29 января 2005 г.
Юлашки çулсенче Муркаш ялĕ илемленсе пынине курма эпир пурте хăнăхнă ĕнтĕ. Çулсеренех çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, яла хăт кĕртеççĕ. Муркаш ял администрацийĕн территорийĕ пĕчĕкех мар. Çав вăхăтрах Муркаш вăл - район центрĕ те. Апла пулсан, кунта пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмалла.
Иртнĕ çул ял администрацийĕ мĕнле ĕçленĕ, кăçалхи тĕллевсемпе задачăсем еплерех; Çакă тата ытти ыйтусемпе кăсăкланнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.И. Никитинпа тĕл пулнă май.
- Николай Иванович, Муркашра пулса иртекен улшăнусем пирки пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр?
- Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах аталанать. Çакна эсир хăвăрах курса тăратăр. Сăмахран, иртнĕ çулта вĕрентÿпе культура тата сывлăха çирĕплетмелли центрăн пĕр пайĕ - спорт залĕ хута кайрĕ. Пĕлтĕр çавăн пекех район центрĕнче çĕнĕ вокзал туса лартнă. Л.В. Николаева уйрăм предприниматель çĕнĕ магазин уçрĕ. Унсăр пуçне Йăла çуртĕнче те капиталлă юсав ĕçĕсене ирттернĕ, Муркашра тĕп çула юсанă, Шаптак Муркаш ялĕ патне тротуар тунă т. ыт. те. Çакă вăл пĕтĕмпех район ертÿçисен тата çынсен тăрăшулăхĕпе пулнă. 2004 çулта виçĕ çемье çĕнĕ çуртсене пурăнма кĕнĕ.
- Ял администрацийĕпе кăштах паллаштарсамăр?
- Хальхи вăхăтра Муркаш ял администрацийĕн территорийĕнче 4363 çын пурăнать. Çав шутра Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем - 18 çын, салтак арăмĕсем - 6, пĕччен ватăсем - 83 çын, 32 нумай ачаллă çемье. Иртнĕ çулта 46 ача çуралнă, 45 çын пурнăçран уйрăлнă.
Муркаш ял администрацийĕн территорийĕнче тĕрлĕрен предприятисемпе организацисем, учрежденисем сахал мар. Кулленхи тивĕçĕсене пурнăçланă чух вĕсен ертÿçисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр. Ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртессипе, тыр-пул пухса илессин ыйтăвĕсемпе 4 лару ирттернĕ. Кашни предприятипе учреждени пĕрлехи санитари кунне хутшăнни хăйсен çывăхĕнчи территорисенче тирпей-илем тытса тăма пулăшать. Ку тĕлĕшпе ял администрацийĕнчи старостăсен канашĕн ĕçне те палăртмалла. Старостăсем килĕрен çÿресе урамсенче тасалăхпа тирпейлĕх пулмалли çинчен каласа тухрĕç.
Районта çулленех ирттерекен "чи кăтартуллă хуçалăх" смотр-конкурсра Шаптак Муркашри О.И. Тимофеевăн хуçалăхĕ çĕнтерчĕ.
- Ялсенчи çынсемпе мĕнле ĕçлесе пыратăр?
- Кулленхи пурнăçра татса памалли ыйтусем тупăнсах тăраççĕ. Вĕсене, ялан тенĕ пекех, граждансен пухăвĕсенче сÿтсе яватпăр, унта тĕрлĕ службăсемпе ведомствăсен представителĕсене те чĕнетпĕр. Иртнĕ çул граждансен пухăвĕсене - 11, старостăсен канашĕн ларăвне те 11 ирттернĕ. Вĕсенче ялсене тирей-илем кĕртесси, çăвасем çинче йĕрке тăвасси, пушар хăрушсăрлăхĕ, халăх пурлăхне упрасси, çĕнĕ урамсене шывпа, электричествăпа, газпа тивĕçтерес, каçхи хурал тăрас тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.
- Ялсен социаллă аталанăвĕ çинче тĕплĕнрех чарăнар-ха?
- Ку ыйту пирĕн ĕçре кун йĕркинчен нихăçан та тухмасть. ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров ялсене газ кĕртессине вĕçлес, çынсене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес енĕпе Указсем йышăнчĕ. Çакă вăл пире те тÿреммĕнех пырса тивет. Пĕлтĕр Çĕньял Муркашри тата Малиновкăри çĕнĕ урамсене газ пăрăхĕсем хунăччĕ. Кăçал вара Шаптак Муркашри Солнечная, Молодежная, Новая урамсене газ кĕртмелле, проекчĕсем хатĕр. Ĕçе хăвăртлатасси строительство организацийĕсенчен килет.
Меллĕ самантпа усă курса çынсене канăç паман тепĕр ыйту - çулсем тăвасси çинче те кăштах чарăнас килет. Муркаш ялĕнче, сăмахран, 21 урам. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕнче кăна асфальтлă çулсем пур: Октябре 50 çул, Гагарин, Чапаев, Мир урамĕсенче тата Хĕрлĕ площадьре. Ытти çĕрте асфальт сарнă е хытарнă çул та çук. Çавна шута илсе ĕнтĕ район центрĕнчи Чапаев, Ленин, Советская, Колхозная, Новая Колхозная урамсене çул сарма проектсем хатĕрлерĕмĕр. Бюджетра укçа тупăнсан ку урамсене кăçал çул сармалла.
- Халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе епле ĕçлесшĕн кăçал?
- Ку енĕпе те сахал мар тимлемелле. Халĕ ĕçлекен икĕ шыв башнине юсаса çĕнетмелле. Шаптак Муркашри Колхозная, Новая Колхозная урамсенче пурăнакансене шывпа тивĕçтермелле, çĕнĕ урамсене шыв пăрăхĕсем хумалла т. ыт. те. Урамсенче тасатакан сооруженисем кирли пирки те шутламалла, вĕсем те паянхи кун ыйтăвех.
- Урăх мĕнле ĕçсем пурнăçлама ĕмĕтсем пур?
- 2005 çулта ЧР Президенчĕ хăйĕн указĕпе Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакă вăл йывăçсем лартнипе, вĕсене пăхса тăрассипе, ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртнипе пĕрлех пур çĕрте те илемшĕн, культурăшăн тăрăшмаллине калать. Муркашри вĕрентÿпе культура тата сывлăха çирĕплетмелли центр умĕнче фонтан тăвас шухăш пур. Çуллахи ăшă кунсенче çынсене канма майсем пулччăр.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Ял администрацийĕн куллен строительство ыйтăвĕсемсĕр пуçне вуншар ыйту татса пама тивет. Пурне те каласа та пĕтерме çук. Вĕсем пурте çынсен кулленхи пурнăçĕпе çыхăннă. Çавăнпа та эпир кашни ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма, вăхăтра татса пама тăрăшатпăр. Мĕн палăртнисем пурнăçланччăр тесен район центрĕнчи предприятисен, вырăнта пурăнакансен ял администрацийĕпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесе пĕр тĕллевпе тăрăшмалла.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"