29 января 2005 г.
Январĕн 27-мĕшĕнче районти ача-пăча библиотекинче культура ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организаций ĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулчĕ. Унăн ĕçне, делегатсемпе пĕрлех район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева, культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн ертÿçин çумĕ В.М. Яковлева хутшăнчĕç.
Малтанах культура ĕçченĕсен профсоюзĕн иртнĕ 5 çулхи ĕçĕсем çинчен унăн ерÿçи Е.И. Налимова пысăк доклад турĕ. Вăл отрасльти профсоюз комитечĕсен ĕçне тĕплĕн тишкерчĕ. Отчетлă тапхăрта отрасльте ырă еннелле улшăнусем сахал мар пулнă: ĕç условийĕсене лайăхлатассипе те, ĕç укçин тÿлевĕпе те, аталану çулĕпе те. Юлашки вăхăтра тĕслĕх библиотекăсем уçăлни çакна уйрăмах лайăх çирĕплетет. Культура ĕçченĕсем профсоюз комитечĕсен ертÿçисемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, нумай мероприятисене пĕрле ирттереççĕ, ыйтусене те пĕрле татса пама çăмăлтарах вĕсене.
Тухса калаçакансем отрасльти профсоюз райкомĕн ĕçĕ палăрмаллах лайăхланни çинчен каларĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Чи кирли вара - халăхăн ăс-тăн тата культура шайне ÿстерсе сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси. Ку тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттернĕ пулсан та, пурнăçламалли татах та нумай.
Конференцире культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн çĕнĕ составне, ревкомиссие, республикăри конференцие кайма делегатсем суйласа хăварчĕç.
Культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн ертÿçи пулма каллех Е.И. Налимована суйларĕç.
Кирек епле отрасльте те профсоюзăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Уйрăмах çынна ĕçлеме тата канма тивĕçлĕ условисем туса парас, производствăна аталантарас тĕлĕшпе. Культура ĕçченĕсен профсоюзĕ çак тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пырать. Çитес тапхăр валли татах çĕнĕ задачăсем палăртрĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"