16 февраля 2005 г.
Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, шкул ĕçĕ вăл нумай енлĕ ĕç. Ачасене çирĕп ăс-тăнлă, анлă тавракурăмлă аталантарса ÿстересси пур çыншăн та, уйрăмах ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсемшĕн тĕп тĕллев пулса тăрать. Паллах, ку тĕллеве пурнăçлас тесен çын чунĕнче чи кирлĕ ен пулмалла - ачасене чĕререн юратни, вĕсене ăнланса пурнăçра тĕрĕс çулпа утма вĕрентесси. Вĕрентекенсем кашниех хăйĕн предметне лайăх вĕрентессишĕн, çав предметпа ачасене кăсăклантарассишĕн питĕ нумай вăй хураççĕ.
Шăпах çак тĕллевпе ĕçлет те Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ Зинаида Андреевна Антонова. Çавăн пекех вăл математика предметне вĕрентет. Унăн шкулти ĕç стажĕ - 26 çул. Кашни ачах маттур, хастар чун-чĕреллĕ çын пулса ÿстĕр тесе чунне парса тăрăшать вăл çак ĕçре.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"