29 января 2005 г.
Ятлă çынна ял савать, теççĕ халăхра. Ку чăн та çапла, мĕншĕн тесен пĕр ялта е урамра пурăнакансем кам мĕнле пурăннине пурте лайăх пĕлсе-курса тăраççĕ. Тепĕр çынна тĕл пулса калаçсан унран уйрăлас та килмест. Сăпайлăхĕпе, ăшпиллĕхĕпе, çынна ырă суннипе туртать вăл хăйĕн патне.
Сентимĕр ялĕнче пурăнакан И.Ф. Бычкова шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ тесех калас килет манăн ăна.
Ирина Филипповна Атапай ялĕнче çуралнă, вăтам шкула Муркашра пĕтернĕ. 5 ача ÿснĕ вĕсем: виçĕ аслă пиччĕшĕ, вăл тата чи кĕçĕн йăмăкĕ. Хĕр ачасенчен асли пулнă май, И. Бычкова пĕчĕклех амăшне пулăшма пуçланă, ун çумне «куршанак» çыпăçнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисене ачашласа, уйăрса тăман, пурне те мĕн пĕчĕкренех аслисене хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентнĕ.
Ирина шкул пĕтернĕ хыççăн Атапай ферминче дояркăра ĕçлеме тытăннă. Кунти йывăрлăхсем хăратман çамрăк хĕре. Кирек ăçта та вăр-вар пулнă вăл. Хыççăн сутуçă та пулнă, колхозри çĕвĕ цехĕнче çĕвĕçре тăрăшнă. Темле изделисем те çĕленĕ вĕсем: платьесем, халатсем, кĕпесем, спецовкăсем. Хатĕр продукцие хуçалăх магазинĕнче сутнă. Таварсен хакĕ пĕчĕк пулнă пирки вĕсене çынсем хаваспах туяннă.
Юлашки вăхăтра Ирина Филипповна «Оринино» хуçалăхри Атапайри мăйракаллă шултра выльăхсен ферминче газооператорта тимлет. Малтан ку ĕçпе пĕрлех пăрусене те пăхнă. Юлашки икĕ çулĕнче вара фермăри газ хуçалăхне тĕрĕслесе-йĕркелесе тăрать.
И. Бычкован пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çул ытла. Ĕçри хастарлăхĕшĕн вăл çамрăклах «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» (1974 ç.) ята тивĕçнĕ. Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе те сахал мар чысланă ăна.
Ялти хĕрарăма валли, обществăлла производствăна хутшăннипе пĕрлех, килти хуçалăхра та ĕçĕ çителĕклех. Ачи-пăчине майлаштармалла, выльăх-чĕрлĕхне те ир-каç пăхмалла, пахчи-анкартийĕ те тимлĕх ыйтать.
Бычковсем вара хăйсен сачĕпе чăннипех мăнаçланма пултараççĕ. Мĕнле кăна йывăç ÿсмест пулĕ кунта: 30 ытла улмуççи, чие, слива, ирга, жимолость (кашкăр çырли), актинидий, сырлан, хура хăмла çырли т. ыт. нумай çырласем Вĕсене вăхăтра пăхса-тирпейлесе тăмасан сад та юхăнса пырать вĕт.
Хальхи вăхăтра çамрăк мăшăрсем уйрăммăн пурăнма тăрăшаççĕ. Икĕ ют çыннăн – хунямапа кинĕн пĕрле килĕштерсе пурăнма пĕрре те çăмăл мар. Вĕсем пурнăç çине те кашни хăйĕн куçĕпе пăхаççĕ, килти ĕçсене те хăйсене килĕшнĕ пек тăвасшăн. Кун пек чухне хирĕçÿ тухасси те инçе мар.
Ирина Филиповнана вара ку енĕпе те ÿпкелейместĕн. 31 çул пурăнать вăл хунямăшĕпе пĕр килте. Амăшĕпе хĕрĕ пек килĕштереççĕ вĕсем. Мамаккăшĕ мăнукĕсене те пăхса панă. Халĕ вара куçĕ курман пирки ăна çамрăксем пăхаççĕ.
Ал ĕçĕсене пурнăçлама та, обществăлла ĕçсене хутшăнма та вăхăт тупать хастар хĕрарăм. «Оринино» хуçалăхра ревизи комиссийĕнче те 3 çул ĕçленĕ вăл, халĕ – сăнав комиссийĕнче. Кунта та ăна ял халăхĕпе пухура суйласа хăварнă. Çакă вара Бычковсен çемйи ялта пысăк хисепре пулнине тепĕр хут çирĕплетет.
Унăн мăшăрĕ В.А. Бычков та – пултаруллă та хастар çын. Нумай çул водительте тăрăшнă, иртнĕ çулта «хир карапĕн» штурвалĕ умне ларса вырма ĕçĕсене те хутшăннă.
Иринăпа Валерий 3 ача çуратса пăхса ÿстенĕ, вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарма, тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Ачисем те, ашшĕ-амăшĕнчен ырă тĕслĕх илсе, тăрăшса вĕреннĕ, виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Аслă хĕрĕ, Надежда, малтан университетра чăваш чĕлхи, хыççăн вырăс чĕлхи факультечĕсене пĕтернĕ. Алина – анестезиолог-реаниматолог, Куславккари тĕп больницăра ĕçлет, Вячеслав университетра географи факультетне пĕтернĕ. Халĕ унтах студентсене вĕрентет, çав вăхăтрах аспирантурăра та пĕлĕвне ÿстерет.
Бычковсем хăйсен ачисемшĕн вăтанса пичĕсене хĕретмĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем улми улмуççинчен аякка ÿкмест, тенĕ.
Ирина Филипповна нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухрĕ пулин те, хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăк курăнать. Çынсене усал сунманни, пурнăçа, ĕçе юратни, çемьери килĕшÿпе ăнланулăх вăй-хал парса тăраççĕ ăна.
Ялта ятлă çынна, ĕç ветеранне И.Ф. Бычкована, мăшăрĕпе, ачисемпе тата мăнукĕсемпе нумай çулсем хушши савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх, телей сунас килет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"