02 февраля 2005 г.
Районта çулсеренех художество пултарулăх коллективĕсен смотр-отчече иртет. Унăн тĕллевĕ - халăх йăли-йĕркине упраса ăна малалла аталантарасси, халăх пултарулăхне аталантарса талантсене тупса палăртасси, пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхне ÿстересси т. ыт. те.
Кăçал çак сморт-конкурса 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине халалланă. Вăл малтан тĕрлĕ вырăнсенче иртет, хыççăн пĕтĕмлетсе гала-концерт пулать.
Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче "Янаш" юрăпа ташă халăх ансамблĕ, "Картина" вокалпа инструментсен халăх ансамблĕ тата Шупуç клубĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ* Ярапайкассинчи Культура çуртĕнче Ярапайкассисемпе Сыпайсен коллективĕсем, Чуманкассинче Анаткас Апашри, Якаткассинчи тата Çурлатринчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе савăнтарнă. Ĕнер смотр-конкурс Юнкă тăрăхĕнче иртнĕ.
Культура ĕçченĕсем çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тăрăшулăхпа тимлĕх уйăрни савăнтарать. Вĕсен ăсталăхĕ те çуллен ÿссе, район чапне çĕклесе пытăр.
Смотр-конкурс вара малалла пырать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"