Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп чирĕнчен асăрханăр

02 февраля 2005 г.

 

Январь уйăхĕ те вĕçленчĕ. Çĕнĕ çулăн пĕр уйăхĕ сисмесĕрех иртсе кайрĕ. Юлашки кунсенче ытти çĕрти пекех пирĕн районта та грипп чирĕ пуçне çĕклеме пуçларĕ.

Сывă çын нимĕнле чир-чĕре те тÿрех парăнмасть. Спортпа туслă пулни, йĕлтĕрпе ярăнни, уçă сывлăшра ытларах пулни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни ку тĕлĕшпе уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах, шел пулин те, çакна пурте лайăх пĕлсе тăраççĕ, çапах та, пурнăçлама тăрăшмаççĕ.

Иммунитет (тĕрлĕ чирсемпе кĕрешеслĕх) вăйсăрланнă çынсем çумне вара нумай чирсем çыпçăнаççĕ. Уйрăмах - инфекци чирĕсем.

Хĕллехи тапхăрта çынсем вируслă инфекцисемпе ытларах чирлеççĕ. Вĕсен шутне ОРЗ, ОРВИ, грипп чирĕсем кĕреççĕ. Кирек епле чир те организма хавшатать, вăй-хала чакарать. Грипп чирĕ вара уйрăмах хăрушă. Эпидеми вăхăтĕнче вăл хăвăрт сарăлать, нумай çынна ураран ÿкерет. Йывăр чухне çынсем гриппа чирлесе вилме те пултараççĕ. Юн тымарĕсемпе сывлав органĕсен чирĕпе чирлекенсемшĕн грипп уйрăмах хăрушă. Унпа йывăр чирлени çыннăн иммунитетне чакарнă пирки унччен аптратнă, вăраха пыракан чирсем тепĕр хут вăй илсе аталанаççĕ. Вĕсен шутне ревматизм, ÿпке шыççи (пневмония), бронхит, отит (хăлха шыççи) т. ыт. чирсене те кĕртме пулать. Тепĕр чух грипп чирĕ чĕре мышцисене те шыçтарма пултарать.

Хальлĕхе районта грипп анлăн сарăлнă теме çук-ха. Грипп евĕрлĕ вируслă инфекцисем (ОРЗ, ОРВИ) унран нумай уйрăлса тăмаççĕ. Анчах вĕсем кăштах çăмăлтарах иртеççĕ.

Грипп чирĕ вара кĕтмен çĕртен, хăвăрт пуçланать. Чирлĕ çынна шăнтса пăрахать, мышцăсем, шăмăсен сыпписем ыратаççĕ, ÿт температури хăвăрт ÿсет, вăл 40 градуса та çитме пултарать.

Чирлĕ çыннăн вăйĕ чакать, ăна сывлама йывăр, ÿслĕк питĕ аптратать, пыр ыратать, сасă çĕтсе ларма пултарать. Çавăн пекех пуç кашлать, çамка тĕлĕнче ытларах ыратать, куççуль юхать.

Гриппа чирлесе ÿксен çыннăн мĕн тумалла-ха; Çак тапхăрта халăх пухăннă вырăнсене тухмалла мар, сывă çынсем хушшинче сахалтарах пулмалла, ĕçе каймалла мар, выртмалла.

Чирлĕ ачасене те садике, шкула ямалла мар. Ача чирлине сиссен ун пирки тÿрех ашшĕ-амăшне пĕлтермелле, ачасене киле ямалла. Çитĕннисен те, ачасен те килтех сипленмелле. Киле фельдшера е врача чĕнмелле, вĕсем хушнине çирĕп пурнăçламалла.

Чирлĕ çын сунасланă, калаçнă е ÿсĕрнĕ чухне грипп вирусĕсем сывлăшра сарăлаççĕ, ытти çынсене те ереççĕ. Чир çавăн пекех çывăрмалли вырăн, алшăлли, чашăк-тирĕк, вылямалли теттесем, ытти япаласем урлă та ерет. Çавăнпа та чирлĕ çынна уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла е кровате чаршавпа (ширмăпа) картламалла. Гигиена япалисем кашнин уйрăм пулмалла, чирлĕ çын усă курнă япаласене дезинфекцилемелле, вĕретмелле. Сывă çыннăн чирлĕ çынна пăхнă чух тутине марльăран, çĕленĕ маскăпа хупламалла, пÿлĕме уçăлтарсах тăмалла.

Вăхăтра сипленсен грипп чирĕ 5-7 кунран иртет. Йывăр чирлесен, ун çумне ытти чирсем хушăнсан, çынна больницăна вырттараççĕ.

Грипран асăрханас тесен мĕн тумалла-ха; Чир анлăн сарăлнă тапхăрта халăх йышлă пухăннă вырăнсене, тĕрлĕ мероприятисене сахалтарах тухмалла. Çак тапхăрта тĕрлĕ витаминсемпе  пуян апат-çимĕç, ыхра, сухан, лимон, панулми, груша, купăста, шăлан çырли, поливитаминсем çини нумай пулăшать.

Ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, уçă сывлăшра ытларах пулмалла. Ачасене те кунне 4 сехетрен кая мар уçăлтармалла.

Чир паллисене сиссен тÿрех ремантадин, арбидол, интерферон препаратсемпе усă курмалла. Сăмсана оксолин мазьне сĕрни лайăх. Çакна та палăртса хăварас килет. Грипран асăрханма прививка туни те лайăх пулăшать. Кăçал шкул ачисене 60 процентне ытла, çитĕннисен 14 процентне грипран прививка тунă. Гриппол вакцинăпа укол тума - 100 тенкĕ, тепĕр тĕсли - сăмсана тумлатмалли - 50 тенкĕ тăраççĕ, иккĕшĕ те лайăх пулăшаççĕ.

Юлашки вăхăтра хăш-пĕр предприятисемпе учрежденире гриппа массăллăн чирленине асăрхама пулать. Кун пек чухне, паллах, ĕç тухăçлăхĕ чакать. Çавăнпа та ертÿçĕсен çынсене прививка тутарасси пирки шутламалла. Çакă предприятишĕн пысăк тăкак мар. Темиçе çын пĕр харăс ĕçлеменни татах та ытларах тăкак парать. Хальлĕхе Муркашри чăх-чĕп фабрики кăна хăйсен рабочийĕсене грипран прививка тутарнă.

Хăйне упракан, асăрханса пурăнакан, çирĕп сывлăхлă çын гриппа чирлемесен те пултарать.  Чирлесен те хăвăрт сывалать. Çакна асра тытар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика