05 февраля 2005 г.
2004- мĕш çул хыçра ĕнтĕ. Çул çинче кăçал инкексем ан пулччăр тесен шăпах иртнĕ çулхи лару-тăрăва куç умне кăларса пăхмалла пек. Пĕтĕмпе 2004 çулта çул çинче 71 инкек пулчĕ. Ку вăл виçĕмçулхинчен (62) 14,5 процент нумайрах. Çав аварисенче 27 (15) çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, 93ĕн (84ăн) сусăрăнчĕç.
Шел пулин те, инкексенче ачасене вилнĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Кăçал 6 (9) инкек çул çинче ачасем хутшăннипе пулнă. Вĕсенче пĕр (3) ача ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕç, 9ăн (8ăн) аманчĕç.
Çакна та уйрăммăн палăртмалла. Инкексенчен çурри ытла Мускав-Хусан çул çинче пулнă: 36 (27). Район территорийĕнчи çулсем çинче пулнă инкексен шучĕ вара 35 (35).
Иртнĕ çул ÿсĕр водительсен айăпĕпе пулнă инкексен йышĕ чакни палăрать: виçĕмçул 17,7 процент чухлĕ пулнă пулсан, пĕлтĕр – 9,8 процент.
Пурĕ иртнĕ çул административлă майпа йĕркене пăсни çинчен 1868 протокол çырнă (виçĕм çул – 1523). Руль умне ÿсĕр ларнăшăн виçĕм çул 66 çынна явап тыттарнă пулсан, пĕлтĕр – 73 çынна.
Кăçал лару-тăру мĕнле пуласси çул çинче çÿрекенсенчен килет: водительсенчен те, çуран çÿрекенсенчен те. Çул-йĕр правилисенет пăхăнасчĕ. Вара йăлтах йĕркеллĕ пулĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"