23 февраля 2005 г.
Мирлĕ пурнăçра кăна çĕршыв ирĕклĕн аталанать, çынсем те телейлĕ пулаççĕ. Пирĕн пурнăçри тăнăçлăха РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсем хÿтĕлеççĕ.
Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни гражданинăн таса тивĕçĕ тесе палăртнă Конституцире. Хĕсмете кайса службăра тăракан салтак кирек хăçан та хисепе тивĕçлĕ. Яшсем çартан çирĕпленсе таврăнаççĕ, пурнăç тути-масине те лайăх ăнланма пуçлаççĕ.
Хăйсен пурнăçне çар ĕçне халалланисем те сахал мар çĕршывра. Муркаш районĕнче те пур ун пек çынсем. Вĕсенчен пĕри – Оринин ял администрацийĕнчи Лапкасра çуралса ÿснĕ В.А. Игнатьев полковник. Вăл 1958 çулта çуралнă, Орининти вăтам шкулта питĕ лайăх паллăсемпе вĕреннĕ.
1975 çулта унăн та çара кайма ят тухать. Çакăнтан вара унăн салтак пурнăçĕ пуçланать. Малтанах вăл виçĕ çул хушши Тамбоври çарпа авиаци техникин училищинче вĕренет. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк нумайрах пĕлесшĕн çунать, тăрăшса вĕренсе хăйне пур енчен лайăххипе кăна кăтартать.
Вячеслав Александровича ун хыççăн йывăр бомбăсен полкĕн радиотехника оборудованийĕ хатĕрлекен ушкăнăн техникĕ пулма шанаççĕ. Икĕ çул тăрăшать вăл кунта.
Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен. теççĕ. В. Игнатьев та хăйĕн пĕлĕвне ÿстерет, Рязань хулинче вĕçекен состава хатĕрлекен центрта РЭБăн (радиоэлектронная борьба) штурман операторне вĕренет. 1980-1987 çулсенче Вячеслав Александрович Аякри Авиацин 200-мĕш полкĕнче штурман-операторта тимлет. 1983 çулта вăл Афганистан Республикине вĕçнĕ, унти çапăçусене хутшăннă.
Çирĕп кăмăллă, хăйсенчен нумай ыйтакан, яваплăха туякан, умри тĕллевсене ăнланса вĕсене пурнăçа кĕртме пултаракансем кăна çар ĕçне тытăнаççĕ. Йывăрлăхсем те хăратмаççĕ кун пеккисене. Вĕсем çирĕп дисциплинăна хăнăхса малтан мала кайса пыраççĕ, ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. В.А. Игнатьев та çакăн пек çын. Хăй мĕн çĕнсе илнипе çырлахман вăл, малаллах талпăннă.
Çавăнпах ĕнтĕ тепĕр тăватă çула яхăн Ригăри Н.Э. Жуковский ячĕпе хисепленекен Çарпа-Сывлăш инженерĕсен Академийĕн авиаципе радиоэлектронлă оборудовани факультетĕнче вĕренет, 1991 çулта ăна питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерет. Ун хыççăн татах та яваплăрах вырăнсенче тăрăшма пуçлать.
Малтан Вячеслав Александрович СССР Оборона Министерствин 1138-мĕш çар представительствин ертсе пыракан инженерĕн пулăшаканĕ пулса, унтан ултă çул ытла РФ МО 1281-мĕш çар представительствин ертсе пыракан инженерĕнче, кайран филиал начальникĕнче ĕçлет, çар званийĕпе полковника çитет.
Кирек ăçта пулсан та В.А. Игнатьев пултарулăхĕпе, пуçарулăх кăтартнипе, пысăк пĕлÿллĕ çын пулнипе палăрса тăнă. Çавăнпа та пур çĕрте те хисепе тивĕçнĕ.
Ăна «Çар службинче палăрнăшăн» 1, 2, 3 степень медальсемпе, юбилей медалĕсемпе наградăланă. Вячеслав Александровича «Çар службин ветеранĕ» ята та панă.
Вĕсем мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, хĕрĕ мăшăрлă ĕнтĕ. Ывăлĕ Беларуç наци техникин университетĕнче вĕренет.
В.А. Игнатьев вара иртнĕ çулхи ноябрьтен тытăнса Раççей Федерацийĕн Беларуç Республикинчи посольствин çар консульствин сотрудникĕнче тимлет.
Эпир хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕрпе тивĕçлипех мăнаçланатпăр. Паянхи çамрăксемшĕн вăл чăннипех ырă тĕслĕх пулса тăрать. Хăйсен пурнăçне çар ĕçне халалланисем çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕлекенсем, уйрăмах хисепе тивĕçлĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"