12 января 2005 г.
«Сывă-и? Сывă! Апла хăвăртрах малалла пулăшар!»
Çакнашкал калаçăва районти тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕнче час-часах илтме пулать.
...Хĕллехи сивĕ каç. Районти тĕп больницăн анестезиологипе реаниматологи уйрăмĕн «Васкавлă пулăшу» машини çул-йĕр аварийĕ хыççăнхи вилĕм чиккинчи питех те йывăр арçынна илсе çитерчĕ. Ĕç тăрăх питĕ пысăк çĕнĕлĕхех мар пулин те, хуралта тăракан Галина Николаевна Кузнецова анестезиолог-реаниматолог самантрах канăçне çухатрĕ, палланă çын-çке. Ĕçĕ вара палланипе палламаннинче те мар: реанимаци уйрăмĕнче ĕçлекен сывлăх хуралçин кунта килсе çитнĕ çын юлташ е тăшман пулнине, пур-çук çилленÿсене пăхмасăр ăна таса совеçпе пулăшмалла, пур ытлашши туйăмăн та инкекре иккĕмĕш вырăна юлмалла. Çак ăслăлăх анестезиолог-реаниматолог юнĕнче ĕнтĕ. Çавăнпа та Галина Николаевна питех те йывăррăн сывлакан, кăвакарса шыçăнса кайнă арçынна реанимаци уйрăмĕнчи 4 кравать-вырăнтан пĕрин çине вырнаçтарса искусствăлла сывлав аппарачĕ лартрĕ – инкек тÿсекене пурнăçа тавăрас ĕç пуçланчĕ. Паян вара çулсем иртнĕ хыççăн, урамра çак арçынна курсан, сывлăх хуралçин уйрăмра ĕçлекенсем тĕрĕс туса ирттернĕ ĕç çынна пурнăçа тавăрнишĕн чунĕ çĕкленет, ĕç хавхаланăвĕ ÿсет. Ара, чĕрĕ юлнă çын - ĕç пĕтĕмлетĕвĕ – хăйех парне мар-и-ха!..
Тÿпере çăтмах хапхинче апостолпа унта пыракан чун калаçаççĕ:
- Мĕн-ара унта, пĕр чун пĕлĕтелле хăпарать те анать? - ыйтать чун темрен хăранăн.
- Кулянма кирлĕ мар, ку вăл реаниматологсем тепĕр çынна чĕртме тăрăшаççĕ, - хуравлать апостол.
Шÿт шÿтпе те, анчах кунта тĕрĕслĕх виçи пысăк.
Реанимаци (латинла «ре» - тавăрни (возврат), «анима» - пурнăç (жизнь)) – пурнăçа тавăрни.
Анестези – операци вăхăтĕнче организмăн пурнăç пĕлтерĕшлĕ функцийĕсене сыхлани.
Пĕлтĕр районăмăр 60 çул тултарчĕ. Çак хушăра Муркаш Енре тĕп больница аталанăвĕ те кайри ретре мар. Кунта манăн паян реанимаци уйрăмне палăртас килет: январĕн 2-мĕшĕнче 15 çул тултарчĕ вăл. Çакна каласа хăвармалла. Яланах малти ретре пулнă муркашсем тĕп больницăра анестезиологипе реанимаци уйрăмне уçассипе те кайри рете юлман.
Муркашри тĕп больницăна 1977 çулта ЧПУри медфак хыççăн хирург пулса ĕçлеме килнĕ Иван Алексеевич Воробьев аса илĕвĕнчен:
- Вăл вăхăтсене сывлăх хурал аталанăвĕ çĕнĕ картлашкасем çине хăпарса пынă çулсем темелле. Унччен интернатурăра пĕр çул хирургипе анестезиологи-реаниматологире ирттернĕрен 1978 çулхи августра мана больницăн анестезиолог-реаниматолог тивĕçĕсене шанчĕç. Çавăнтанпа эпĕ çак ĕçре. Пуçламăш утăмсем йывăр та кăткăсчĕ. Васкалă операцисене тăтăшах килтен чĕнетчĕç, пĕрмаях больницăн тĕрлĕ уйрăмĕсене консультацие çÿреттĕм. 4 çул çапла пĕччен ĕçлерĕм.
1982 çулта анестезиологипе реаниматологи квалификацине ÿстернĕ хыççăн И. Воробьева Муркашри тĕп больницăра 1960 çултанпа медсестра пулса ĕçленĕ Валентина Николаевна Афанасьева сестра-анестезистка пулăшма пуçлать.
