25 декабря 2004 г.
1995 çулхи майăн 19-мĕшĕнчи 81-ФЗ номерлĕ «Ача пур граждансене патшалăх пособине парасси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта ачашăн уйăхсерен паракан пособие 7204 ачашăн 4352 ашшĕ-амăшĕ илсе тăрать.
1999 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ачашăн уйăхсерен паракан пособие ашшĕ-амăшĕнчен (усрава илекенсенчен, опекунсенчен, попечительсенчен) пĕрне çуралнă, усрава илнĕ, опекăна илнĕ пĕрле пурăнакан кашни ачашăн параççĕ: ача 16 çул (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕнче – вĕсем вĕренсе пĕтериччен, 18 çул тултариччен) тултариччен, енчен те çемьери вăтам тупăш кашни çын пуçне пурăнмалли минимумран иртсе каймасть пулсассăн.
1995 çулхи майăн 19-мĕшĕнчи 81-ФЗ номерлĕ «Ача пур граждансене патшалăх пособийĕ парасси çинчен» федераллă саккунăн 18-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пособи пама ыйтакан çемьери çынсем мĕн чухлĕн пулнине кăтартни, çемье тупăшĕ тĕрĕс те тулли пулнăшăн яваплă пулса тăрать. Патшалăх пособине илекенсен ача пур граждансене патшалăх пособине пама палăртакан органсене юлашки сведени тăратнă хыççăнхи виçĕ уйăхри патшалăх пособине улăштарма е тÿлеме пăрахма кăларса тăратакан лару-тăру çинчен вăхăтра пĕлтерсе тăмалла.
Çÿлерех асăннă саккунăн 19-мĕш стайипе килĕшÿллĕн ача пур граждансене патшалăх пособине пама палăртакан тата тÿлекен органсен хăйсем суйласа илнĕ тăрăх çемье тупăшĕ çинчен тăратнă сведенисем тĕрĕссипе тĕрĕс маррине тĕрĕслеме право пур.
Ача пур граждансене патшалăх пособине ăна илсе тăракан айăпĕпе (документсене юриех тĕрĕс мар сведенисемпе палăртнă, патшалăх пособине илме витĕм кÿрекен даннăйсене пытарнă пулсан) ытлашши тÿленĕ пулсан, каялла шыраса илеççĕ. Ку тĕлĕшпе тавлашу сиксе тухсан, суд йĕркипе татса параççĕ ыйтăва.
2004 çул тăршшĕпех çакнашкал суйласа илнĕ тĕрĕслевсем ирттертĕмĕр. Пурĕ уйăхсерен ачашăн пособи илекен 643 ашшĕ-амăшĕн çемье тупăшне тĕрĕслерĕмĕр. Пĕтĕмлетÿ çакăн пек пулчĕ: 135 ĕçпе ачашăн уйăхсерен паракан пособие каялла шыраса илтĕмĕр – пĕтĕмпе 8470 тенкĕ.
Практика çакна кăтартса парать, хальхи вăхăтра граждансен уйрăм категорийĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи ÿсрĕ. Çакă çемьере кашни çын пуçне вăтамран тивĕçекен тупăш калăпăшне улăштарма май парать. Чылайăшĕ тата ĕç вырăнĕсене улăштарнă. Çавăнпа тае район администрацийĕн социаллă политика управленийĕ ачашăн уйăхсерен пособи илекен граждансене патшалăх пособине илессинче витĕм кÿрекен пур улшăнусене те вăхăтра пĕлтерме ыйтать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"