансене РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра тунă Çĕнтерĕве – 60 çул» юбилей медалĕпе чысларĕç, асăнмалăх «Муркаш районĕ, йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнеке парнелерĕç.
Тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ ачасен илемлĕ юрри-ташши ветерансен кăмăлне тивĕçтерчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"