Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сывлăхне тĕпе хурса

10 февраля 2005 г.

 

УЗИ пÿлĕмĕнчен тухсан, йывăр çын хĕрарăм лăш! сывласа ячĕ.

-Сирĕн ачăр йăлтах йĕркеллĕ, - терĕ Н.А. Лобачева райакушер-гинеколог ăна УЗИ аппарачĕпе пăхнă хыççăн. Ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмшăн çакăнтан хаклă хыпар пулать-и вара?

Районти тĕп больницăна иртнĕ çулхи июльте Японире туса кăларнă «АЛОКА-1700» УЗИ аппаратне (1,5 миллион тенкĕ тăрать) туянни район халăхĕшĕн парне вырăннех пулчĕ.

Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Халиччен те кунта УЗИ аппарат пулнă вĕт-ха. Уйрăмлăхĕ пысăк çав. Киввинчен унăн ĕçлеслĕхĕ 3 хут вăйлăрах. Допплерографи, тĕслĕ допплер пур. Калаçу пуçламăшĕ патне таврăнар-ха. Халĕ ку аппаратпа хырăмри ача аталанăвне тĕп-тĕрĕс курса калама пулать. Арçын ача е хĕрача?

Ку ыйту çине те хурав тĕп-тĕрĕс хурав парать вăл. Шупашкара каймасăрах кирек хăш чире те тупса палăртса, тĕп-тĕрĕс диагноз лартма пулать. Мĕншĕн тесен республика больницисенчен те шăпах çакăн йышши УЗИ аппарачĕпе ĕçлеççĕ.

Хăвăрах шутласа пăхăр хулана кайма çул укçи мĕн чухлĕ кирлĕ? Тата унта УЗИ пăхтарма районтинчен хакĕ икĕ хут пысăкрах. Çук, çук. Пур чух те тÿлевлĕ мар вăл районта. Стационарта сипленекенсене йывăр çын хĕрарăмсене, йывăр чирлисене тÿлевсĕрех тата черетсĕрех йышăнаççĕ. Кам черете çырăннă – вĕсем те тÿлевсĕр тĕрĕсленеççĕ. Енчен те сан диагнозна черет çитичченех пĕлес килет пулсан, вăт çакăн чухне тÿлевлĕ вара.

Тепĕр чухне диагноза çирĕплетме тесе УЗИ аппарачĕпе пăхакана врачсем (виççĕн вĕсем районта: УЗИ пÿлĕмĕн врачĕ Э.М. Куликова, Н.А. Лобачева акушер-гинеколог, А.И. Петров дерматовенеролог (вăл чĕре чирĕсене пăхать), пациентсене Шупашкара яраççĕ-ха. Ку таранччен лере пирĕн врачсем лартнă диагноза улăштарни пулман. Çакă УЗИ аппарачĕпе опытлă, хăй ĕçне пĕлекенсем ĕçленине çирĕплетет те.

Мĕнле чирсене тĕпчеме пулать-ха ку аппаратпа; Вулакансен ку ыйту çуралчĕ пулĕ тÿрех. Йывăр çын хĕрарăмсене пăхнипе гинекологи чирĕсене тĕпчени калаçу пуçламăшĕнчех палла пулчĕ.

Халĕ вара чĕре чирĕсене УЗИ аппарачĕпе пăхакан А.И. Петрова итлесе пăхар-ха.

- Малтан чĕре мĕн пысăкăш пулнине, клапансем мĕнле ĕçленине çеç пăхнă. Чĕре порокĕпе çуралнисене, кайран чĕре порокĕ пулса кайнисене (ревматизм чухне), чĕрен ишеми чирне, юн пусăмĕ мĕнле пулнине тĕрĕслетпĕр. Малтанхи аппаратпа та пăхнă-ха вĕсене, халĕ вара çак чирсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртма, тĕп-тĕрĕс диагноз лартма пулăшать. Апла пулсан чир тарăна кайиччен сипленме пултарать пациент. Допплерографи, тĕслĕ допплер пуррипе экран çинче вĕсем тĕслĕ тухаççĕ. Калăн, хăвăн организма кĕрсе пăхатăн. Малтанхи аппаратпа танлаштарсан тата юн чĕре клапанĕсем витĕр мĕнле хăвăртлăхпа çÿренине, клапансен ĕçлеме пултараслăхĕ мĕнле шайра пулнине (урăхла каласан юн мĕн чухлĕ тытса тăма пултарнине, кăларса янине куçпа куратăн халь) тĕп-тĕрĕс кăтартса парать. Апла пулсан кашни  пациент ку пÿлĕмрен тĕп-тĕрĕс диагнозпа тухать.

Çак аппарата илсе килнĕренпе миçе çын чĕре чирĕпе учетран тухрĕ пулĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Мĕншĕн тесен малтанхи кивĕ аппаратпа пăхса чĕрере сас пуррисене пурне те çуралнă чухнехи чĕре порокĕ, тесе диагноз лартнă (апла пулсан мĕн чухлĕ кирлĕ мар эмел ĕçнĕ). «Алока-1700» вара ку диагноза пăрахăçлаттарчĕ, тĕрĕс диагноз лартма май пачĕ.

Александр Ивановичăн халь пысăк ĕмĕт пур. Вăрттăн ĕмĕт тесех те килмест ăна. Мĕншĕн тесен районти  тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес шухăшлă: датчик кирлĕ. Ăна туянсан (хаклă-çке;!) Чĕрене тĕрĕслеме, чĕре чирĕсене палăртма тата лайăхрах пулать.

УЗИ пÿлĕмĕн врачĕ Э.М. Куликова та çак шухăша палăртса çапла калать:

- Датчик пулсан щит евĕрлĕ парпа (щитовидная железа) сĕт парĕсене (молочные железы) те пăхма пулатчĕ те-ха.

Хальлĕхе шăпах çак чирсене  çеç пăхма çук иккен. Кама пĕвер, ват хăмпи, хырăмай парĕ, сула, пÿресем, шăк хăмпи, предстательнăй пар, ÿпке хутаççин çурхахĕн синусĕсем канăçсăрлантараççĕ пулсан вара Элла Михайловна тĕп-тĕрĕс диагноз лартса парать.

Иртнĕ çулхи ноябрьте районти тĕп больница тепĕр аппаратпа – РЕГ (13 пин тенкĕ) пуянланчĕ. А.И. Петровах пăхать Валентареографпа та. Хăш енĕпе тĕрĕсленме пулать, тетĕр-и? Пуç миминчи юн тымарĕсене алă-урасене пăхма пулать: чи-чи пĕчĕк юн тымарĕсенчи улшăнусем таранах пĕлме пулать. Вĕсен пиçĕлĕхĕ чакни, мĕн чухлĕ юн тытни, пуç мининчи юн тымарĕсенчен мĕн чухлĕ юн саланни, çулсем кайнăçемĕн пуçра пулакан улшăнусем – йăлтах куç умне кăларать ку аппарат. Эппин, пуç ыратать-и, юн пусăмĕ нормăра мар-и, пуç чĕтреннĕ-и е ал-ура çывăрать – вĕсен сăлтавне йăлтах тупса палăртать РЭГ аппарат. Врач заключенине те тÿрех кăларса парать.

Чăннипех, сулмаклă утăмсемех тăвать пирĕн районта медицина. Çÿлерех асăннă УЗИ аппарачĕ те республикăри, районсенче сахалли те çакнах çирĕплетет.

Эппин, эпир ку енĕпе те ытти районсенчен телейлĕрех.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика