Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бокс.

26 февраля 2005 г.

 

Февралĕн 16-19-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта юниорсемпе çитĕннисем хушшинче боксла кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту тата уçă чемпионат пулса иртрĕ. Пирĕн боксерсем ку ÿсĕмсемпе ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнчĕç: 3ĕн пулчĕç вĕсем.

Арçынсенчен район чысне О.А. Сютруков хÿтĕлерĕ. Чăваш педагогика университечĕ хыççăн Муркаш шкулĕнче физкультура учителĕ пулса ĕçлет: ачасене бокс ăсталăхне хăнăхтарать, хăй те ку тĕлĕшпе ăмăртусене хутшăнать. 2 вырăн йышăнчĕ Олег Артурович 54 килограмлă виçе категорийĕнче.

Юниорсен ушкăнĕнче А. Никитин «çапăçрĕ»: 48 килограмлă виçе категорийĕнче  3 вырăн йышăнчĕ.

Йĕлтĕр спорчĕ. Февралĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта йĕлтĕрпе чупса республикăра мала тухассишĕн уçă ăмăрту пулса иртрĕ. Пирĕн район чысне хушма пĕлÿне муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн – ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Калайкассипе Ярапайкасси уйрăмĕсенчи (тренер-преподавателĕ Э.А. Гордеев) йĕлтĕрçĕсем хÿтĕлерĕç.

Кĕçĕннисен ушкăнĕнче Настя Костина (Ярапайкасси шкулĕ) 1 вырăн  (3 км) йышăнчĕ. Аслă ушкăнран Настя Тямина (Калайкасси шкулĕ) 3 километрлă дистанцие виççĕмĕш вĕçлерĕ.

Волейбол. Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Етĕрнере районсенчи хĕрарăмсемпе арçынсен командисем хушшинче зонăри ăмăрту пулса иртрĕ: Муркашсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Шупашкарпа Етĕрне районĕсем вылярĕç.

Арçынсенчен пирĕн команда 2 вырăн йышăнчĕ. Хĕрарăмсен команди çивĕчрех пулчĕ: 1 вырăн çĕнсе илчĕ.

Çала вара пирĕн районăн арçынсемпе хĕрарăмсен командисем иккĕшĕ те финала тухрĕç: вăл апрельте Çĕнĕ Шупашкарта иртет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика