05 февраля 2005 г.
Шăпах çак ятпа ирттерме палăртнă хамăр районти учительсемпе библиотекарьсен, таврапĕлÿçĕсен, халăх ал ĕç промыслин ăстисен наукăпа практика конференци-конкурсне. Ăна ялти наука тĕлĕшĕнчен пултаруллă çынсене тупса палăртас, çамрăксене патриотла воспитани парассинче ялти культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсен рольне ÿстерес, пултаруллă таврапĕлÿçĕсене тата халăх культурин ĕçченĕсене хавхалантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Конкурса Санкт-Петербургри Патшалăх инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕ «Гуманитари наукисен чăваш патшалăх институчĕ» патшалăх наука учрежденийĕ, район администрацийĕ, районти «Çĕрнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ тата Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул йĕркелесе ирттерет.
Асăннă конкурса кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ: миçе çултине, ăçта ĕçленине пăхмасăр.
Конкурса ĕçсене кăçалхи мартăн 1-мĕшĕччен Калайкасси шкулне тăратмалла. Йĕркелÿ комитечĕ шăпах унта. Конференци-конкурс мартăн 17-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнче иртет. Асăннă мероприятире авторсем докладсене вулаççĕ, художествăпа пултарулăх выставкине йĕркелеççĕ.
Конкурс çĕнтерÿçине дипломпа укçан преми парса хавхалантараççĕ: 1 вырăншăн- 5 пин тенкĕ, 2 вырăншăн 2 пин тенкĕ, 3 вырăншăн – 2 пин тенкĕ. Мероприятин спонсорĕсем çавăн пекех уйрăм номинаци çĕнтерÿçĕсем валли уйрăм парнесем, грамотăсем хатĕрлеççĕ.
Мĕнле ĕçсем тăратмалла-ха конкурса; Художествăлла ĕçсене (йывăç çинче касса ăсталани, тĕрĕсем) вĕсем çинчен çырса кăтартнисемпе (хрен) тăратмалла. Текста чăвашла, вырăсла е акăлчан чĕлхипе çырмалла. Темăна вара автор хăй суйласа илет. Вĕсем вара çаксем пулма пултараççĕ: историпе краеведени, тăван культура, çут çанталăкпа экологи.
Текст ĕçĕсене наука ĕçĕсен структурине çырмалла. Ятсене панинче (оглавление) пайсен ячĕсене тата вĕсем хăш страницăсенче пулнине палăртмалла. Умсăмахра вара хăвăр суйласа илнĕ ĕçĕн теми, тĕллевĕ, содержанийĕ пирки кĕскен ăнланмалла каласа кăтартмалла. Ĕçĕн тĕп пайĕ суйласа илнĕ темăна çутатмалла. эсир тунă результатсем пирки пулмалла. Хыççăн каланинче вара автор тунă пĕтĕмлетÿ шухăш, практикăлла сĕнÿсем, хушма ĕçсем (таблицăсем, графиксем, сăн ÿкерчĕксем) пулмалла. Текстсене машинăпа çаптармалла, мĕнле литературăпа усă курнине кăтартакан ссылкăсене тÿрех кăтартса пымалла. Ĕçсем А4 форматпа иккĕлле интервалпа машинкăпа çаптарнă 25 страницăран ытла пулмалла мар). Таблицăсемпе графиксем, сăн ÿкерчĕксем пĕтĕм ĕçĕн çурринчен ытла пулмалла мар.
Ĕçсене икĕ экземплярпа хатĕрлемелле, электронлă вариантсене дискетăпа тăратмалла. Уйрăм хут çинче конкурса хутшăнаканăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, çуралнă çулĕ, почта адресĕ, килти тата ĕçри телефон (паспорт даннăйĕсем) çырса кăтартмалла тата хăш конкурссенче хутшăннине, мĕн ятлă ĕçсем тăратнине палăртмалла.
Тата çакна каласа хăварасшăн. Ĕçсем çакăнта çырса кăтартнă требованисемпе тÿр килмеççĕ пулсан, комисси вĕсене пăхса тухмасть. Каялла та тавăрса памаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"