Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти мухтавлă почтальонка

02 февраля 2005 г.

 

Çын ĕçпе илемлĕ тенине пурнăçри пĕр ÿкерчĕкпе кăтартса парам. Çавна валли сăлтавĕ те пур: нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Нискасси ялĕн почтальонкин Мария Васильевна Никитинан килĕнче хастар хĕрарăм 50 çул тултарнине паллă тума хăна-вĕрле пуçтарăнĕ. Вулаканăн ыйту çуралчĕ-тăр: мĕнпе палăрнă е палăрать М.Никитина;

Мария ялти ытти  çĕршер ача пекех ачаран ĕçе юратса ÿснĕ, ял çыннисен пурнăç пĕлтерĕшне ăша хывнă. 1972 çулта Нискассинчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн пурнăç çулĕ çине тухнă хĕр 1976 çулччен Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче çип арлакан цехра вăй хурать. Çав çулхине амăшĕн сывлăхĕ хавшанипе яла таврăнать, "Сеятель" хуçалăхра уй-хир бригадинче тата стройкăра ĕçлет, тăван ен аталанăвне пысăк тÿпе хывать.

Каламалла, вăл çулсенче Нискасси-Ярославка таврашĕнче строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă пулнă. Çак юхăмран юлмасăр ĕçчен хĕр ĕне тата сысна фермисене, 50 хваттерлĕ çурта тунă çĕре хастар хутшăнать. Кулленхи мирлĕ ĕçре (строитель ĕçĕ - мирлĕ ĕç, теççĕ) пулса иртнĕ паллашу кĕçех çемьене çаврăнать. Çемье çемьепе те, анчах Марийăн ĕç юратăвĕ сÿнмест.

Мария хăйсен урамĕнчех пурăннă почтальонкăна отпусксем вăхăтĕнче е ытти чух тăтăшах пулăшу парать. Çакă унăн пурнăçĕнче çĕнĕ ĕç юратăвĕ пуçарать: почтальонка тивĕçлĕ канăва кайсан, Мария унăн ĕçне малалла тăсса 1978 çулта почтальонкăра ĕçлеме пуçлать. Унтанпа 27 çул ĕнтĕ вăл пĕр улшăнмасăр ял тăрăх хаçат-журнал, çыру-телеграмма валеçет, кашни киле кĕтнĕ хыпара çитерет.

- Кашни кун миçе çухрăм утнине пĕлетĕн-и; - ыйтатăп Мария Васильевнаран.

- Пĕлетĕп ĕнтĕ. Кашни утăмĕ шутлă, кашниех вулавçăсем патне, - хуравларĕ вăл. - Ялта çĕнĕ урамсем ÿснĕ май куллехни çул çÿрев 25 çухрăмраччĕ. Пĕр вунă çул каялла кăна-ха вăл 20 çухрăм кăначчĕ. Çапла вара ялсем ÿсеççĕ, пурнăç аталанать, почтальон ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те хăпарать.

27 çул хаçат-журнал валеçес ĕçре вăй хуракан М. Никитина почтальонка куçĕ умĕнчех ял çĕнелсе пычĕ. "Малтанхи çулсенче ялта асфальт çул пулман. Çавăнпа йĕпе-сапаллă çанталăкра  хаçат-журнал валеçме питĕ йывăрччĕ: кунĕпе ураран ура иртми пулатчĕ", - аса илет ветеран. Паян вара çулсем пуррине пăхмасăрах почтальонкăн ĕçĕ анлăланчĕ: хаçат-журналпа пĕрлех вулавçăсене хăш-пĕр таварпа та тивĕçтермелле, сутса укçа тумалла.

Хăй ĕçне чунĕпе парăннă Мария Васильевна ял çыннисене хаçат-журнал çырăнтарассипе те лайăх ĕçлет, конвертсемпе открыткăсем, хаçатсем сутассипе те палăртнă плансене яланах пурнăçлать. Ĕçне кура хисепĕ. Ăна Чăваш Республикин почтамчĕ дипломпа, районти çыхăну узелĕпе "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакцийĕ, Ярославкăри çыхăну уйрăмĕ Хисеп грамотисемпе, ял çыннисем ăшă сăмахпа чысланă, хастарлăхĕшĕн районти çыхăну  узелĕ "Кодак" фотоаппарат парнеленĕ. Çак парнепе почтальонка яланах усă курать, ял çыннисене сăн ÿкерчĕксем туса парать. Çакăнпа пĕрлех Мария Васильевна ял çыннисене пенсипе, ача-пăча пособийĕпе, тĕрлĕ куçарупа (переводпа) килекен укçа-тенкĕпе тивĕçтерет.

Юлашки çулсенче М. Никитина почтальонка ял çыннисене 27 тĕрлĕ экземпляр хаçат, професси енĕпе тухса тăракан 30 тĕрлĕ журнал çырăнтарать. Çырăнтарать те киле çитерет.

Почтальон кашни килте куллен кĕтнĕ хăна пулнине шута илсе Мария Васильевна Никитинана юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа ăнăçу сунатăп. Почтальон сумкин йывăрăшĕ ан чактăр, çÿрес çулĕсем вара такăр пулччăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика