Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленипе кĕрешесси – кашнин тивĕçĕ

16 февраля 2005 г.

 

2004 çул историе кĕрсе юлнăранпа иккĕмĕш уйăх пырать ĕнтĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕ çак хушăра районти  граждансен лăпкăлăхне хÿтĕлес право тĕлĕшĕнчен тата обществăлла йĕркелĕхе хÿтĕлес тесе районти ытти право йĕркине хÿтĕлекен органсемпе пĕрле хăйĕнчен килнине  йăлт турĕ. Район территорийĕнче террорли актсем пулмарĕç, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухмарĕ. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса парас тĕллевпе преступлени тунă вырăна тÿрех кайса тĕплĕн тĕпчетпĕр. Апла пулин те иртнĕ çул районта преступлени ун умĕнхи çулран 25,3 процент чухлĕ ытларах пулчĕ: 372рен 466 а çитрĕ. Кунта критикăллă милици тĕлĕшĕпе те, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ Тĕлĕшпе те çавнах каламалла. Криминаллă милици енĕпе 162 преступлени (129), обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 184 (70) преступлени пулчĕ.

Кунта çакна палăртса хăвармалла. Преступленисен шучĕ ют харпăрлăха вăрланипе уйрăмах палăрмаллах ÿссе кайрĕ. (вĕсем пĕлтĕр 215 (159) пулчĕç), çавăн пекех преступленисене пуличчен маларах сиссе сирсе ярассипе (РФ УК 115, 116 стстйисем) тата экономика тĕлĕшĕнчи преступленисене тупса палăртассипе (55) 47) лайăхлатнипе. Çапла вара иртнĕ çул районта пулнă преступленисен шайĕ пĕлтĕр 10 пин çын пуçне 125,9 процентпа танлашрĕ (101,9 процент).

Иртнĕ çул преступленисене пăхса тухсан, тата çакна калама пулать: йывăрах мар преступленисем пĕтĕм преступлени шутĕнчен 38,8 (38,4) процент чухлĕ йышăнаççĕ: 181 преступлени (143), вăтам йывăр преступленисем 37,6 (33,3) процент чухлĕ – 175 (124) преступлени.

Преступленисене уçса парасси виçĕмçулхинчен 1,3 процент чакрĕ, 71,6 процентпа танлашрĕ.Çакăн сăлтавĕсенчен пĕри – милици сотрудникĕсем пысăк нагрузкăпа ĕçлени: штат расписанине палăрмаллах чакарнă. Енчен те процентпа пăхсан, преступление уçса парасси чакрĕ Пулсан, миçе преступление уçса панине пăхсан, ку кăтарту ÿсрĕ: виçĕм çул пурĕ 271 преступление уçса панă пулсан6 2004 çулта 334 преступление уçса панă. Пĕтĕмĕшле преступление уçса парассин кăтартăвĕ чакнин тепĕр сăлтавĕ вăл – пурлăхпа çыхăннă преступленисене (уйрăмах ют харпăрлăха вăрлани) уçса парассин шайĕ чакни. Пĕлтĕр вăрлани 35,2 процент чухлĕ ÿсрĕ: 159тан 215 çитрĕ. Вĕсене уçса парасси 44 процентпа танлашать.

Пурлăхпа йышăннă преступленисен йышĕ ÿснин, вĕсене уçса парассин шайĕ чакнин сăлтавĕсем вара хăйсем пур. Вĕсенчен пĕри – вăл е ку обьектсене техника тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек çирĕплетменни. Иртнĕ çул магазинсенчен, складсемпе базăсенчен вăрланă тĕслĕхсем 10 пулчĕç. Вĕсенчен 27,3 процентне çеç уçса панă. Агропромышленность комплексĕн объекчĕсенчен 28 хутчен вăрланă: 40 процентне çеç уçса панă. Çак объектсенче паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен сигнализаци системи çук. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пурлăха сыхлас ыйту çине пÿрне витĕр пăхаççĕ. Çĕрлехи хуралçăсен ĕçне пач та контроллемеççĕ: çĕрле çывăраççĕ Вĕсем, ĕç вырăнĕнче пур-и, çук-и – кăна вĕсем пĕлмеççĕ те пулĕ.

Çавăн пекех вырăнти ял администрацийĕсем те ял халăхне профилактика ĕçне кирлĕ пек явăçтармаççĕ: халăх дружинисем, каçхи хуралсем çук ялсенче. Выльăх-чĕрлĕхе вăрлассине, пушарсем пулассине тата ытти преступленисене сирессинче вара ку ĕçсем çав тери кирлĕччĕ. Ял старостисенчен ку тĕлĕшпе çителĕксĕр ыйтни куçкĕретех.

Пĕлтĕр районти шалти ĕçсен пайĕн следователĕсемпе дознователĕсем 176 ĕçе суда ярса пачĕç. 252 çын уголовнăй майпа явап тытмаллиĕçсем турĕç: вĕсенчен 38шĕ – хĕрарăмсем, 29шĕ - çул çитмен çамрăксем. 247çыннăн уголовнăй майпа ответ тытмалла пулчĕ. Ниçта та ĕçлеменнисем164 преступлени турĕç, ушкăнпа тунă преступленисем 43 преступлени пулчĕ, ÿсĕр çынсем 75 преступлени, малтан та преступлени тунисем 56 преступлени тунă.

Преступленисен йышĕ чакчăр тесе профилактика ĕçĕсене те туса тăратпăр: пĕлтĕр çакнашкал 70 мероприяти ирттернĕ. Çав операцисемпе рейдсенче 5929 йĕрке пăсакана тытса чарнă, адмпротоколсем çырнă. Эрехпе иртĕхекенсемпе те ĕçлетпĕр. Иртнĕ номерте асăрханăччĕ ĕнтĕ: пĕтĕмпе пĕлтĕр 901 тĕрĕслев ирттертĕмĕр ку тĕлĕшпе. Вĕсенче 204,75 литр этил спиртне, 418 литр пăрака, 1,5 литр денатурат, 74,75 литр спирт пур шĕвеке туртса илнĕ.

Саккуна пăсса алкоголь продукцине тата спирт пур шĕвеке сутассипе, тăвассине хирĕç кĕрешетпĕр. Çакнашкал çынсем çинчен информаци пухатпăр. Вĕсене контроллесе тăратпăр. Иртнĕ çул саккуна пăсса алкоголь продукцине сутнăшăн 80 çынна явап тыттарнă.

Çул çинчи лару-тăрăва та куç умне кăларар. 2004 çулта вĕсен шучĕ 14,5 процент чухлĕ ÿсрĕ: 71 (62) авари пулчĕ. Вĕсенче 27 (15) çыннăн кун-çулĕ татăлчĕ, 93ĕн (84) аланчĕç. Районти çулсемпе ялсенче, уйрăммăн илсен, 35 инкек пулчĕ: 15ĕн вилчĕç, 48ăн аманчĕç вĕсенче. 36 авари вара федераллă пĕлтерĕшлĕ Мускав-Хусан çул çинче пулчĕç: унта 12 çыннăн куçĕсем вăхăтсăр хупăнчĕç, 45ĕн яманчĕç. Тĕрлĕ майпа çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1868 водитель пирки адмпротоколсем çырнă. Çав шутран руль умне ÿсĕр ларнă водительсем пирки 73 протокол, медицина тĕлĕшĕнчен освидетельствованинчен пăрăннăшăн – 54 протокол.

Сăмаха вĕçленĕ май акă мĕн калас килет. Районта преступлени шучĕ чактăр, ăна уçса парасси ÿстр тесе милици ĕçченĕсем хăйсенчен килнине йăлт тăваççĕ. Ку тĕлĕшпе лару-тăру чуна тивĕçтерменни, хăвăрах асăрхарăр пулĕ, пĕр пирĕнтен çеç килмест. Хуçалăх ертÿçисем, ял администрацийĕсем, обществăлла организацисем, кашни çын преступление хирĕç мĕн те пулсан тусан, ку тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланатех. Кăçал ку тĕлĕшпе ырă улшăнусем пуласса шанас килет. Пирĕн пурнăç мĕнле пуласси пирĕнтен кашнинченех килет вĕт.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика