16 января 2005 г.
Хаçатăн иртнĕ çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи номерĕнче çырусен тишкерĕвĕнче Чуманкассинчи А. Андрияновăн çыруне пичетленĕччĕ. Унта вăл 3 çул каялла «Моргаушкормра» çăнăх авăртакансем хăйне улталани пирки çырать.
Асăннă предприяти ертÿçи Д.П. Анисов унăн çырăвĕ çине çакăн пек хурав пачĕ:
- Клиентсемпе питĕ тимлĕ ĕçлетпĕр. Рабочисенчен те çирĕп ыйтатăп. Сутакан тавар пахалăхĕ тивĕçтермесен, ăна улăштарса парасси пирки нихăçан та чăрмав пулман. Клиент ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшатпăр.
Конкретлă Андриянов пирки каласан, ку ыйтăва виçĕ çул иртсен хускатни тĕлĕнтерет. Паллах, авăртиччен тырра сăвăратпăр, хыççăн тин авăртатпăр».
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"