30 декабря 2004 г.
2004 çул вĕçленсе пырать. Çулăн юлашки кунĕсенче пур çĕрте те кăçалхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ, Çĕнĕ çул валли çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ.
Районта вĕрентÿ системине реформăлассипе кăçал сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарса база шкулĕсем туса хунă. Ку проекта Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтерсе тăрать.
Районти база шкулĕсене – Калайкассинчи, Мăн Сĕнтĕрти, Йÿçкассинчи вăтам шкулсене кăçал вĕрентÿ оборудованийĕ нумай килнĕ. Çак проект иртнĕ çулхи çуркунне ĕçлеме пуçланă пулсан, кăçал вăл уйрăмах ăнăçлă пулнă. Сăмахран, 2004 çулта база шкулĕсене – компьютер тата офис оборудованийĕсене, класс пÿлĕмĕсене – сĕтел-пукансемпе, магнитлă доскасемпе, спорт залĕсене – спорт инвентарĕпе, мастерскойсене – ятарлă станоксемпе тивĕçтернĕ. Шкул библиотекисене вĕрентÿпе методика материалĕсем нумай килнĕ: учебниксен комплекчĕсем, видеофильсем ,таблицăсем т. ыт. те. Чи пахи вара – электронлă вĕрентÿ материалĕсем, вĕсем занятисене паянхи пурнăç ыйтнă пек тивĕçлĕ шайра ирттерме май параççĕ.
Кăçал шкул бухгалтерийĕсем валли те тĕрлĕрен материал килнĕ. Ачасене шкула автобуссемпе турттараççĕ. Чи юлашкинчен вара шкул столовăйĕсем валли тĕрлĕ оборудовани килчĕ: плита, холодильник, кухня машини, сĕтелсем, электроалшăллисем.
Куратăр ĕнтĕ, кăçал сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. База шкулĕсене тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтерни ачасене тарăн пĕлÿ парассине лайăхлатнипе пĕрлех кунта пурăнакан çынсемшĕн те питĕ меллĕ.
Шкулсен тытăмне улăштарасси вара тĕрлĕ мелсемпе пулса пырать. Хăш-пĕр çĕрте шкул-ача садне туса хунă, тепĕр çĕрте вĕрентÿпе культура комплексĕсем т. ыт. те. Ку енĕпе 2005 çулта та ĕçлеме палăртнă. Çитес çул тĕрлĕ кабинетсене ятарлă приборсемпе тивĕçтерме пуçлаççĕ, бухгалтерсем валли компьютерсем килеççĕ т. ыт. те. Паллах, йывăрлăхсемсĕр мар, анчах та вĕсене çĕнтерме пулать. 2005 çул та вĕрентÿ системишĕн ăнăçлă пуласса шанас килет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"