12 февраля 2005 г.
«Çул укçи тăтăшах ÿсет. Автобус-троллейбуссем çинчи «мулкачсене» халĕ мĕн чухлĕ штраф тÿлеттереççĕ;»
(Редакцие шăнкăравланинчен).
Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче административлă майпа йĕркене пăсни çинчен» саккунăн 30-мĕш статйипе килĕшÿллĕн хулари, хула çумĕнчи автомобиль транспорчĕ çинче тата хулари электротранспортра (троллейбусра) билетсăр çÿренĕшĕн чи пĕчĕк ĕç укçин çур виçи чухлĕ штраф тÿлеттереççĕ.
Асăннă саккунăн 31-мĕш статйипе килĕшÿллĕн хулари тата хула çумĕнчи автомобиль транспорчĕ çинче тата хулари электротранспортра (троллейбусра) багажшăн тÿлеменшĕн чи пĕчĕк ĕç укçин çур виçи чухлĕ штраф тÿлеттереççĕ. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"