Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевлĕ ĕçлени хамăршăнах усăллă

29 января 2005 г.

 

Тĕрлĕ сăлтавсене пула юлашки çулсенче çут çанталăка, тавралăха сыхлас-упрас ыйтусем хăш-пĕр ял администрацийĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен территорийĕсенче манăçа тухса пынине асăрхамастпăр мар ĕнтĕ. Айтăр, шутлар-ха: хамăр пурăнакан тăрăха япăхтарни вырăнлах-ши? Эпир пурте çакăнта пурăнакан тата пурăнмалли çынсем-çке. Апла пулсан, тавралăх илемĕ-тирпейлĕхĕшĕн тăрăшмасан эпир хамăра хамăр кăна сăтăр тăватпăр вĕт. Çакăн пек лару-тăруран тухса тăракан сăн ÿкерчĕке хаклама тата пĕтĕмлетме ыйтнă хаçат корреспонденчĕ район администрацийĕн çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалистне Г.Г. СИМАКОВА.

-          Эпĕ те килĕшетĕп, ыттисем те ман шухăшлах пулĕ тетĕп. Çут çанталăк, тавралăх илемĕ, пире савăнăç-ырлăх кÿрекен сăн ÿкерчĕксем йăлтах куç умĕнче, çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те. Çак илемшĕн пурте пĕрле, тĕллевлĕ ĕçлесе тăрăшмасан, вăл ÿссе-калăпланса пырасси çав тери иккĕленÿллĕ, кăна эпир юлашки вăхăтра куратпăр та. Калăпăр, хамăр пурăнакан тавралăха тирпем-илем кĕртмешкĕн тепĕр чухне çĕршер пин е миллион тенкĕ укçа та кирлĕ мар. Анчах пĕр тĕллевлĕх çитмест, уку саманта пытарма кирлĕ мар.

-          Çапах та иртнĕ çул районта алла усса ларнă тесе çирĕплетме чĕлхе çаврăнмасть.

-          Çут çанталăка сыхлас мероприятисене пурнăçламашкăн вырăнти бюджетран пĕлтĕр 377 пин тенкĕ усă курнă. Укçа-тенкĕпе Муркаш ялĕнче плотина тунă (141 пин тенкĕ), Мăн Сĕнтĕрте тасатмалли сооруженисем тунă çĕрте (76 пин тенкĕлĕх), пур ял администрацийĕсенче те вăрман тăрăхĕсем лартмашкăн йывăçсемпе тĕмсем туянма (10 пин тенкĕ), шкул ачисем хушшинче выставкăсем ирттерме, çут çанталăк объекчĕсене тирпей-илем кĕртме тата ытти тĕллевпе усă курнă.

ЧР Президенчĕн «Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен» Указне пурнăçласа тата район администрацийĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, иртнĕ çул йывăçсем лартмалли кĕркуннехи уйăхлăх та япăх мар иртрĕ. Çак тапхăрта 20 гектар ытларах лаптăк çинче тĕрлĕ йывăçсем, çимĕç паракан культурăсемпе чечексем лартса-акса хăварнă. Вĕсен шутĕнче 15 пин хурăн, 4600 штук чăрăш, 800 штук тирек, 300 штук алыча, 150 штук сырлан тата ытти çимĕç-çырла культурисем 2 пин ытла.

Район центрĕнче Геройсен аллейине, виçĕ ял администрацийĕнче çамрăк мăшăрсен, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен аллейисене хывса хăварнă, Çатракасси ял администрацийĕнчи Çатракасси ялĕнчи çăл куçа юсаса ăна уйрăмах упрамалли вырăнти çут çанталăк территорийĕ шутне кĕртнĕ. Шкул ачисен тата çут çанталăк тусĕсен вăйĕпе территорисене тирпей-илем кĕртес, çулсем хĕрринчи çÿп-çапăпа тасамарлăха тасатас ĕçсене те ирттернĕ.

-          Унсăр пуçне ытти ĕçсем те япăх мар йĕркеленсе пынă мар-и?

-          Чи малтанах йывăçсем лартмалли тата тирпей-илем кĕртес уйăхлăха тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене Н.И. Никитина (Муркаш), М.М. Пушкина (Москакасси), В.А. Любимована (Хорнуй), И.М. Петрована (Шетмĕпуç) тав сăмахĕсем калас килет. Çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсем тата ветерансем Г.А. Алексеев, Ф.Ф. Яранский, Г.Ф. Козлов т. ыт. те хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Муркашри, Нискассинчи, Тивĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам, Мăн Хураçкари, Хорнуйри, Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан тĕп шкулсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те пысăк хастарлăхпа палăрчĕç. Лартмалли материалсемпе, культурăсемпе тивĕçтерес енĕпе «Моргаушский сельлесхоз» ФГУ (директорĕ Б.В. Хрусталев, тĕп лесничийĕ В.В. Васильев), Ильинка лесничествин Ивановкăри питомникĕ (ертÿçи Л.Ф. Николаев) пысăк пулăшу пачĕç.

Çулталăк тăршшĕпех халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерес, выльăх масарĕсене тĕрĕслес ыйтусене куç ытамĕнчен вĕçертмен. Сăмах май, выльăх масарĕсем район территорийĕнче 87, хăшĕсенче чир-чĕр сарăлма пултарассине асăрхаттарса предписанисем çырса панă. Ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕпе тата пушар инспекцийĕпе пĕрле минераллă удобренисемпе ядохимикатсем упранакан складсенче пулнă, актсем çырнă, çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăннă.

Кăмăла хуçакан тата пăшăрхантаракан самантсем те пулчĕç. Акă, июль уйăхĕнче Ярапайкасси ял администрацийĕн территорийĕнче трубопроводран нефть продукчĕсем юхса тухнă тĕслĕх пулчĕ, çакăн чухне 1 гектара яхăн çĕр лаптăкĕ вараланчĕ. Хальхи вăхăтра инкек тÿснĕ «Лидер» ЗАОна тата пĕр хуçалăха тÿснĕ тăкакасемшĕн саплаштарасси пирки калаçусем пыраççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсенче районта плотинăсем тăвас ĕç анлă сарăлнăччĕ. Паянхи куна официаллă майпа регистрациленĕ плотинăсен, быстротоксен, çатан тунă пĕвесен хисепĕ районта 450. Вăхăт иртнĕ май вĕсене юсамалла, иртнĕ çул районти виçĕ ялта асăннă сооруженисене юсас ĕçсене тытăннă.

-          Георгий Георгиевич, маларах каланисене шута илсе, кăçал тата малашне туса ирттермелли ĕçсем паллă ĕнтĕ.

-          Тĕп задача – республика Президенчĕн «Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен» Указа пурнăçлассипе çине тăрса ĕçе кÿлĕнмелле. Чи палăрăмлисем шутĕнче: район центрĕнчи парка тирпей-илем кĕртсе çитерсе кунта фонтан вырнаçтарасси* Мăн Сĕнтĕрте малтан кирпĕч завочĕ пулнă районта плотина туса малашне кану зони валли тирпей-илем кĕртсе çитересси* Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Вăрманкасси ялĕнче Амăшĕн монументе тума пуçласси* парксемпе садсенче, шкулсен тата хушма хуçалăхсен территорийĕсенче скульптурăсем вырнаçтарасси.

2005-2010 çулсенче плотинăсене юсаса çитермелле. ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа, пур ялсенче те халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес тĕллевпе скважинăсемпе çăлсене тĕрĕслемелле, вĕсене юсас е çĕнĕрен тăвас тĕлĕшпе проект ĕçĕсене хатĕрлесе çитермелле, çак ĕçсене пуçăнмалла.

-          Ытти мероприятисем манăçа юлмаççĕ-и?

-          Иртнĕ çулхи тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсен, вĕсене манăçа кăларни хамăршăн кăна япăх пулĕ. Сăмах чи малтанах пур ял хуçалăх предприятийĕсенче те минераллă удобренисем тата ядохимикатсем упрамалли складсене юсас е çĕнĕрен тăвас пирки пырать, мĕншĕн тесен ку экологи хăрушсăрлăхĕпе тÿреммĕнех çыхăннă.

Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çут çанталăк территорийĕсене упраса хăварас тĕллевпе тата ЧР Президенчĕ Туризма аталантарасси çинчен йышăннă Указа пурнăçласа, Ильинка тата Шашкар ял администрацийĕсен территорийĕсенче вăрмансемпе парксене (Гузовский юманĕпе ращи), Турай ял администрацийĕнчи Çуткÿл кÿллине, Москакасси ял администрацийĕн территорийĕнче А. Невскийпе çыхăннă вырăнсене тирпей-илем кĕртсе çитермелле.

Çавăн пекех эрозипе кĕрешмелли вăрман тăрăхĕсем лартмалла, хăйсен ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ, наркăмăшлă япаласем пур материалсемпе детальсене пĕр çĕре пухса сиенсĕрлетме ăсатмалла. Çитĕнекен ăрăва тавралăха упрама хăнăхтарас тĕллевпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан шкулсемпе ача сачĕсем хушшинче экологи конкурсĕсемпе викторинисене ирттерессине вĕрентÿ пайĕ, культура тата çамрăксен политикин пайĕсемпе пĕрле пурнăçламалла тесе шутлатăп. Сунар хуçалăхĕсемпе пулă тытмалли объектсене те тăтăшах тĕрĕслесе тăрасси çинчен манмалла мар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика