25 января 2005 г.
Муркаш тăрăхĕнче çăмăл атлетикăпа пĕрлех йĕлтĕрпе ăмăртса чупассине ватти те, яшĕ те, вĕтти те питĕ кăмăллать. Çакна иртнĕ канмалли кунсенче кунта нарăсăн 13-мĕшĕнче çĕршыври 30 хулара иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2005» массăллă чупăва хатĕрленсе йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен «тĕрĕслевне» активлă хутшăнни те аван çирĕплетет- район центрĕнчи йĕлтĕр бази çывăхĕнче хывнă трасса çине шăмат кун пине яхăн йĕлтĕрçĕ тухрĕ. Çуралнă çулĕсене кура уйăрнă 66 команда район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А.Иванов çирĕплетнĕ призсемшĕн кĕрешрĕ.
Ăмăртăва пуçласа малтанах икĕ километрлă дистанцире районти шкулсен пĕрлештернĕ командисем тупăшрĕç. Унтан ял тата район администрацийĕсен ĕçченĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем, организацисемпе учрежденисенче тăрăшакансем йĕлтĕр çине тăчĕç. Мала тухнисене – Муркашпа Кашмашри вăтам шкулсенчи, Муркаш ял администрацийĕн йĕлтĕрçисене тата уйрăм спортсменсенчен палăрнисене – Муркашри вăтам шкулта ăс пухакан çичĕ çулти Марина Плечовăна, спортăн 68 çулти ветеранне Валерий Тимофеевич Смирнова, Апчарти ĕçпе спорт ветеранне Надежда Леденцовăна(вăл ялти вулавăш библиотекарĕ) район администраци Ю.А.Иванов хăй хаклă парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Ăмăртăва хутшăннă кашни йĕлтĕрçĕ ятарлă свидетельство илчĕ.
Источник: "Хыпар"