Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркаш районĕн кунĕ иртрĕ.

12 февраля 2005 г.

 

Февралĕн 10-мĕшĕнче Муркаш районне йĕркеленнĕренпе 61 çул çитрĕ. Çак кунах Шупашкарта К. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Муркаш районĕн кунĕ иртрĕ. Унта иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, тĕрлĕ отрасльсенче тăрăшакан пултаруллă çынсене чысларĕç. Район кунне кăçал 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалланă. Унта район ĕçченĕсемпе пĕрлех тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, ентешлĕх членĕсем, ĕç тата вăрçă ветеранĕсем, кÿршĕллĕ районсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Уява Москакассинчи «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблĕ «Килсе курăр уява» сюитăпа уçрĕ. Ертсе пыракансем В. Васильевапа Н. Григорьев уяв пуçланни çинчен пĕлтерсе район администрацийĕн пуçлăхне Ю.А. Иванова сăмах параççĕ.

Юрий Александрович районăн 2004 çулхи экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн итогĕсем пирки доклад турĕ, кашни отрасль ĕçне тишкерсе тивĕçлĕ хак пачĕ. Пĕрле пулсан малашне те ÿсĕмсен çулĕпе çирĕппĕн утма май пуррине палăртрĕ, пурне те ырă ĕçĕсемшĕн, район аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тав туса ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.

Район кунне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.И. Карпов хутшăнчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Муркашсем ĕçлеме те, канма та пултарнине палăртрĕ, Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорне Н.Г. Ванеркина, Юнкăри вăтам шкул учительне Т.В. Салдакеевана, «Çĕнтерÿ ялавĕ»  хаçатăн пай ертÿçине А.А. Чернована районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тата обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри В.Н. Осипов механизатор уявра «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

Уявăн тепĕр хисеплĕ хăни – Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн проекчĕн советникĕ – Мери Коллинс. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çак уява хутшăнни уншăн пысăк чыс пулнине палăртрĕ. Сăмах май каласан, вăл пирĕн районти пĕрлехи практика врачĕн уйрăмĕсенче те пулса курнă. Вăл пĕрлехи проектпа Канада пулăшнипе çав уйрăмсене хальхи кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтернине тата «Профиль здоровья» кĕнеке кăларнине ырларĕ, районта сывлăха упрассишĕн тĕрлĕ отрасльсем пĕрле тăрăшни лайăх кăтартусем тума май панине, çынсен сывлăхне лайăхлатма пулăшнине палăртрĕ. Районта спорт массăлăхне, культурăна аталантарассипе лайăх ĕçленипе те, ветерансене чысланипе те кăмăллă пулчĕ Мери Коллинз. Уявра лайăх савăнса, малашне икĕ хут ытларах вăй хурса ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ вăл пурне те.

ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствин Хисеп грамотисене Муркашри тĕп больницăри В.Н. Васильев врач-невролог тата çак больницăри ача-пăча консультацийĕн медсестри С.Б. Сергеева тивĕçрĕç.

Муркаш районĕ чылай çулсем ĕнтĕ Шупашкар хулипе туслăн килĕштерсе ĕçлет. Ку вара çитĕнÿсем тума çул уçса  пырать. Çакна палăртрĕ уяв ячĕпе саламланă май хăйĕн сăмахĕнче хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Н. Исаев.

Экономика ăмăртăвĕ çинчен положенипе килĕшÿллĕн районти предприятисемпе учрежденисен иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ăмăртура çĕнтернĕ хуçалăхсемпе предприятисене, ял администрацийĕсене Дипломсемпе тата укçан парне парса чысларĕç.

2005 çул пуриншĕн те чи пысăк та паллă уявпа Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнипе историе кĕрсе юлать. Çак хаяр вăрçăра пирĕн Тăван çĕршыври мĕн пур халăх пекех, район çыннисем те, паттăррăн çапăçнă. Вăрçăпа ĕç ветеранĕ И.А. Васюхин вăрçă çулĕсене, çапăçу хирĕнче аманнине аса илчĕ. Пирĕн районтан вăрçа хутшăннисенчен хăюлăхпа паттăрлăхшăн 5-н «Совет Союзĕн Геройĕ» ята, тепĕр çын 1-3 степень Мухтав орденĕсене тивĕçнĕ. Çак кунсенче районти Хисеп кĕнеки çине тивĕçлисене кĕртессипе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ çулталăкра Муркаш районĕн Хисеп кĕнеки çине çав Совет Союзĕн Геройĕсене – А.И. Воробьева, Б.М. Васильева, Я.И. Анисимова, Г.А. Алексеева, И.Г. Мешакова тата Мухтав орденĕн тулли кавалерне А.А. Быкова кĕртме йышăну тунă. Уявра вĕсен тăванĕсене  çакăн пирки свидетельствосем пачĕç.

РФ Президенчĕн В.В. Путинăн Указĕпе вăрçă ветеранĕсене чыслама ятарлă юбилей медальне çирĕплетнĕ. Район кунĕнче уява хутшăннă вăрçă ветеранĕсем – 16 çын çав «60 лет Прбеды в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов» медале тивĕçрĕç. Ентешлĕх членĕсем ветерансене саламласа хаклă парнесемпе чысларĕç.

Кашни отрасльти министерство представителĕсем саламларĕç уява хутшăннисене, тивĕçлисене Хисеп грамотипе наградăларĕç. Çавăн пекех 50-мĕш çулсенче çерем çĕрсене уçма хутшăннисен пĕр ушкăнĕ асăнмалăх юбилей медалĕсене тивĕçрĕç.

Олимп вăййисен чемпионки В.М. Егорова районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов, кÿршĕллĕ районсен представителĕсем саламласа сăмах каларĕç.

Театр фойинче, виççĕмĕш хутра, алĕç ăстисен выставкисем ĕçлерĕç. 1-2-мĕш хутсенче Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен обществăлла апатлану предприятийĕсем тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.

Уяв тăршшĕпех районти пултарулăх ушкăнĕсем, искусство шкулĕн ачисем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Район кунĕ Муркаш районĕн гимне юрланипе вĕçленчĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ, унта хутшăннисене пурне те тав турĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх, çемьере телейпе килĕшÿ сунчĕ. Эппин, кăçал татах та тăрăшарах ĕçлесе пысăкрах ÿсĕмсем тăвар, район ятне çÿлте тытар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика