16 января 2005 г.
«Раççейăн хисеплĕ донорĕ». «СССР хисеплĕ донорĕ» ята илнисене 2005 çултан пуçласа çулталăкне 6 пин тенкĕ тÿлеме пуçлаççĕ (уйăхне 500 тенкĕ). Çак хисеплĕ ята тивĕçнĕ донорсен район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайне (106-мĕш пÿлĕм) пымалла.
Вĕсен кашни çул укçан тÿлекен компенсацие илме заявлени çырмалла, хăйсемпе пĕрле паспорт тата «Раççей е СССР хисеплĕ донорĕ» ята илни çинчен удостоверени пулмалла.
Çакна та тепĕр хут каласа хăварас килет. ЧР 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» 43 № тата «Реабилитациленисене тата политика репрессийĕсене пула инкек тÿснĕ тесе йышăннисене социаллă пулăшу парасси çинчен» 47 № саккунĕсемпе тата ЧР Министрсен Кабинечĕн çак саккунсемпе килĕшÿллĕн социаллă пулăшу пама палăртнă мерăсен условийĕсем çинчен йышăннă 319 № постановленийĕпе пирĕн республикăра 2005 çултан тытăнса социаллă пулăшу (çăмăллăх илме право паракан свидетельство) вăя кĕчĕç.
Ку таранччен çÿлерех асăннă категорири 3100 çынна çав свидетельствăна панă ĕнтĕ. Ăна районта татах 2 пин ытла çыннăн илмелле.
Çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк паракан свидетельствăна илме çынсен çак кунсенчех район администрацине 106-мĕш пÿлĕме килмелле. Е ял администрацине пырса заявленисем çырса, сăн ÿкерчĕксем парса хăвармалла. Çак свидетельствăна илмесĕр тивĕçлисем кăçал нимĕнле çăмăллăхпа та усă кураймаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"