16 января 2005 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов иртнĕ çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче «Йĕлтĕр йĕрĕ сывлăхлă пулма чĕнет» районти конкурса ирттерес пирки 857-мĕш номерлĕ йышăну кăларчĕ. Асăннă конкурса спортăн хĕллехи тĕсĕсене анлăн сарас, спортплощадкăсемпе эффективлă усă курас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе ирттереççĕ. Ăна йĕркелесе ирттерме 6 çынран тăракан комисси йĕркеленĕ районта. Унăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова.
Сывă пурнăç йĕркине ачасенче шкул çулĕнчех çирĕплетесси, çул çитмен çамрăксене чирсенчен сыхланма вĕрентесси тата вĕсен сывлăхне çирĕплетесси. Ачасен активлă канма, спортăн хĕллехи тĕсĕсемпе туслă пулма условисем пулччăр. Ачасемпе учительсене, ашшĕ-амăшĕсене физкультурăпа спорт занятийĕсене ытларах явăçтарасси. Акă, мĕнлерех асăннă конкурсăн тĕп задачисем. Конкурса район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ, муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсем, кăçалхи январь-март уйăхĕсенче ирттереççĕ.
Конкурс муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче иртет. Кăтартăва вара çак критерисемпе хаклаççĕ: кашни шкулта, ялта оборудованиленĕ йĕлтĕр тата çуна трассисем пурри, физкультурăпа сывату тата спортпа массăллă ĕçе йăлана кĕмен меслетсемпе пурнăçлани, конкурса хутшăнаканăн кашнин учет карточки тата йĕлтĕрпе çуна трассин план-схема пурри, конкурса ачасене, шкул ачисене, учительсене, ашшĕ-амăшĕсене мĕн чухлĕн явăçтарни, йĕлтĕрпе çуна трассисене тытса тăни.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсен конкурс комиссине, çак критерисене шута илсе, тĕплĕ материалсем тăратмалла. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата спорт инвентарĕсем илме укçан преми парса хавхалантараççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"