16 февраля 2005 г.
2005 çулта социаллă страховани укçи-тенкипе пособисем тÿлемелли йĕрке çинчен
2004 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн 2005 çулхи бюджечĕ çинчен» 202-Ф3 № Федераллă саккун йышăннă. Унсăр пуçне кăçалхи январĕн 29-мĕшĕнче «Чи пĕчĕк ĕç укçин виçи çинчен» федераллă саккунăн 1 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăннă 198-Ф3 № Саккунĕ вăя кĕчĕ. Мĕнле улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пулаççĕ çак саккунсемпе килĕшÿллĕн? Çавсем пирки каласа пама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова РФ Социаллă страховани фончĕн Муркаш районĕнчи представительствин тĕп специалистĕнчен В.С. Савельеваран.
- Валентина Семеновна, çĕнĕ саккунпа чи пĕчĕк ĕç укçин виçи улшăннă-и?
- Çапла. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса чи пĕчĕк ĕç укçин виçине уйăхне 720 тенкĕ чухлĕ çирĕплетнĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çав виçе уйăхне 800 тенкĕпе, 2006 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 1100 тенкĕпе танлашать. Çавна май кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăхăтлăх ĕçлейменшĕн РФ Социаллă страховани фондĕнчен тÿлекен пособин пайĕ тулли календарлă уйăхшăн – 720 тенкĕрен, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен – 800 тенкĕрен, 2006 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара 1100 тенкĕрен иртмелле мар.
- Ытти пособисене тÿлессипе мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?
- 2004 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи федераллă саккунăн 7 статйипе килĕшÿллĕн, иртнĕ çулта пулнă, 2003 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнчи 166-Ф3 № «Раççей Федерацийĕнчи Социаллă страховани фончĕн бюджечĕ çинчен» Федераллă саккунăн 8 статйипе çирĕплетнĕ тăрăх, вăхăтлăх ĕçлейменшĕн, тата ача çуратиччен е çуратнă хыççăн тÿлемелли пособисене тÿлемелли йĕркене çаплипех хăварнă.
Çакна та каламалла, 202 Ф3 № Федераллă саккунăн 8 статйин 1 пайĕнчеçакна та каласа хăварнă: 2005 çулта обязательнăй социаллă страховани çинчен Федераллă саккуна йышăниччен вăхăтлăх ĕçлеймен е ача çуратнă хыççăн, чирлесе е аманса вăхăтлăх ĕçлеймен чухне (производствăра инкек тÿснисĕр е професси чирĕсĕр пуçне) пособие малтан ĕçлеймен икĕ куншăн - ĕç параканăн укçи-тенкипе, виççĕмĕш кунран пуçласа социаллă страховани фондĕнчен тÿлеççĕ. Çак йĕркепе пособие çын хăй инкек тÿссен е чирлесен тÿлеççĕ.
2004 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 202-Ф3 № Федераллă саккунăн 17 статйипе килĕшÿллĕн, çак саккун 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Енчен те, чире е инкеке пула вăхăтлăх ĕçлейменни страхланнă çыннăн 2004 çултах пуçланнă пулсан, 2005 çулта та малалла тăсăлсан, кун пек чухне вăхăтлăх ĕçлейменшĕн пособие пĕрремĕш кунран тытăнсах РФ Социаллă страховани фондĕнчен тÿлеççĕ.
- Чирлĕ ачана е çынна пăхнă чух пособие мĕнле тÿлеççĕ?
- Çемьери пĕр-пĕр çын е ача чирлесен ăна пăхнă чух е карантин пулсан, тата ытти тĕслĕхсенчен, çын хăй чирлемен чухне е производствăра инкек пулсан, професси чирĕпе чирлесен, ача çуратичченхи тата çуратнă хыççăнхи отпуск чухне те пособие пĕрремĕш кунран тытăнсах РФ Социаллă страховани фондĕнчен тÿлеççĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла. Предприятисемпе, организацисемпе е уйрăм предпринимательсемпе килĕшÿ туса ĕçлекен çынна вăхăтлăх ĕçлейменшĕн пособи тÿленĕ чухне (енчен те вĕсем ятарлă налук режимне тытса пыраççĕ пулсан) 2002 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи 190-Ф3 № саккунпа килĕшÿллĕн, улшăнусем çук.
- Пособи виçи пирки мĕн калама пултаратăр?
- 202-Ф3 № Федераллă саккунăн 8 статйин иккĕмĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăхăтлăх ĕçлейменшĕн тÿлекен пособин чи пысăк виçи тата ача çуратичченхи тата çуратнă хыççăнхи пособин чи пысăк виçи календерлă пĕр уйăхшăн 12480 тенкĕрен иртмелле мар. Пособин кашни уйăхри чи пысăк виçине уйрăмшаррăн палăртаççĕ, çавна май вăхăтлăх ĕçлейменни е декретлă отпуска тухни 2004 çултах пуçланнă пулсан пособие çак çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ таран 11700 тенкĕ виçерен иртмесĕр, 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа – 12480 тенкĕрен иртмесĕр тÿлемелле. Урăхла каласан 2004 çулта пособин чи пысăк виçи сахалтарах пулнине манмалла мар.
Çакна та каласа хăвармалла. 2004 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 206 № Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособи виçи ÿснĕ. Малтан вăл 4500 тенкĕ пулнă пулсан, халĕ – 6000 тенкĕ. Ку суммăна кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче тата ун хыççăн çуралнă ачасемшĕн тÿлеççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"