29 января 2005 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи ачасен пурнăçĕ пирки питĕ сахал çырса кăтартнă, ялти ачасем пирки пушшех те. Ун чухне урăх вăхăт пулнă. Ялта пурăнакан, вăрçă çулĕсенчи ялăн нушине тÿссе курнă писательсем çукпа пĕрех темелле. Çакăн пирки Василий Шукшин, Виктор Астафьев çырнăччĕ-ха. Ыттисене вара эпĕ пĕлместĕп.
Эпĕ Муркаш ялĕнче 1934 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланнă вăхăтра 7 çулта пулнă. Ун пирки кăштах халĕ те астăватăп. Пирĕн ял çийĕпе хĕвел анăçнелле тата хĕвел тухăçнелле тăтăшах самолетсем вĕçсе иртетчĕç. Вĕсем хыççăн вăрăм шурă йĕр юлатчĕ. Пĕррехинче, Костинсем патĕнче çĕр улми лартнă чух (Александр Костин бригадир пулнă, вĕсен Валериан ывăлĕ каярахпа шкулта манăн юлташ пулса тăчĕ), самолетсем ушкăнпа хĕвеланăçне вĕçме тытăннине куртăмăр. Эпир, ачасем, паллах, нимĕн те ăнланайман ун чухне. Анчах та аслисене çакă самаях канăçсăрлантарнине асăрханă.
Çав çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче мĕн пулнине питех астумастăп. Ун чухне радио та, нимĕн те пулман. Атте-анне каланипе кăна пирĕн тăвансене Ивана, Александра, Алексее, кÿршĕсене çара илсе кайнине пĕлтĕмĕр. Пирĕн атте, Нил Андреевич Мастеров, 1900 çулта çуралнăскер, колхозра счетоводра ĕçлетчĕ. Вăрçăн малтанхи хĕлĕнче ĕне, вутă пур пирки эпир аптăрасах каймарăмăр. Анчах та атте патне çынсем тырă, пулăшу ыйтма пынине лайăх астăватăп.
Ун чухне пирĕн колхоз "Авангард" ятлă пулнă, унăн правленийĕ хальхи райадминистраци вырăнĕнче 2 хутлă йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. 1942 çулхи çулла пирĕн урамра Милютинсем патĕнче (халĕ Колхозная ятлă) офицерсем пурăнчĕç. Вĕсем мĕн ĕçленине пĕлместĕп, анчах та хĕрарăмсене кил-тĕрĕшре пулăшнине астăватăп.
1942 çулхи кĕркунне эпĕ 1 класа вĕренме кайрăм. Пирĕн шкул пуп çуртĕнче вырнаçнăччĕ, вăл хальхи Перекет банкĕн çуртĕнчен кăшт аяларах ларатччĕ. Пирĕн пĕрремĕш учительница Евдокия Александровна Ермакова пулнă. Унăн тăванĕсем Чапаев урамĕнче халĕ те пур. Ман шутпа, ку шкул революциччен чиркÿпе прихут шкулĕ пулнă, унта пирĕн нумай тăван вĕреннĕ.
1944 çулта Муркаш районне йĕркелесен, ку шкулта райĕçтовком вырнаçнăччĕ, партин райкомĕ кăшт анатрарахчĕ. Халĕ унта чиркÿ тума шутлаççĕ. Çав райкомра пире 1948 çулта комсомола илчĕç. 1943 çулта кĕркунне аттене вăрçа илсе кайрĕç, 1944 çулта вăл паттăррăн çапăçса пуçне хучĕ. Юлашки çырăвĕ 1944 çулхи çу пуçламăшĕнче килнĕччĕ. Унта вăл Вышний Волочек патнелле кайнине пĕлтернĕччĕ. Çапла эпир 3 пĕчĕк ача тата анне тăлăха юлтăмăр. Хальхи вăхăтра та 3 ачана ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пĕрре те çăмăл мар. Вăрçă çулĕсем пирки вара мĕн каламалла! Мĕнле тÿснĕ-ши пирĕн аннесем! Ман шутпа, район центрĕнче тыл ĕçченĕсене халалласа лартнă палăк пулмалла. Тивĕçлĕ вĕсем çакна! Район администрацийĕн ăна валли укçа тупмаллах. Çынсем уншăн сире çĕре çити пуç тайса тав тăвĕç.
