19 февраля 2005 г.
Пурнăçран хакли нимĕн те çук. Этем ĕмĕрĕ вăрăм мар. Эпир çут тĕнчере хăнара кăна. Çавăнпа та çынсен тĕрлĕ инкек-синкекре кун-çулĕсем вăхăтсăр ан татăлччăр тесен сыхлăха, асăрханулăха пĕр самантлăха та çухатмалла мар.
Тепĕр чух çут çанталăкра çынсенчен килмен сăлтавсемпе тĕрлĕрен чрезвычайлă лару-тăру, инкек сиксе тухма пултарать.
Район администрацийĕнчи гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен пайĕ паян ку тĕлĕшпе сахал мар тăрăшать, РФ «Гражданла оборона çинчен» тата ЧР «Чăваш Республикинчи халăха тата территорисене çут çанталăкри тата техника тĕлĕшĕнчи чрезвычайлă лару-тăрусенчен хÿтĕлесси» саккунсене тата ЧР Министрсен Кабинечĕ ку тĕлĕшпе йышăннă постановление пурнăçлассишĕн тимлет.
Çак кунсенче район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен пайĕн ертÿçипе Н.П. Милютинпа тĕл пулнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă.
- Николай Панфилович, чи малтанах 2004 çулхи ĕçсем çинчен кăштах каласа хăварар-ха?
- Иртнĕ çулта гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе пурнăçланă ĕçсене тишкернĕ май çакна каламалла. 2004 çулта ял администрацийĕсенче, предприятисемпе организацисенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче çынсене тата пурлăха чрезвычайлă лару-тăруран сыхлас тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ.
Халăха хÿтĕлес, унăн пурнăçне тĕрлĕ инкексенчен, чрезвычайлă лару-тăруран сыхлас тата вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе иртнĕ çула валли йышăннă тĕп мероприятисен планне районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсен пайĕ ертсе пыракан органсемпе тата гражданла оборона вăйĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ – гражданла оборона начальникĕ ертсе пынипе пĕтĕмĕшле пурнăçланă. Ку енĕпе нумай ыйтусемпе ятарлă вĕрентÿсем, тренировкăсем ирттернĕ.
Иртнĕ çулта çĕнĕрен çирĕплетнĕ гражданла оборона начальникĕсене, тĕрлĕрен службăсене ертсе пыракансене, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру штабĕсен начальникĕсене ку ĕçе вĕрентсе хатĕрлессипе те нумай тимленĕ.
- Ку ыйтусемпе ăçта лайăхрах ĕçлеççĕ?
- Гражданла оборона ыйтăвĕсене татса парас, халăха хÿтĕлес, чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас тата вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе нумай çĕрте тăрăшулăх, лайăх результатсем кăтартаççĕ. Кунта манăн паян «Ударник», «Оринино», «Свобода» хуçалăхсене, Муркашри чăх-чĕп фабрикине, федераллă казначействăн районти уйрăмне, РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленине, Мăн Сĕнтĕр райпоне, Муркаш, Ярапайкасси, Йÿçкасси ял администрацийĕсене, пушар хуралĕн инспекцине, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятисене, «Чувашсетьгаз» ООО «Муркашрайгаз» филиалне, çыхăну, сывлăха сыхлас ĕç, обществăлла йĕркелĕх, учрежденийĕсене т. ыт. те асăнса хăварас килет. Çак предприятисемпе учрежденисен ертÿçисемпе специалисчĕсем ку тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсене лайăх пурнăçласа пыраççĕ.
- Иртнĕ çулта районта çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тĕслĕхсем, тĕрлĕ инкексем нумай пулчĕç-и?
- Пĕлтĕр пулса иртнисене пĕтĕмлетсен çакна калама пулать. 2004 çулта та районта пĕтĕмĕшле лару-тăру çав тери лăпкă пулнă теме çук. Пĕтĕмпе 39 пушар тухнă, вĕсенче 602696 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ, 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Унсăр пуçне 11 çын шыва путса вилнĕ. Район территоринчи çулсем çинче 71 автоавари пулнă, вĕсенче 27 çын вилнĕ, 81н аманнă. Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче татăлса юхса кайнă пĕвесен хисепĕ те ÿснĕ. Паллах, районти тĕрлĕ службăсем тăрăшнипе хăш-пĕр инкексенчен сыхланма май килнĕ, тĕрлĕ пăтăрмахсене пула инкеке лекнисене вăхăтра пулăшу панă. Çунса кайнисене ТУ «Бинго-шоу» лотерея урлă тата май килнĕ таран район бюджетĕнчен те пулăшу панă т. ыт. те.
