29 декабря 2004 г.
Чăрăш (елка) илемлетес йĕркене 2 пин çул ытла. Авалхи çынсем кашни йывăçрах ырă вăйсем пур тесе шутланă. Çавăнпа та вĕсене тĕрлĕ илемсемпе çимĕçсем, парнесем çакса ырă сунса хавхалантарма тăрăшнă. Ытти йывăçсем хушшинче ялан симĕс чăрăш уйрăм вырăнта тăнă: вăл таса, çветтуй, мирлĕ йывăç шутланнă 6 тĕттĕмрен чĕрĕлекен çĕнĕ пурнăçа симвăлланă. Ĕлĕк-авал чăрăша теттесемпе мар, ытти йывăçсен çимĕçĕсемпе илемлетнĕ. Пан улми - çĕр пулăхлăхне, мăйăр – турă промыслине çитме çуккине, çăмарта пурнăç аталанăвне симвăлланă.
Елкăна киле лартас йăла-йĕрке Европăна Азирен пирĕн эрăчченхи 4-мĕш ĕмĕрте килнĕ тĕрĕк халăхĕнчен – гуннсенчен – пуçланнă текен верси пур: гуннсем çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче Йĕрлу турă килессе кĕтсе яланах симĕс чăрăш тураттисене парнесемпе илемлетнĕ. Пирĕн эрăри иккĕмĕш ĕмĕрте гуннсене Европăран хăваласа ярсан та вĕсен темиçе йăхĕ унтах юлнă, вĕсем Баварие вырнаçнă. Шăпах çав вырăнсенчен 16-мĕш ĕмĕрте Европăри çĕршывсене Çĕнĕ çул елки тухнă. Кĕçех пÿртсенче ялан симĕс чăрăша лартасси Германийĕпех, хыççăн Европипех сарăлнă.
Малтанхи вăхăтра илемлетнă чăрăшсем дворянсемпе купцасен çурчĕсенче çеç вырăн тупнă. Хуçисем вĕсене тĕрлĕ теттесемпе илемлетнĕ. Кантăкран тунă малтанхи шара Саксонире 16-мĕш ĕмĕрте хатĕрленĕ. Вĕсене промышленноçра сериллĕ кăларасси 18-мĕш ĕмĕр варринче çеç пуçланнă. Вăл парнесене пуянсем çеç туянма пултарнă. Çав вăхăта тивекен халап: «Чухăн хĕрарăм ачисем валли Çĕнĕ çул чăрăшĕ туянма пус çумне пус хушса укçа пуçтарнă та чăрăш туяннă. Çĕр каçа çав чăрăш çине эрешменсем карнă карана çамрăк Христос кĕмĕл çипсемпе çавăрать. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ Çĕнĕ çул чăрăшне çуталакан «çумăрпа» илемлетесси.
Раççейре Çĕнĕ çула Аслă Петĕр патша указĕпе 1700 çултан пуçласа январĕн 1-мĕшĕнче (унччен сентябрĕн 1-мĕшĕнче пулнă) уявлама пуçланă. Ку тĕлĕшпе патша указĕнче çапла каланă: «Паллă вырăнсенче тата урамсем хĕррипе çуртсемпе кил хапхисем çине хырпа чăрăш тата уртăш (можжевельник) тураттисенчен тунă илемсем вырнаçтармалла, пĕчĕк пушкăсемпе пăшалсенчен пемелле, ракетăсем ямалла, çутăсем çутмалла. Чухăнсен хапхасем çине лăсăллă туратсем те пулин лартмалла». Кĕçех чăрăша илемлетес уяв халăх праçникĕ пулса тăнă.
1916 çулта пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан чăрăша илемлетесси «йĕнсе кайнă». 1812 çулхи Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнчи пекех Таса синод чăрăша илемлетесси нимĕç традицийĕсенчен килнĕ тесе килсенчен симĕс йĕплĕ йывăçсене лартма чарăнма ыйтнă.
Елкăна хирĕç тăни совет влаçĕнче те пулнă. 1918 çулта Христос çуралнине уявлассине буржуази сĕмĕ тесе пĕлтернĕ. Çынсем вара çак уява 1935 çулчченех вăрттăн уявланă. 1935 çулта Христос çуралнине уявласси вырăнне Çĕнĕ çул уявлас шухăш çуралнă. Сталин указĕпе çĕр-шыв Христос çуралнăранпа 1935 çула илемлетнĕ чăрăшсем айĕнче Хĕл Мучипе кĕтсе илнĕ. Январĕн 1-мĕшĕ 1947 çулта çеç ĕçлемелле мар кун пулса тăнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"