1944 çулта эпир Шаптак Муркашра вĕренме тытăнтăмăр. Эпĕ, Валериан Костин, Николай Романов тата Николай Ораин кашни кун уй урлă Шаптака вĕренме утатпăр. Çитсен тÿрех пир сумкăра мĕн те пулин çимелли шыраттăмăр. Классенче çав тери сивĕ. Пирĕн учительница Т.М. Авдеева пире хут çине лайăхрах çырма линейкăсем чĕрсе паратчĕ. Темле хут çине те çырнă: чĕркенĕ хут, квитанци тепĕр енĕ, кивĕ журналсем - ним те тиркемен.
Чернила килтен ятарлă савăтпа илсе каяттăмăр, нумай чухне вăл юхса пир сумкăна варалатчĕ, ăна ятарлă кăранташ варринчен е юман çулçи çинчи мăкăльсенчен хатĕрлеттĕмĕр. Çуркунне урасем витĕрех йĕпенетчĕç. Кăнтăр енне сăрт çине ларса (халĕ "буржуйсен" урамĕ) тăласене типĕтеттĕмĕр, çар уран чупаттăмăр.
Вăрçă çулĕсенчи аннесем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Ирпе ирех, кăвак çутăллах тăрса вутă хутса, апат хатĕрлесе, выльăхсене пăхса 5-6 çухрăмри уя ĕçлеме кайнă пирĕн аннесем. Кун каçипе сĕм тĕттĕмччен вăй хурнă хыççăн каллех килти ĕçсене пурнăçламалла. Çуллахи кĕске каçсенче5 çывăрма, кăшт канса илме вăхăчĕ те юлмасть-çке. Акă мĕншĕн пысăк хисепе тивĕçлĕ вĕсем.
Манăн анне, К.С. Мастерова, çирĕп чунлă хĕрарăм пулнă. Çавăнпа та ăна яланах йывăр ĕçсем пурнăçлама шаннă. Утă çулмалла-и, тырă е улăм турттармалла - лаша кÿлсе урапапа веçех кÿрнĕ вăл, хирĕçлемен. Кун каçипе миçе михĕ çĕкленĕ-ши? Çăмăл-и вĕсем тата? Шупашкара е Етĕрнене (Ямоза) тырă турттарнă чухне икшер кун иртетчĕ, виççĕмĕш ирхине киле килетчĕç. Каçхине каллех çула тухмалла. Ăна лайăх ĕçленĕшĕн медальпе чысларĕç-ха. Атте вăрçăра вилнĕ пирки пире, 3 ачана, 75 тенкĕ пенси пама пуçларĕç. Лариса аппан, 1933 çулта çуралнăскерĕн, 4 çул вĕреннĕ хыççăн шкул пăрахма тиврĕ. Вăл ĕçлесе мана тата Капитолина йăмăка тăрантарма пуçларĕ, пире малалла вĕрентме тăрăшрĕ. Вăл та, анне пекех, ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçлерĕ.
Çакна эпĕ мĕншĕн çыратăп-ха? Хальхи çамрăксем вăрçă ачисен пурнăçĕ мĕнле пулнине шутлама та пултараймаççĕ. Утмăлмĕш çулсенче пĕрремĕш хут Анапа хулине кайсан, унта мăнтăр çынсем нумай пулнине курсан, хытă тĕлĕннĕччĕ. Ялти ачасем вара имшер те хытканччĕ. Эпир садика çÿремен, пире шкулта та апат çитермен. Пирĕн вăхăтра тăхăнмалли çук пирки шкула каяйман ачасем те сахал мар пулнă. Хырăм та яланах выçă пирки савăнăç та сахал пулнă.
Апла пулин те, пионера илнĕ чух, грамота панă чух савăннине астăватăп. Пионер организацине салатса янин сăлтавне паян та ăнланаймастăп. Ку мĕн патне илсе çитернине хăвăрах лайăх куратăр. Нина Григорьевна галстук çыхса янине паянхи пек астăватăп. Çамрăксем пирки ытларах шутласчĕ.
Çапла аса илÿсем капланса килчĕç манăн пуçа Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ май.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"