02 февраля 2005 г.
Малашлăхпа пурăнакан хăйне кирлĕ специалистсем пирки, вĕсен пĕлĕвне тивĕçлĕ шайра тытса пырасси çинчен ларсах шутлать: пур ыйтăва та кадрсем татса параççĕ-çке. Районти ял хуçалăх отрасльĕнче çак ĕç епле шайра-ха; Ку ыйту çинетулли хурав тупма район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертсе пыракан специалистне Наталья Константиновна Смирнована калаçăва чĕнтĕмĕр. Сăмах май, хаçат хăни Чăваш Республикин Президенчĕн 2005 çулхи стипендиатки. Саламлар эппин ăна.
Ырă сăмахсемшĕн пысăк тав, анчах паянхи калаçăва эпĕ хам çинчен пăрса районти ял хуçалăх отраслĕнчи кадр служби пирки йĕркелем. Тĕрĕсех палăртрăр, пур ыйтăва та вăхăтра та вырăнлă татса парасси, аталану çулне якатасси кадрсенчен килет. Паян вара пирĕн ял хуçалăхне малашлăха ăнтăлакан, çĕнĕлĕхсене хăвăрт алла илсе пурнăçа кĕртекен, аслă ăрăвăн пуçарăвĕсене малалла аталантаракан çамрăк специалистсем кирлĕ.
Паянхи куна районти ял хуçалăх отрасльĕнче ĕçлекенсен хисепĕ 4848 çын. Вĕсенчен 2141 çынĕ - хĕрарăмсем, 194-шĕ - пенсионерсем, 510-шĕ - 30 çула çитмен çамрăксем. Ялд хуçалăхĕнче ĕçлекенсенчен 2331 çынни проффессиллĕ пĕлÿ илнĕ, 215-шĕ - аслă, 878-шĕ ятарлă вăтам, 1238-шĕ пуçламăш пĕлÿллĕ. 17 çын паян куçăмсăр (заочно) тата каçхи формăсемпе вĕренеççĕ. Пĕлтĕр районти ял хуçалăх предприятийĕсене çĕр ĕç пĕлĕвĕ илнĕ вунă çĕнĕ специалист ĕçе вырнаçрĕ. Массăллă професси ĕçченĕсем ял хуçалăхне 152 çын, тĕп тата ытти специалистсем 76 çын кирлине пăхсан, пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç вырăнĕсен ваканисйĕсем пурри куçкĕрет.
Çуккипе çырлахас марри, пурорине тивĕçлĕ шайра тытаси районти ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн ĕçĕн тĕп шăнăрĕ. 2003 çулхи ноябрьтен пуçласа паянччен районти ял хуçалăх предприятийĕсен 258 специалисчĕ квалификаци пĕлĕвне ÿстерчĕç. Вĕсенчен 50-шĕ предприятисенчи экономистсемпе бухгалтерсем, 46-шĕ уй-хир бригадисен бригадирĕсемпе агрономсем, 37-шĕ инженерсем, 80-шĕ зоотехниксемпе ветврачсем тата техник-осеменаторсем, 7-шĕ кадрсемпе ĕçлекен специалистсем, 6-шĕ ертÿçĕсем ( 2 ертÿçĕ "Менеджмент" программăпа прлфесси хатĕрленĕвĕ витĕр тухрĕç), 32-шĕ ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техникин специалисчĕсем.
