19 февраля 2005 г.
Юлашки çулсенче, пурнăçри улшăнусене кура, ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ те хăйĕн çинчен аса илтерме пуçларĕ. Çавна май халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен пĕлтерĕшĕ те татах ÿсрĕ.
Кулленхи ĕç кăна çынна ыранхи кун шанчăкне парать, çемьене тытса тăма, ача-пăчана вĕрентме укçа-тенкĕпе тивĕçтерет. Ĕçлекен çын хăйне çирĕп кăмăллă туять, ыттисене унăн ĕçĕ кирлĕ пулни унăн вăй-хăватне хушса тăрать.
Çакна районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта лайăх ăнланаççĕ, хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса ĕçсĕррисене пулăшма тăрăшаççĕ.
Иртнĕ юн кун, февралĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта Федерацин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Чăваш Республикинчи департаменчĕн планĕпе килĕшÿллĕн зонăри семинар иртрĕ. Унăн ĕçне Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем хутшăнчĕç.
Семинар ĕçпе тивĕçтерекен центрăн вĕрентÿ класĕнче иртрĕ. Унта хутшăннисем малтанах кунти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллашрĕç.
Хăнасем хушшинче ытти представительсемпе пĕрлех Федерацин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Чăваш Республикин Департаменчĕн пайĕсен ертÿçисем Г.Н. Константинов, А.В. Чернов тата пай ертÿçин çумĕ Т.А. Аскарова хутшăнчĕç.
Малтанах районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Т.А. Антонова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта 139 çын учетра тăнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,68 процент пулнă. Ĕçсĕррисенчен 138-шĕ пособи илсе тăраççĕ. Иртнĕ çулта пĕтĕмпе 382 ĕçсĕр çынна пособи панă. Иртнĕ çулта пособисем тÿлеме 785,4 пин тенкĕ, професси илме вĕренме янисене стипенди тÿлеме 138 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсене федераци бюджетĕнчен вăхăтрах тÿлесе тăнă.
2004 çулта ĕçсĕррисене виçĕ çынна срокчен пенси çине кăларнă, вĕсене 23 пин тенкĕ тÿленĕ. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта 160 çын тăрать, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,78 процент.
Т.А. Антонова хăйĕн сăмахĕнче ытти ĕçсем çинче те чарăнчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Семинар ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова хутшăнчĕ, пухăннисене районăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕпе паллаштарчĕ, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн вĕрентÿ класĕ çынсене компьютерпа ĕçлеме вĕрентес, аслă классенче вĕренекенсене професси ориентацине парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ĕçпе тивĕçтерекен центр йĕркеллĕ ĕçленине палăртрĕ.
Семинара хутшăннисемпе департамент представителĕсем ĕçсĕррисене социаллă хÿтлĕх парассин, вĕсене пособи тÿлессин ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç, кăçал пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Хăнасем Муркашсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"