16 января 2005 г.
Районта темиçе çулах ĕнтĕ наркотиксемпе усă курнине тата вĕсене саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешекен комисси ĕçлет.
Наркотиксен серепине уйрăмах çамрăксем çакланаççĕ. Çирĕпленсе çитмен ăс-тăнпа вĕсем ку тĕлĕшпе опытлăраххисен витĕмне лексе тÿрĕ çултан пăрăнаççĕ. Кунта право йĕркине сыхлакан органсемпе сывлăх хуралçисем кăна нимĕн те туса çитереймĕç. Хамăр пуласлăх шанчăкĕ çирĕп пултăр тесен, вырăнта сиенлĕ йăласемпе активлăрах кĕрешмелле, сывлăхлă ăру çитĕнтермелле. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрлех культура ĕçченĕсене, педагогсене, çамрăксен канашĕн ертÿçисене т. ыт. обществăлла организацисене те явăçтармалла.
Çÿлерех асăннă комиссин черетлĕ ларăвĕ декабрь уйăхĕнче Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнче пулчĕ. Унта комисси членĕсемпе пĕрлех хăш-пĕр ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, Мăн Сĕнтĕрти учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларура чылай ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Наркотиксене саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе районта пĕтĕмĕшле лару-тăру мĕнле пулни çинче районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.Д. Макаров чарăнчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Право йĕркине пăсасран асăрхаттарас тĕлĕщпе наркоманипе кĕрешесси чи малти вырăнсенчен пĕринче тăрать. Ку преступленисен хăйне евĕрлĕхĕ те пур, вĕсене вăрттăн тăваççĕ, çавăнпа та тупса палăртма йывăр. Çакă вара ытти енĕпе право йĕркине пăсассине çул уçса парса криминогенлă лару-тăрăва çивĕчлетет. Çавăнпа та наркотиксемпе усă курнине тата вĕсене саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Районти шалти ĕçсен пайĕ ку тĕлĕшпе сахал мар ĕçсем туса ирттерет. «Мак», «Притон», «Допинг» операцисене активлă хутшăнса профилактика мероприятийĕсене те чылай пурнăçланă.
Коллективлă сад юлташлăхĕсенче те наркотик пур ÿсен-тăрансем ÿстернине тĕрĕслесех тăнă. Иртнĕ çулта наркотиксемпе усă куракан пĕр çынна тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕнче наркотиксемпе усă куракан 5 çын, 1 наркоман, 1 токсикоман учетра тăраççĕ.
2004 çулта наркотиксене саккуна пăсса сутнă икĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Унăр пуçне ку енĕпе административлă майпа право йĕркине пăснă тĕслĕхсем пĕлтĕр виççĕ пулнă. Çак ыйтупа тĕрлĕ отрасльсенчи специалистсене явăçтарса шкулсенче «çавра сĕтел» хушшинче калаçусем ирттернĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче те ун пирки çутатсах тăнă.
Наркотиксемпе усă курассипе уйрăмах хăрушлăх кăларса тăракан участоксем шутне Мăн Сĕнтĕр, Муркаш, Москакасси тата Шомик ялĕсене кĕртмелле, вĕсенче çул çинче пирки канмалли кунсенче çамрăксем уйрăмах йышлăн пухăнаççĕ. Федераллă çулсем район территорийĕпе иртсе кайни те хăйĕн витĕмне кÿрет. Наркомансем хăйсене мĕнле тытни тăрăх та вĕсене тупса палăртма пулать. Ку тĕлĕшпе те яваплă çынсен пĕлÿ тивĕçлĕ шайра пулмалла.
Ларури иккĕмĕш ыйту – Уйкас Янасал, Чуманкасси тата Йÿçкасси ял администрацийĕсен территорийĕсенче наркотиксемпе усă курассине хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе лару-тăру епле шайра пулнине пăхса тухасси. Вĕсенчи ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.И. Егоров, В.П. Морозов тата В.З. Иванов пĕлтернĕ тăрăх, ку тĕлĕшпе вырăнта хăш-пĕр ĕçсем туса ирттереççĕ. Анчах та ĕçкĕпе иртĕхессипе, спирт пур шĕвексене сутассине хирĕç кĕрешесси çителĕксĕр пулса пырать. Ăнăçсăр, ачисене тивĕçлĕ воспитани паман çемьесемпе те ытларах ĕçлемелле. Ирĕклĕ халăх дружинин членĕсемпе çĕрлехи рейдсене тухни, право йĕркине пăсакансемпе профилактикăлла калаçусем ирттерни те усăллă. Уйрăмах çамрăксем, çамрăк хĕрарăмсем ĕçкĕпе иртĕхни канăçсăрлантарать.
- Ку тĕлĕшпе районти кашни ял администрацийĕнчех çулталăкĕпех тĕллевлĕ ĕçлемелле, вăхăтран вăхăта кăна мар. Ĕçкĕпе иртĕхекенсенепухусенче намăслантармалла, çак ĕçе общественноçа явăçтармалла, ял çыннисен пурнăçĕ интереслĕ пултăр, пушă вăхăчĕ усăллă ирттĕр, - тесе палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ, комисси председателĕ Ю.А. Иванов, ыйтăва тишкерсе пĕтĕмлетнĕ май.
Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн территорийĕ пĕчĕк мар. Çамрăксем те сахал мар кунта. Наркотиксемпе усă курасси, ĕçкĕпе иртĕхесси çине вара ĕçсĕрлĕх проблеми, вăхăта ниçта чикейменни витĕм кÿреççĕ. Аякри ялсенче пурăнакансенчен эрех ĕçекенсем ытларах. Ялсенче спирт, сăмакун сутакансемпе те кĕрешмелле.
Паллах, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн территоринче ку енĕпе сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Анчах çынсем урăх ĕçсене куçни те лăпланса лармалли пулăм мар. Çынсене пур çĕрте те ĕçлеме лайăх условисем туса памалла, ĕç укçи те тивĕçлĕ шайра пултăр. Ĕç вырăнне упракан, хăйне хисепленине туякан çын эрех ĕçсе çÿремест.
Алкоголизмпа кĕрешессине те малтанхи тапхăртах пуçламалла, унсăрăн усси сахал.
Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ тĕп больница та, кунти вăтам шкулпа Культура çурчĕ те çамрăксене сиенлĕ йăласенчен пăрас тесе нумай тăрăшаççĕ. Апла пулин те, çамрăксене çарпа-патриотизмла воспитани парас, вĕсене спортпа туслашма пулăшас, культурăллă тĕрлĕ мероприятисене явăçтарас тĕлĕшпе те ытларах вăй хумалла. Ку ĕçе те тĕллевлĕ туса пымалла. Çул çитмен çамрăксен пуласлăхĕшĕн те пурин те пĕрле тăрăшмалла. Культура учрежденийĕсем чăн-чăн кану вырăнĕ пулччăр. Унта ĕçкĕпе иртĕхекен, туртакан ÿсĕр çынсем валли вырăн пулмалла мар. Вĕсенче дружинниксем дежурство тăни те вырăнлă.
Комисси ларăвĕнче сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăнчĕç, 2005 çулхи пĕрремĕш çур çул валли ĕç планне çирĕпдетрĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"