Республикăра промышленность комплексĕ валли специалистсем тĕллевлĕ хатĕрлессипе 5 çул ĕнтĕ ятарлă программа ĕçлет. Пирĕн район та унта активлă хутшăнать: 2004 çулта пирĕн направление илнĕ 20 çамрăкран 10-шĕ вĕренме кĕчĕ. 2003 çулта 22 рен 16ăн кĕнĕччĕ. Паянхи куна илсен, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăмлă тата куçăмсăр формăсемпе пирĕн районтан 182 студент, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче 19, яшпа хĕр Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа 2 çамрăк, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче куçăмлă майпа 8 çын вĕренеççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсене аслă е ятарлă пĕлÿ илнĕ çамрăк специалистсене ĕçе илсе вĕсене тивĕçлĕ условисем туса парасси тата хавхалантарасси республика тĕллевĕ. Çакăнта ЧР Президенчĕ Н. Федоров 30 çул тултарман çамрăк специалистсене пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн стипендисем панине те ырăпа палăртмалла. Çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма çăмăллатнă кредит пама пуçлани те ялта пысăк квалификациллĕ специалистсене тытса хăварма пулăшасса шанатăп. Халĕ каланине цифрăсемпе çирĕплетем. Пĕлтĕр районти ял хуçалăхĕнче ĕçлекен 4 çамрăк ("Передовик" хуçалăхри ĕне сăвакан Олеся Пушкина, "Сундырский" хуçалăхран районти тата республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕнче палăрнă Александр Морозов механизатор, ""Герой" хуçалăхри ĕçне сăвакан Ольга Гаврилова, "Восток" хуçалăхăн тĕп агрономĕ Татьяна Романова) Президент стипендиачĕсем пулнăччĕ пулсан кăçал çак йыш 6-на çитрĕ: "Сундырский" хуçалăх механизаторĕ Сергей Адамов, "Свобода" хуçалăхри выльăх пăхакан Андрей Белов, Ленин яч. хис. хуçалăх водителĕ Сергей Гаврилов, "Сундырский" хуçалăх водителĕ Эдуард Грачев, Ильич яч. хис хуçалăх бухгалтерĕ Людмила Михайловна тата эпĕ.
Кадрсемпе ĕçлесси кăткăс ĕç. Çпавăнпа та юлашки 2 çулта районти архив службине, пенси фончĕпе çар комиссариачĕн, ытти ведомствăсен представителĕсемпе тăтăшах семинар-канашлусем ирттерсе çĕнĕлĕхсене вĕренсе пырассине пурнăçа кĕртрĕмĕр. Çав тĕл пулупра вĕренÿсенче ĕçре тăтăшах тĕл пулакан йăнăшсене палăртса вĕсене пĕтермелли çулсене уçатпăр, вăл е ку документсене йĕркелессине тишкеретпĕр, РФ Ĕç Кодексне вĕренетпĕр, ĕç коллективĕсене тухса малта пыракан опытпа паллаштаратпăр. Юлашки çакнашкал вĕренÿ-паллашу пĕлтĕрхи декабрĕн 23-мĕшĕнче "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикине тухса иртрĕ. Кунта кадрсемпе ĕçлекен специалист Н. Константинова хăйĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Çулталăк каялла ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ архив службипе хуçалăхсене тухса ĕç производстви епле пынине тĕрĕслеме пуçларĕ. Çак тĕрĕслевсем кăçал малалла пулĕç. Кадрсемпе ĕçлессинчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма вырăнсене тухассине, ку енпе кÿршĕ районсен ĕçĕпе паллашассине те кăçалхи ĕç планне кĕртрĕмĕр.
Çĕнĕ çул пуçланчĕ. Умри йывăрлăхсене курса тăрса вĕсем умĕнче алă усас мар тесен пĕлÿ ÿстересси çинчен самантлăха та манмалла мар. Акă, çак эрнере Е. Андреев яч. хис. Чкалов яч. хис., "Чемеево", "Хлебороб" хуçалăх ертÿçисемпе "Передовикăн" тĕп экномисчĕ категорисем ÿстерсе аттестаци витĕр тухĕç. Шел пулин те, ытти хуçалăхсем çак курссене хутшăнмарĕç. Хĕл кунĕсем çĕр ĕçченне пĕлÿ ÿстерме меллĕ пулнине шута илсе февральте агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен квалификацине ÿстермелли институтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи кадрсемпе ĕçлекен специалистсен, зоотехниксемпе ферма заведующийĕсен, экономистсемпе агрономсен, çамрăк ертÿçĕсен, хурт-хăмăр ăстисен пĕлĕвĕсене ÿстерекен курссем ĕçлĕç. Çакăнпа хуçалăхсем туллин усă курасса шанатăп. Хальхи вăхăтра кадрмсен политики "Динамо", "Волга", "Тораево", "Хлебороб", Мичурин яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче уксахлать пулсан, пурнăçпа тан пыракан "Ударник", "Свобода", "Оринино", "Сундырский", "Лидер", "Восток", "Герой", "Передовик", Ильич яч. хис. хуçалăхсенче вăл е ку специалист çитменни палăрсах каймасть.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"