25 декабря 2004 г.
ЧР Экономика аталанăвĕ тата суту-илÿ министерстви «Çулталăкри хĕрарăм-директор» республикăри конкурсра пĕтĕмлетрĕ. Çак пĕтĕмлетÿ вара пире, Муркашсене, мăнаçланма май парать. Мĕншĕн-и; Мĕншĕн тесен çак конкурс пирĕн районти хĕрарăм-ертÿçĕсем чăннипех те пултаруллине, тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Сăмах кам çинчен пынине те ăнкарса илтĕр пулĕ-ха. Тĕрĕсех: РФ Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн управленийĕ Х.М. Тимофеева пирки. Хаçат вулакансем Харитина Мироновна Раççей Перекет банкĕн чи пысăк наградине «За верную службу» медальне, Чăваш Республикинчи чи пĕрремĕш илнине те лайăхах астăваççĕ. Ку конкурсра та пултаруллă ертÿçĕн ĕçне тĕрĕс тивĕçлĕ хак пачĕç. «Сила характера» номинаципе ирнтĕ Конкурсра Х.М. Тимофеева çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çак вырăншăн 20 кандидат шута илсен, ку Харитина Мироновнан черетлĕ тепĕр пысăк çĕнтерĕвĕ пулчĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн, «Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн» обществăлла организацин Дипломне тивĕçрĕ. Çавăн пекех РФ Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн филиалĕн управляющине Х.М. Тимофеевана профком ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, нумай çул хушши ăнăçлă вăй хунăшăн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров тав тунă.
Харитина Мироновнăна черетлĕ çĕнтерÿпе эпир те чун-чĕререн саламлатпăр. Çĕнĕ çулта çĕнĕ ÿсĕмсем тума ырлă-сывлăх сунатпăр.
Çак сăмахсем Мăн Сĕнтĕр райпо Канашĕн председателĕн Л.П. Майковăн ячĕпе те пулччăр. Людмила Петровна та «Çулталăкри хĕрарăм-директор» конкурса хутшăннă, свидетельство илнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"