29 января 2005 г.
Ялсенче хальхи вăхăтра ĕçлекен-пурăнакан кашни çыннăнах çĕр пайĕсем, çакна çирĕплетекен тивĕçлĕ документсем пур. Хăшĕсем вĕсене алла илнĕ, теприсем вĕсем пирки пĕлсех те каймаççĕ, çавăнпа та çĕр пайĕсемпе усă курнă е усă курас тĕллевлĕ самантсенче кăткăс ыйтусем сахал мар тухса тăраççĕ. Вĕсене уçăмлатмашкăн район администрацийĕн пурлăха тытса тăракан пай ертÿçине О.И. ТИМОФЕЕВА чĕнтĕмĕр.
- Олег Иванович, çĕр пайне уйăрса парас йĕрке еплерех тата мĕн çинче никĕсленсе тăрать вăл?
- «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» федераллă саккунăн 13 статйинче çĕр пайĕн шучĕпе çĕр участокне уйăрмалли механизма тата çакна туса ирттермелли вăхăта (1 уйăх) палăртнă. Çĕр пайĕн хуçин хăйĕн тĕллевĕсем пирки ыттисене те районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат урлă пĕлтермелле, çĕр участокĕ хăш вырăнта вырнаçнине тĕплĕн кăтартмалла. Çĕр пайĕн хуçин унпа усă курас тĕлĕшпе уйрăлса тухас пирки хăйĕн адресне тата ведомство территориĕнче çĕр ресурсĕсене тытса тăракан муниципаллă йĕркеленĕвĕн орган адресне (пай, пурлăхпа тата çĕр ресурсĕсене тытса тăракан комитет) кăтартмалла, çĕр харпăлăхĕн хуçисем вĕсем тăрăх хăйсем килĕшнине е хирĕçленине пĕлтерме пултараççĕ.
- Хальхи вăхăтра район территорийĕнче граждансен усă курман çĕр пайĕсем тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле?
- - Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕн 53 статйипе килĕшÿллĕн, çĕр участокне харпăрлăха илмелли правăран хăтăлма шутлă пулсан, асăннă çĕр участокĕ куçăмсăр хуçасăрлăх хатĕрĕн шутне кĕрет, ун пирки РФ Гражданла кодексăн 225 статйинче çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн ку çĕр участкĕ РФ Çĕр кодексĕн 80 статйин никĕсĕ çинче çĕре пайласа памалли фондне кĕрет. Çакăн пек лару-тăру ял хуçалăх предприятийĕсем тĕлĕшпе те тухса тăчĕ. Районта юлашки вăхăтра хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем юридически лицона налук учечĕ çине тăратмалли процедура витĕр тухса, хăйсен ячĕсене улăштарнă. Çав вăхăтрах çĕр участокне юридически çĕнĕ лицона çирĕплетсе парас ыйтăва татса паман.
Ял хуçалăх предприятийĕсен территорийĕсен ытларахăшĕнче коллективлă харпăлăх пайĕсен çĕрĕсем кăна мар, патшалăх харпăрлăхĕн çĕрĕсем те, çавăн пекех усă курман çĕр пайĕсем те (куçăмсăр хуçасăрлăх хатĕрĕ) пур, вĕсен право статусне вырăнти самоуправлени органĕсен татса памалла. Вырăнти самоуправлени оранĕсене çĕр пайĕсемпе усă курман çĕр лаптăкĕсене Регистраци палатинче учета тăратма тата вĕсене (учета тăратнă хыççăн çулталăк иртсен) хуçасăррисен шутне кĕртсе суд урлă муниципаллă харпăрлăх шутне кĕртме сĕннĕ.
- Çĕр пайĕсене арендăна илмелли йĕрке еплерех тата аренда договорĕсене кирлĕ пек йĕркелемесен мĕн пулма пултарать?
- Арендăна межевани туса ирттернĕ (чикĕсене палăртнă) тата патшалăхăн кадастр учетне тăратнă çĕр участокĕсене кăна пама юрать. Аренда договорне çĕр пайĕ тĕлĕшпе харпăрлăх прави пур çын е доверенноç пур тепĕр çын тăвать. Аренда вăхăчĕ хĕрĕх тăхăр çултан иртмелле мар. Аренда договорĕ тума кăмăл тăвакан кирек епле çын та арендатор пулма пултарать.
«Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» федераллă саккунăн 16 статйипе килĕшÿллĕн, асăннă саккун вăя кĕриччен çĕр пайĕсем тĕлĕшпе тунă аренда договорĕсене РФ Гражданла кодексĕн правилисене тата çÿлерех асăннă саккуна тĕпе хурса, вăл вăя кĕриччен икĕ çул хушшинче (2005 çулхи январĕн 25-мĕшĕччен) майлаштарса çитермелле. Енчен те саккунăн çак положенине пăхăнман пулсан, ку договорсем тĕлĕшпе пурлăха тытса тăрассин шанса памалли договорсен прависем вăйра пулаççĕ. Кун чухне вара асăннă пурлăх шучĕпе обязательствăсем тĕлĕшпе тухса тăракан парăмсене саплаштарасси те тухса тăма пултарать. Çак пурлăх çитмесен шыраса илессине доверительнăй управляющи пурлăхĕ çине, унăн пурлăхĕ те çитмесен довереннăй управленине тăратман учредителĕн пурлăхĕ çине хума пултараççĕ. Юлашкинчен вара асăннă обязательство харпăрлăх хуçи çĕр пайне е пĕтĕм пурлăхне çухатасси патне те илсе пырать.
2004 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Патшалăх думи хăйĕн пленарлă ларăвĕнче «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» федераллă саккунăн 16 статйин 2-мĕш пунктне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне пĕрремĕш вулавра йышăнчĕ. Улшăнусем аренда договорĕсемпе çĕр пайĕсене саккун требованийĕсене тĕпе хурса йĕркене кĕртсе çитермелли вăхăта икĕ çуллăха тăсма пултараççĕ.
Çавăнпа та çĕр пайĕсен хуçисен хăйсен харпăрлăх прависене çухатас мар тесен, малашнехи икĕ çулта хăйсен çĕр пайне палăртмалла, межевани тĕлĕшпе çĕр йĕркелĕвĕн ĕçĕсене туса ирттермелле, харпăрлăх прависене Регистраци палатинче регистрацилемелле, çакăн хыççăн кăна аренда договорĕсем тумалла.
- Çĕр пайĕн хуçисем хăйсен пайĕсене сутма пултараççĕ-и тата кама?
- Хальхи вăхăтра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене сутас тĕлĕшпе чарусем пур, çĕр пайĕсене 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн кăна ирĕклĕн сутма май пур. Çĕр участокне е çĕр пайне сутмалли правăна федераллă саккунра та, Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» 2004 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчи 11 номерлĕ саккунра та палăртнă. Чăваш Республикин саккунĕ çавăн пекех ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пĕтĕмĕшле харпăрлăх правинчен Раççей Федерацийĕн субъекчĕ тата муниципаллă йĕркеленÿ чи малтанах хăш çĕр участокĕсемпе пайĕсене сутăн илме пултарнине çирĕплетекен йĕркепе правăна та палăртнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"