16 января 2005 г.
Район администрацийĕн культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи патне пĕр ялти культура учрежденийĕн ертÿçи васкаса пырса кĕчĕ. Вăл ялти çамрăксемпе интереслĕ мероприяти ирттерме хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ, пулăшу ыйтрĕ.
Алевтина Евстафьевна ăна çав тери лăпкăн, пĕр пÿлмесĕр итлесе пĕтерчĕ. Унтан йăл кулăпа кăмăллăн калаçса лайăх пуçарушăн тав турĕ, кирлĕ сĕнÿсем нумай пачĕ, пулăшма пулчĕ. Кун пек самантсем кунсерен сахал мар пулаççĕ А.Е. Андреева патĕнче. Унăн ăшпиллĕхĕ, ырă кăмăлĕ хăй патне туртать пулмалла. Хăр-хар кăшкăрса тăкакан, тÿрккес çын патне темле кирлĕ ыйту пулсан та тÿрех кĕрсе каяймастăн, тăхтаса, шухăшласа тăратăн.
Алевтина Евстафьевна культура пайĕнче 1997 çултанпа ĕçлет. Чăваш патшалăх пединститутне тата Атăлпа Вятка патшалăх службин академине пĕтернĕскер, вăл çынсемпе пĕр чĕлхе тупма та, вĕсене хавхалантарма та, çав вăхăтрах çирĕп ыйтма та пĕлет. Хăйĕн ĕçне çав тери юратаканскер, яваплăха çирĕп туйса тăрать. Пуçарулăх кăтартсаçĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртет. Çакна хăйĕн кулленхи ĕçĕпе çирĕплетет.
Ĕçлес кăмăлĕ, хавхаланулăх малти вырăнта пулнă пиркиех А.Е. Андреева 2003 çулта Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма килĕшрĕ. Унччен малтан вара ертÿçĕ пулнă вăхăтри хăйĕн ĕçне пур енлĕн, тĕплĕн тишкерчĕ. Пите хĕретмелле ан пултăрччĕ тесе нумай тăрăшрĕ.
Конкурса хутшăнчĕ те - çĕнтерчĕ. Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă служащи» конкурсра «Социаллă аталану» номинацире малти вырăна çĕнсе илчĕ.
- Эпĕ хамăн ĕçе çав тери килĕштеретĕп, интереслĕ çынсемпе нумай тĕл пулни кăмăла çĕклет. Пурнăçра хама телейлĕ çын тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен ĕçе тытăнсанах манпа юнашар яланах ырă кăмăллă наставниксем пулчĕç, - аса илет халĕ пединститут пĕтернĕ хыççăнхи ĕçлеме пуçланă çулсене Алевтина Евстафьевна. Вăл вара вĕсенчен вĕренсе, ырă опыта ăса хывса пыма тăрăшнă.
Унăн ĕç биографийĕ 1976 çулта Орининти вăтам шкулта пуçланнă. Ачасене пĕр çулталăк вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ хыççăн А.Е. Андреева чун туртăмне кура кунтах шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулса вăй хума пуçлать. Шкул директорĕ Л.М. Васильева ăна ăнланса пулăшнипе, ачасене юратнипе тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем нумай ирттерет вăл, вĕренекенсен тавракурăмне ÿстерет.
Муркашри вăтам шкулта ĕçленĕ тапхăра та ăшшăн аса илет вăл. Шкул директорĕ пулнă А.Е. Виноградова, Л.Г. Кондратьева учительница, В.В. Ялушкин уншăн паян та ырă тĕслĕх. Коллективпа ĕçлеме, çынсемпе калаçма вĕсенчен те нумай вĕреннĕ вăл.
Пĕррехинче унăн урокĕнче мана та пулма тÿр килнĕччĕ. Уçă урок ирттерчĕ вăл районти учительсем умĕнче. Витĕмлĕ те пуян чĕлхепе çĕнĕ темăна ăнлантарнине ачасем çав тери тимлĕн итлесе ларнине курсан, вăл чăн-чăн учитель пулнине чунпа туйса илетĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ Алевтина Евстафьевна ĕçри хастарлăхĕшĕн «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
Пурнăçран юлмасть А. Андреева, тĕрлĕ курссенче хăйĕн пĕлĕвне ÿстерсе пырать. Мĕн вĕреннине вара ĕçе кĕртме тăрăшать. Хăйĕн ĕçĕнче чи кирли халăхăн ырă йăли-йĕркине сыхласа хăварасси, вĕсене çамрăксене вĕрентесси, çынсен культурине аталантарса вĕсенче ыркăмăллăх енĕсене çирĕплетесси тесе шутлать.
Çăмăл мар паян ертÿçĕре тăрăшма, укçи-тенки, хĕсĕк пулсан та ĕçе куллен лайăхлатмалла. Вĕрентÿпе культура комплексĕсене, тĕслĕх библиотекăсене уçнă чухне мĕн чухлĕ хыпкаланмарĕ пулĕ. Вăл активлăх кăтартнипех районта историпе краеведени музейĕ уçăлчĕ. Обществăлла ĕçсенче те хастарлăх кăтартать А. Андреева. Нумаях пулмасть Алевтина Еастафьевна Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Çакă вара унăн ĕçне районта анчах мар, республика шайĕнче те хакланине пĕлтерет.
Мăшăрĕпе, Муркашри тĕп больницăри врач-травматологпа, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕпе, икĕ ача ÿстерчĕç вĕсем. Ачасем çемье ăшшине туйса, ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхне курса çитĕнчĕç. Асли, Алексей, Чăваш Патшалăх университечĕн экономика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. халĕ РФ Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕнче ĕçлет, çав вăхăтрах аспирантурăра та пĕлĕвне ÿстерет. Ольга хĕрĕ те университет çумĕнчи гимназие «5» паллăсемпе кăна пĕтернĕ, халĕ пиччĕшĕ пекех экономиста вĕренет. Ольга амăшĕ пекех юрлама ăста, вăл университетăн КВН командинче те активлăх кăтарать.
Çирĕп çемье – патшалăх тĕрекĕ. А.Е. Андреева вара кил ăшшине упрассишĕн çепĕç кăмăлне хĕрхенмест. Унăн хастарлăхĕ ĕçре те, килте те иксĕлми. Çак кунсенче вăл хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Пархатарлă ĕçре малашне те ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх, телей сунас килет ăна.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"