Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асилÿсем чуна ăшăтаççĕ"

25 декабря 2004 г.

 

 Хорнуйĕнче пурăнакан Р.В. Ермолаева Муркаш районĕн халăх судĕнче суд исполнителĕнче вăй хунă. Çак системăра 34 çул ĕçленĕ Раиса Вячеславовна паян тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Эппин, районти халăх сучĕн 1968-2002 çулсенчи историне унăн ĕçĕ те çырăнса юлнă. Паян та час-часах аса илет вăл çав вăхăтсене:

- Суд ларăвĕсене ун чух вырăна тухса ирттереттĕмĕр. Пĕр кунта пăхса тухайманнипе, ялтах юлма тиветчĕ: пĕр-пĕр ватă çын патĕнче çĕр каçаттăмăр. Чăннипех те, сивĕ клубсенче краççын лампипе ирттернĕ ларусем пĕрре кăна пулман вĕт. Ялсене çуранах çÿренĕ е лаша  çуни çинче, е трактор тележки çинче ларса çитнĕ çитес çĕре. Сивĕпе чернил шăнса ларса тата мĕн чухлĕ чăрмантарнă пулĕ.

Раиса Галкина (хĕр чухнехи хушамачĕ) суд системинче секретарь пулса ĕçлеме тытăннă. Паянхи пекех астăвать-ха Раиса вячеславовна вырăна тухса ирттернĕ пĕрремĕш ларăва Шатракассинче пулчĕ вăл: хĕрарăм хăйĕн тин çуралнă ачине лаша вити çурчĕн урайĕ айне ярса вĕлернĕ. Халăх сучĕ ун чухне çакăн пек приговор кăларчĕ: УК 103-мĕш (ун чухнехи  уголовнăй кодекспе) статйинчи преступление тунăшăн 3 çуллăха ирĕкрен хăтарас.

Пурнăç çулĕ çине тин çеç тухнă халăх сучĕн çамрăк секретарĕн чĕри самаях ыратрĕ çав лару вăхăтĕнче.

Ларусене вырăна тухса ирттернĕ тенĕрен ун чухнехи халăх сучĕн çурчĕ те пĕчĕк çеçчĕ: паян районти çар комиссариачĕн çурчĕн вырăнĕнчеччĕ. 1976 çулта паян район сучĕ вырнаçнă çурта хута ярсан, суд архивне çĕнĕ çурта çунашкапа куçарнине Раиса Вячеславовна лайăх астăвать-ха.

- Ун чухне суд председателĕнче Г.П. Ермолаев вăй хуратчĕ, - тет вăл ун чухнехине аса илсе.

Р.В. Ермолаева суд секретарĕнче 1982 çулччен ĕçленĕ. Çак çулхи май уйăхĕнчен пуçласа вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех (2002 çулта) çак ĕçре вăй хунă.

- Коллектив çав тери лайăхчĕ, туслăччĕ, - тет çав вăхăта куç умне кăларса Раиса Вячеславовна.

Т.А. Кабетовпа та, М.М. Багаутдиновпа та, Р.И. Ильинапа (Гапоненко) та, В.П. Щетинкинпа та, М.М. Гайгутдиновпа та, Л.Е. Сетковпа та, Э.Л. Тарасовапа та ĕçленĕ вăл. Асилĕвĕсем вара унăн пурин çинчен те ыррисем çеç.

Еплерех хут çитместчĕ тата секретарьте ĕçленĕ чух. Çавăнпа та документсен «черновикне» кив хаçат çине çырса пани сахал пулнă-и: хаçатри строкасем хушшине.

Çăмăл мар çав нихăш ĕçре те. Раиса Вячеславовна 19998 çулччен суд исполнителĕнче  пĕчченех ĕçлерĕ. Ку вăл официаллă майпа палăртнă должноçĕ. Унсăр пуçне тем те тума лекетчĕ: бухгалтерĕ те, техслужащийĕ те, делопроизводителĕ те хăехчĕ. Кашни эрнере Шупашкара отчетпа çÿретчĕ. 1998 çулта вара суд приставĕсен Муркаш районĕнчи подразделенине туса хурсан (унччен суд приставĕсен районсем хушшинчи подразделенийĕ пулнă), В.В. Лобастов  суд приставĕпе пĕле ĕçлерĕ.

Хăйĕн ĕçне юратса тунăран ĕнтĕ йăлт ĕлкĕретчĕ Р.В. Ермолаева. Çавăнпах ĕнтĕ ăна ĕçре те хисеплетчĕç. Эппин, паян тивĕçлĕ канура чух, пĕрле вăй хунă ĕçтешĕсене аса илме те кăмăллă. Район судне килсен те Раиса Вячеславовнăна кунта хапăл тусах кĕтсе илеççĕ. Манмасть район сучĕн паянхи коллективĕ хăйĕн ĕçтешĕсене.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика