23 февраля 2005 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 1999 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче йышăннă 162-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн транспорт хатĕрĕсен çулленех диагностика станцийĕсем витĕр техосмотр тухмалла. Пирĕн района кашни эрнерех ытлари кун хуçса çÿрекен диагностика автомашини килсе çÿрет.
Хуçалăх инженерĕсен патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн районти инспекцине пырса предписанисем илмелле, документсене хатĕрлеме пуçламалла, картотекăпа танлаштарса, хăйсен транспорт хатĕрĕсем шутне тĕрĕслемелле. Юрăхсăра тухнă техникăна шутран кăлармалла.
Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Муркаш районĕн территорийĕнче «Техосмотр-Утиль» операци пырать. Çак операци вăхăтĕнче камăн юрăхсăра тухнă техника пур, районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцине пырса заявлени çырмалла.
Заявлени çырма хăвăрпа пĕрле паспорт, ИНН, техника хатĕрĕн паспорчĕпе номерĕ кирлĕ. Енчен те транспорт хатĕрĕн паспорчĕпе номерĕ çухалнă пулсан, протокол-заявлени çыратăр.
Ыйтусем пулсан 2-11-58 телефонпа шăнкăравласа ыйтма пултаратăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"