10 февраля 2005 г.
Историллĕ справка. 1929 çулта Кашмашра, 1931 çулта Хуракасси выççăлккисемпе пĕрле «Свобода» хуçалăха çул пама пуçланă. 1935 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне колхозра 167 уйрăм çын хуçалăхĕ пулнă, колхоз ферминче 315 сысна тытнă. Çапла вара паян ăратлă сысна ĕрчетессипе специализациленекен «Свобода» завод хăйĕн аталанăвĕн малтанхи утăмĕсенченех сыснасем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Паян хуçалăхра сыснасен хисепĕ 1700 пуçа яхăн.
Хальхи «Свобода» хуçалăх 50 çул ытларах каяла Кашмашпа Хуракасси выççăлккинчи, Йÿтĕркассинчи, Çатракассинчи тата Çĕньял Хуракассинчи пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе йĕркеленнĕ. Йĕркеленнĕ те аталану çулĕпе çирĕппĕн малалла кайнă. Ку хуçалăхра паян ăратлă сысна ĕрчетнипе пĕрлех тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен, çĕр улмин элитăллă вăрлăхне туса илессипе, мăйракаллă шултра выльăхсен ăрачĕсемпе специализациленеççĕ, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ. Хуçалăх пĕтĕмпе 2509 гектар çĕр çинче (вĕсенчен 2171 гектарĕ сухаламалли çĕрсем, 144 гектарĕ улăхсем, 195 гектарĕ çарансем, 139 гектар ытла вăрмансем) 5 ферма тытать: икĕ сĕт фермипе икĕ сысна ферми, мăйракаллă шултра выльăх самăртакан ферма, конюшня. Çак пурлăхпа тата пуянлăхпа усă курса Кашмашсемпе Çатракассисем, Хуракасси выççăлккисемпе Çĕньял хуракассисем, Йÿтĕркассисем 2004 çулта пурĕ 29182 пин тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. Çав шутран 19467 пин тенкине обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕ панă.
- Уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене пĕрне тепринчен уйăрмастпăр. Аталану çулĕ пĕрлĕхре. Пирĕн ĕçе чылайăшĕ мухтаççĕ пулин те, хамăрăн çитменлĕхсене эпир куратпăр, вĕсене ыттисенчен пытарас шухăш та çук. Урăхла епле-ха, тăван хуçалăх-çке, ăна упраса хăвармалла. Йывăрлăхсем пулнă, пур, пулĕç те – вĕсене çанă тавăрса ĕçлесен çеç çĕнме пулĕ, - терĕ выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен çулталăкри ĕçне тишкерсе ирттернĕ канашлура хуçалăх ертÿçи Кронид Ефимович Сретинский. – Выльăх патĕнче ĕçлесе ĕç укçи илсе пĕтерейменнисен ыйтăвне те çывăх вăхăтрах татса парăпăр.
Хуçалăх ертÿçи каланисене конкретлă кăтартусемпе хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Э. Замятина, тĕп выльăх тухтăрĕ Э. Любимова, тĕп экономисчĕ И. Алексеева производство çывăхнерех илсе пырĕç. Вĕсенчен кашниех выльăх пăхакансене перекетлĕхпе ĕç дисциплини, яваплăх, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани çине ытларах пăхма чĕнсе каларĕç, çавăн чухне çеç аталанушăн пит хĕретмелле пулмасса пĕлтерчĕç.
- Ку таранчченхи тĕреке упраса хăварсан, саланас-пĕтес çултан пăрăнсан, хамăр ачамăрсемпе мăнукăмăрсен малашлăхне шанчăклă никĕс хывса хăварăпăр, - терĕç вĕсем пухăва пухăннисемпе 2005 çулхи ĕç кăтартăвĕсене 2003 çулхинчен кая тумалла мар тĕллев йышăнса. – 2004 çулхи тăрăшуллă ĕçшĕн кашнинех пысăк тав, мĕн туса çитереймен – тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвар та мал туртăм вăйне пĕтерер мар.
Тухса калаçакансем тата залра ларакансем каланинчен иртнĕ çул выльăх апачĕн пахалăхĕ начартарах пулни, çавна пула производство пĕр утăм каялла утăмлани канашлу витĕр хĕрлĕ йĕрпе иртрĕ. Хуçалăх паянах çитес çур акине, хыççăнхи ĕçсене тĕплĕ хатĕрленни пĕлтĕрхи çитменлĕхсем кăçал пулмасса шантарать.
- Техники пур, çуккине туянăпăр, кашни ĕçлекен шутра. Производствăна малалла аталантарса продукци сутса налуксене вăхăтра тÿлесе пурнăçа йĕркелесе пымалла, выльăха ăнăçлă ĕрчетме апат пахалăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрăпăр, - терĕ малашлăх планĕсене палăртнă май К. Сретинский. – Производство пулсан, пурнăç авăрне путмăпăр, çĕнĕлĕхсене алла илсе малаллах кайăпăр.
Епле ĕçленĕ-ха выльăх-чĕрлĕх отраслĕ иртнĕ çул? Выльăх йышĕ çулталăк каяллахи шайра майлах юлнă. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне фермăсенче 811 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутра 291 сумалли ĕне, 1684 пуç сысна, 64 пуç лаша пулнă. Вĕсене пурĕ 108 çын пăхать. Хуçалăхра зооветспециалистсем çителĕклĕ, выльăх пăхакансем те çителĕксĕр теес килмест. Пĕрлехи тăрăшулăхпа вĕсем 2004 çулта 1393 тонна сĕт, 368 тонна аш-какай тунă, 298 пăру, 4649 сысна çури тата 14 тиха илнĕ. Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Эльвира Фадеевна Замятина ĕнентернĕ тăрăх 2005 çулта пĕлтĕрхинчен ăнăçлăрах ĕçлеме пур майсем те çителĕклĕ. Плансене палăртнине тата аталанма база çирĕпине кура ĕçлемелле те ĕçлемелле кăна.
Пĕлтĕр «Свобода» хуçалăхра 6 уйăхчченхи пăрусем талăкра вăтамран 721 грамм, самăртма хупнă сыснасем 469 грамм ÿт хушнă. Фермăсем тăрăх илсен, сĕт сăвассипе Ю. Петровский ертсе пыракан сĕт ферми ăнăçлăрах ĕленĕ. Кунти 4 доярка пурĕ 490 тонна сĕт сума пултарнă, пĕр ĕне пуçне вăтамран – 5268 килограмм. 6 уйăхчченхи пăрусем талăкра 643 грамм ÿт хушнă. Фермăра та, хуçалăхра анчах мар, районта та малтисен ретĕнчи Т. Петровская доярка пĕр ĕне пуçне вăтамран 5638 килограмм сĕт суни хуçалăхра тупăшлăрах ĕçлеме резервсем пуррине кăтартать. Кунти М. Майорова (5355 кг), Е. Кириллова (4943 кг), М. Петрова (4315 кг) дояркăсем те мĕн тунипе çеç лăпланса лармаççĕ.
В. Смирнов ертсе пыракан иккĕмĕш сĕт ферминче сумалли ĕнесем 198 пуç. Вĕсене 9 доярка сăвать. Пĕлтĕр вĕсенчен кашниех пĕр ĕнерен 4 пин килограмм ытла сĕт сунă. Чи пысăк кăтартусем вара Т. Обжелянскаян (5108 кг), Л. Смирнован (5045 кг), Т. Конузинан (4624 кг).
Йÿтĕркассинчи мăйракаллă шултра выльăхсем самăртмалли фермăри В. Дедов, Г. Белов, Л. Кольцова кăтартăвĕсем (талăкри вăтам ÿт хушаслăх 1015 грамм) районшăн та, республикăшăн та пысăк тĕслĕх.
Ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕлекен «Свобода» кооператив-завод вуншар çул хушши ĕнтĕ сысна ĕрчетессипе специализациленет. Хуçалăхра ку тĕлĕшпе 2 ферма ĕçлет. И. Демьянов ертсе пыракан Кашмаш сысна ферминче пĕлтĕр 3346 çура илнĕ, самăртма хупнă сыснасен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 483 грамм пулнă. Çура илессипе те (532 çура), ÿт хуштарассипе те (549 грамм) Г. Суриков ушкăнĕсем тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çурасем илессипе Л. Смирнова, Е. Тихомирова, О. Петрова (462-450), сыснасем самăртассипе А. Белов, С. Мастеров, Н. Мастерова (500 грамм) та лайăхпа палăраççĕ. Л. Сурикова ертсе пыракан 2-мĕш сысна ферминче вăй хуракан Е. Донсковапа (526 çура илнĕ) С. Цветкова (465) тата сыснасем самăртакан М. Скворцовапа Г. Яковлева (талăкри вăтам ÿт хушаслăх 468 грамм) ĕç кăтартăвĕсем те малашлăха шантараççĕ.
Ĕçлекен укçа-тенкĕ те шутлайрать. Иртнĕ çул сĕт фермисем хуçалăха 2313 пин тенкĕ тупăш панă. Хуçалăх экономисчĕн И. Алексееван шучĕпе ĕне фермисем хăйсене хăйсем тытса тăрайраççĕ. Çапла вара обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетни Кашмашсемпе Çатракассисене ытти хуçалăхсенчи пек тăкака лармасть. Укçа-тенкĕ çинчен сăмах пуçарнă май конкретлăрах çакна каламалла. Пĕр ĕне тытса тăма иртнĕ çул 15 пин тенкĕ укçа, 1 центнер сĕт сума 1,2 центнер апат единици кайнă. Пĕр центнер апат единицин хакĕ 95,7 тенкĕпе танлашать. Апат расхучĕ пахалăхран килнине те кунта пурте ăнланаççĕ, малашлăх планĕсене çакăн витĕр пăхаççĕ. Иртнĕ çул пĕр ĕне 17,4 пин тенкĕ тупăш панă. Хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх ашне 118 тонна туса илнĕ, хăйхаклăх 3286 тенкĕпе танлашнă.
Экономика виçевне сысна фермисем çине куçарсан вĕсем 2004 çулта хуçалăха 2600 пин тенкĕ тупăш пани, пĕр центнер сысна какайĕн суту хакĕ 3010 тенкĕне ларни, çав аша туса илме 7,6 центнер апат единици кайни, пĕр сысна вăтамран 4408 тенкĕпе сутăнни курăнать. Çапла вара сысна ĕрчетни те хуçалăха тăкак кÿмен.
Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи кунне 80 тенкĕ пулнă пулсан, сысна пăхакансен вăл 92 тенкĕпе танлашнă.
Хуçалăхри выльăх пăхакансем хушшинчи ăмăрту положенийĕпе унти условисене тивĕçтернисем вуншар килограмм сысна çури тÿлевсĕр илме пултарчĕç. Кунсăр пуçне малтуртăмлă ферма коллективĕсем укçан премисене те тивĕçрĕç. Çакнашкал тимлĕх фермăсенче ĕç культурине ÿстерме пулăшасса та шанас килет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"