- 40 çула яхăн пынă ĕç ĕмĕрне хирурги тата реанимаци уйрăмĕсенче ирттертĕм. Хамăр анестезиологсем (операци сĕтелĕ çинчи çыннăн пурнăçĕшĕн яваплисем) пулманран малтанхи çулсенче наркозсем пама тата йывăр операцисем ирттерме хуларан ятарлă бригада килетчĕ. Пĕлĕве ÿстернĕ хыççăн çак ĕçе И. Воробьевпа хамăр çине илтĕмĕр. Пуçламăш утăмсем çăмăл пулман: кислород баллонне водительпе пĕчченех илсе килеттĕм, искусствăлла сывлав аппаратне алăпа ĕçлеттерсе лараттăм, каярах çеç хăй тĕллĕн ĕçлекен аппаратсем килчĕç. Анчах çын сывлăхне сыхласси çăмăлланчĕ теес килмест, - тет паян тивĕçлĕ канури В. Афанасьева. 40 çул сывлăх хуралĕнче ырми-канми тимлесе Валентина Николаевна хирургипе реанимаци уйрăмĕсенче ырă ят хăварнă, çемье династине çул уçнă: паян унăн ĕçне ывăлĕ Анатолий Петрович хирург-травматолог малалла тăсать.
- Йывăр чирпе е ытти инкекпе пирĕн пата лекекенсем каярах сыввăн утса çÿренине курсан чун савăнать, - терĕ хăй калаçăвĕнче уйрăма мĕн уçăлнăранпа ертсе пыракан Иван Михайлович Ярдыков.
Пурнăç тата медицина аталаннăçемĕн пысăк операцисем çул илеççĕ, йывăр чирлисем йышланаççĕ. Çакна курса вăл вăхăтра больницăн тĕп врачĕ пулнă В. Виноградов тимленипе 1990 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче Муркашра республикăра пуринчен малтан майлах реанимаци уйрăмĕ уçăлать. Сăмах май, 1991 çулта ЧР Сывлăх сыхлав министерстви çакнашкал уйрăмсене кашни районтах уçма приказ кăларать. 1990 çул тĕлне больницăра çĕнĕ уйрăм уçма кадрсем çитнĕ ĕнтĕ. Çапла вара пĕрремĕш кунран пуçласах кунта И. Ярдыков, И. Воробьев, Ю. Корольков, Г. Кузнецова анестезиолог-реаниматологсем ĕçлеççĕ. Вĕсене 7 сестра-анестезистка пулăшаççĕ. 1990 çулта çĕнĕ уйрăмра 180-200 наркоз тунă пулсан, пĕлтĕр вăл 700 яхăн пулнă, реанимаци уйрăмĕ витĕр 500 яхăн çын тухнă.
- Ĕçĕ çăмăл мар, анчах юнашар тарăн пĕлÿллĕ тата пĕр-пĕрне ăнланакан, йывăр самантра канашпа е ĕçпе пулăшма хатĕр юлташсем-коллегăсемпе пирĕн ĕçе çывăха илекенсем пулнăран йывăрлăхсене çĕнтерсе пыратпăр. Тĕп больница администрацийĕ те çак уйрăмпа кунти врачсем мĕн тери кирлине ăнланса пире аталантарассипе пысăк ĕçсем тăвать, - терĕ ĕçрен пушаннă вăхăтра ( ун пекки, тĕрĕссипе, кунта çукпа пĕрех) Иван Михайлович. Эпĕ куç хĕррипе юнашарти кĕнеке çÿлĕкĕ çине пăхрăм. Мĕн тĕрлĕ кĕнеке çук пулĕ унта: хирургипе, педиатрипе, акушерствăпа, эндокринологипе... Шухăшсем малалла кайрĕç. Чăнахах çав, анестезиолог-реаниматологсем пур чир-чĕрпе те юлашки самантра пулăшу паракансем.
Пушă вăхăт тенĕрен... Постри медсестра Иван Михайловича чирли патне чĕнчĕ. Сывлăх хуралçин куçĕсенчен пăхрăм. Çĕр тĕрлĕ шухăш унта, пĕр çын çинчен мар, кашни чирли пирки: мĕн пулнă, мĕн аманнă, мĕнле пулăшу вырăнлăрах, рентген ÿкерчĕкĕ мĕн кăтартĕ-ши, пусăм виçерех-ши т. ыт. те. Çын пурнăçне çăлас тесен кашнин çинех вăхăтра хурав тупмалла. Реанимацин туслă уйрăмĕнче вĕсене тупаççĕ те. Çапла вара çул çинчи аварисенче тата шыв çинче инкек тÿсекенсем, тĕрлĕрен майпа наркăмăшланнисем чылай чух кунтан сывалса тухаççĕ. Юлашки çулсенче вилекенсем 4-6 процент чакни те республикăри вăтам кăтартуран лайăхрах. Çакă Муркашри анестезиологипе реанимаци служби пĕр вырăнта тăманнине, тăтăш аталаннине кăтартать. 15 çул хушшинче çĕршер-пиншер çыннăн пурнăçне сыхласа хăварни пысăк çĕнтерÿ мар-им? Хурав хирĕçле пулаймасть.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"