19 января 2005 г.
«Эпĕ ачаран инвалидность çинче. Манăн ача пур. Упăшкапа çырăнман. Хваттер илес кăмăл пур. Мĕнле те пулин çăмăллăхсем пур-и?»
Надя.
Ку çырупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçине В.Г. Никитина паллаштаратăмăр. Акă, мĕнле хурав пачĕ вăл.
- Сирĕн çырăвăр çине пĕтĕмĕшле хурав пама çук. Кунта эсир паян мĕнле условисенче пурăннине те шута илмелле. Çавăнпа та ку ыйтăва сирĕнпе хăвăрпа курса калаçмалла, хăвăра тĕплĕн ăнлантарса памалла. Сирĕн çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссие (район администрацийĕн 2-мĕш хутĕнче) килмелле ку ыйтупа е ман пата килмелле. Сирĕн пурнăç условийĕсене пĕлсен, тĕплĕ хуравсем пама пулать.
Компьютер хурав парĕ
«Поле чудес» передачăна çыру çырас килет. Адресне калаймастăр-ши;»
Таня.
Муркаш ялĕ.
- Таня. Ку ыйтун хуравне тупас тесен санăн компьютер çинче пĕрремĕш каналăн Wĕ Wĕ Wĕ 1 TVĕ PUĕ сайчĕ çине кĕмелле. Шкулти компьютер ку тĕлĕшпе сана пулăшмаллах.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"