- Гражданла оборона служби çитĕнекен ăрупа ĕçлет-и?
- Пурнăçра ним кĕтмен çĕртен çут çанталăк е техника тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ лару-тăру, инкек сиксе тухма пултарать. Çавăнпа та çамрăксене хăрушсăрлăх правилисне пăхăнма хăнăхтарасси, тĕрлĕ инкек-синкек пуласран асăрханма вĕрентесси вĕсен малашнехи пурнăçĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе иртнĕ çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ, нумай мероприятисем пулнă. Акă, сăмахран, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун», çарпа патриотизмла воспитани тата оборонăллă массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ, ачасем шăрпăкпа айкашса пушар тухасран кĕрешмелли уйăхлăх, ачасене шкултан эвакуацилес ыйтупа вĕрентÿ, гражданла хÿтĕлев ыйтăвĕпе район шайĕнчи олимпиада ирттерни çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ пама пулăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе Муркашри, Орининти, Чуманкассинчи, Мăн Сĕнтĕрти, Çатракассинчи вăтам, Панклири, Сосновкăри, Кашмашри тĕп шкулсем лайăх ĕçленине палăртмалла. 2005 çулта районти ытти шкулсенче те çарпа патриотизмла воспитани парассине, пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене вĕрентессине лайăхрах йĕркелессе шанас килет.
- Кăçалхи задачăсем пирки мĕн калама пултаратăр?
- 2005 çулхи тĕп ĕçсен планне хатĕрлесе çирĕплетнĕ, ăна вăхăтра пурнăçласа пыма ял администрацийĕсене, предприятисемпе учрежденисене, организацисене, тĕрлĕ службăсене çитернĕ.
Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас ĕçре пурнăçри кашни пулăмах шута илмелле: çынсене чрезвычайлă лару-тăруран, пушарта инкек тÿсесрен, шыва путасран сыхлассине, пурлăха тĕрлĕ хăрушлăхран сыхлассине т. ыт. те. Çурхи ейÿ вăхăтĕнче те пур çĕрте те тимлĕ пулмалла. Пĕвесене тата плотинасене вăйлă шыв-шур татнипе юхса каясран сыхламалла.
Гражданла оборона енчен илсен, мирлĕ пурнăç пулсан та, çĕршывшăн пулма пултаракан йывăр самантсенчен, террористла актсенчен сыхланассине малти вырăна хумалла, мобилизаци ĕçне вăхăтра туса ирттермелле. Çак ĕçсенчен никамăн та аякка тăрса юлмалла мар: ял администрацийĕсен те, тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ предприятсен те, уйрăм службăсен те. Пĕрлехи ĕç кăна инкекрен сыхланма пулăшĕ.
- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?
- Çитес çулта «РФ вырăнти самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» çĕнĕ саккун вăя кĕрет. Ун чух ялта та пурнăç нумай улшăнмалла. Çавăнпа та кăçал вырăнсенче чылай ĕçсем пурнăçламалла.
Ăнсăртан чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан, кирлĕ службăсене инкекре пулăшма вăх ăтра чĕнмелле, кăткăс лару-тăруран тухма тăрăшмалла. Ку енĕпе дежурнăй диспетчер службин пĕлтерĕшĕ пысăк. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан, пушар хуралĕ, газпа, электроэнергипе тивĕçтерекен, медицина тата коммуналлă пулăшу паракансем вĕсен шутне кĕреççĕ. Вĕсенчи дежурнăй диспетчер службисен кирек хăçан та хăйсен вырăнĕнче пулмалла, инкек пулсан тивĕçлĕ пулăшу парассине йĕркелемелле, кун пирки ытти службăсене пĕлтермелле.
Çакна та асра тытасчĕ. Пурнăçри инкексем нумай чухне хамăр асăрхануллă, тимлĕ пулманнипе сиксе тухаççĕ. Ÿсĕрле руль умне ларас марччĕ, электричество пăралукĕсене вăхăтра улăштарасчĕ, вут-кăварпа, электроприборсемпе асăрхануллă пуласчĕ. Çакна çамрăксене вĕрентсех тăрасчĕ. Ун чухне тĕрлĕ инкексем те сахалтарах пулĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"