Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын çуралсан ăру пуять.

05 февраля 2005 г.

 

Ача çуратмалли çуртран амăшĕ пĕчĕк ачапа киле таврăнни çемьере пуриншĕн те пысăк савăнăç. Хĕрарăм тăхăр уйăх тулли çÿренĕ  вăхăт, çăмăлланнă вăхăтри йывăрлăхсем кайра ĕнтĕ - тинех килте, пепкепе. Савăнăçĕ вара йывăрлăхпа юнашар иккен.

Итлесе пăхар-ха тин çеç ача çуратса киле таврăннă ача амăшĕсене.

Галина, 26 çулта. Мăшăрĕпе вĕсен хытă кĕтнĕ пĕрремĕш ача. "Ача çуратмалли уйрăмран киле 11 сехете çитрĕмĕр, мăшăр ĕçе кайрĕ. Вăл каçпа ĕçрен таврăниччен пирĕн çумалли кипкесем нумайланчĕç, ача та канăçсăрланса час-часах макăрчĕ, киле таврăннăранпа ача кăвапи те йĕпеннĕ пек туйăнма пуçларĕ.  Хамăн вара ларса çиме те вăхăт пулмарĕ, аптранипе макăрса та пăхрăм".

Эльвира, 32 çулта. Вăл кирпĕч завочĕ çумĕнчи урамра пурăнать. "Манăн иккĕмĕш ача. Асли - 12 çулта. Ăна çуратсан мана яла хуняма патне илсе кайрĕç. Хуняма пулăшăвĕ, сĕнĕвĕсем, вĕрентсе тăни ун чухне питĕ вырăнлă пулнă иккен.

Иккĕмĕш ача пулин те, эпĕ киле таврăнсан шалт! аптраса ÿкрĕм, киле таврăннă 2 талăк хушшинче кăкăр сĕчĕ те чакнă пек туйăнчĕ".

Нумай чухне çамрăк ача амăшĕсем пĕчĕк пепке çумĕнче хăйсене иккĕленсе, хăрарах тыткалани пулать. Пĕчĕк ачана мĕнле пăхмалла, мĕнле кун йĕркипе çитермелле, мĕн тăхăнтартсан лайăх, мĕнле чăркамалла, епле шыва кĕртмелле;.. Мĕн тĕрлĕ ыйту çаврăнмасть-ши пуçра кунĕпе ача çумĕнче; Тин çуралнă ачана ача-пăча тухтăрĕпе патронажри медицина сестри пырса пăхсан, сĕнÿсем парса вĕрентсе хăварсан çеç кăштах лăпланма пуçалаççĕ  ача амăшĕсем.

Халĕ Эльвирăн иккĕмĕш ачи чылай çитĕннĕ, хăй тĕллĕн ларать, шăлĕсем те шăтнă.  Малтанхи уйăхри йывăрлăхсене кулса аса илет Эльвира, çав хушăрах тин çеç ача çуратмалли уйрăмран тухнă Галинăна шеллесе илет. "Юрать Татьяна Владимировна пур пирĕн", - тет вăл ачине лăпкаса. - Унăн пирĕн пата килмелли кунсене эпĕ, ачам пысăкланнă пулсан та, чÿречерен куç илми кĕтетĕп", - хуравлать Эльвира.

Кама çапла хытă кĕтет-ха ача амăшĕ? Татьяна Владимировна Яковлева пирĕн Муркашри тĕп больницăра, ача-пăча консультанцинче патронажри медицина сестри пулса ĕçлет. Шупашкарти медицина училищине  ăнăçлă вĕренсе тухсан, диплом алла илсен çав çулах ĕçлеме пултараймарĕ Таня, ун чухне вăл хăй çап-çамрăк ача амăшĕччĕ çав. Çире пур чухнех ача амăшĕ пулма хăытă хатĕрленчĕ çамрăк хĕрарăм: ятарлă кĕнекесем нумай вуларĕ, пĕлÿ пухрĕ. Ача çулталăк тултарсан, 2000 çулта, Муркашри тĕп больницăна ĕçе вырнаçрĕ. Ăна ача-пăча консультацине патронажри медицина сестри пулма уйăрчĕç.  Хăраса ÿкмерĕ çамрăк специалист йывăр ĕçрен, кĕске вăхăтра ача амăшĕсем хушшинче пысăк авторитет çĕнсе илчĕ, кашни килте кĕтсе тăракан çын пулса тăчĕ.

Чăн та, çав тери сăпайлă, ăшă кăмăллă, ăшă кулăллă çамрăк медсестрана Муркаш урамĕсемпе иртсе пынă чух час-часах курма пулать. Тулта ăшă е сивĕ, çумăр е тăман - çанталăка пăхса тăмаççĕ патронажри медицина сестрисем, кашни ача патне çитме васкаççĕ. Паянхи куна илсен, çулталăк тултарман ачасем Муркаш салинче 54 ача, вĕсем хушшинче тин çеç ача çуратмалли çуртран тухнисен йышĕ нумай, кашни киле çитмелле, çĕр ыйту çине хуравламалла. Пăшăрханаканне - лăплантармалла, пĕлменнине - вĕрентмелле... Пурин валли те витĕмлĕ, кирлĕ канаш тупать Татьяна Владимировна.  Çемьесем те, ача амăшĕсем те, ачи-пăчи те тĕрлĕрен пулать - çамрăк медсестра çеç пурне те юрама пĕлет. Хăш чухне эрех-сăрапа иртĕхекен çемьере хытăрах асăрхаттарса хăварни те кирлĕ.

Нумаях пулмасть унпа пĕрле патронаж сестри пулса Елена Николаевна Григорьева ĕçлеме пуçларĕ. Çав тери килĕштерсе, хăйсен ĕçне юратса ĕçлеççĕ вĕсем Татьяна Владимировнапа. "Таня çамрăк пулин те, ĕçе юратса, тăрăшса туса пырать. Ун пек нумай пĕлекен, уçăмлă медсестра çумĕнче мана ĕçе хăнăхма çăмăл пулчĕ", - каласа парать Елена Николаевна.

Муркаш, Çĕньял, Шаптак ялĕнчи ачасене пăхса тăраççĕ çак икĕ медсестра. Ача-пăча сывлăхлă пултăр тесе вăй хураççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ, прививкăсем вăхăтра туса пыраççĕ. Çумăр е юр айне лексе йĕпенни те, пылчăк çăрса утни те, ăшша-сивве чăтни тн хăратмасть çак икĕ медсестрана: ĕçе юратса тусан йывăрлăх та куçа курăнмасть. Вĕсен ĕçĕ пархатарлă, хисеплеççĕ вĕсене ача амăшĕсем. Хисепне вара вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, ачасене юратнипе пухаççĕ.

Татьяна Владимировнапа Елена Николаевнана хĕрарăмсен консультацийĕнче те час-часах курма пулать. Пирĕнпе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ вĕсем.

Чăтăмлăх сире çак пархатарлă ĕçре, Татьяна Владимировна тата Елена Николаевна. Патронаж медсестрисем хăвăр та сывлăхлă пулăр. Пур ача амăшĕсенчен сире тайма пуç, тавтапуç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика