25 декабря 2004 г.
Муркаш районĕнчи шкулсенче ачасене обществăлла пĕрлешĕвĕсемпе организацийĕсем пур – «СМ и Д» ят панă вĕсене (союз молодых и деловых). Ачасене организацийĕ çитĕнекен ăрăва хăйĕн пултарулăхне тупса палăртма пулăшас тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлет, пурнăçпа тан пыма тăрăшать. Çак тĕллеве пурнăçлама вĕрентÿ пайĕ иртнĕ эрнере ачасене обществăлла организацийĕсен проекчĕсен презентацине ирттерчĕ.
Юнкăри вăтам шкулти ачасен «Çунатлă çамрăклăх» ятлă обществăлла пĕрлешĕвĕ «Вăрманшăн тус пул» темăпа проект тăратрĕ. Вĕсем ку енĕпе икĕ çул ĕçленĕ, Малиновка лесничествипе килĕшÿ тунă, 3 пин ытла йывăç лартнă. Нискассинчи вăтам шкулти ачасен организацийĕ Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа парк тăвасси проектне хÿтĕленĕ. Панклири тĕп шкулти ачасен «Ĕмĕтсен пристанĕ» организацийĕ çулталăкĕпех çăлкуçсене тирпейлесе тăнă, татах 31 çăлкуç тупса палăртнă. Хăйсен тăрăхĕнчи тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те вĕсем нумай ĕçленĕ. Атапайри тĕп шкулти ачасем йывăçсен вăррисене пухаççĕ, питомник йĕркеленĕ, шкул территорийĕнче парк тума шутлаççĕ. Шетмĕпуçсем сывă пурнăç йĕркин проектне хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.
Ачасен проекчĕсене вĕрентÿ пайĕн методика кабинечĕн ертÿçи Г.З. Борисова, Муркашри «Сельлесхоз» директорĕ Б.А. Хрусталев, ачасене пултарулăх çурчĕн ертÿçи Р.В. Колесникова тата вĕрентÿ пайĕн çамрăксен политикин методисчĕ Л.Ю. Сергеева тĕплĕн тишкерсе хакланă.
Ачасен организацийĕсем ку енĕпе шкулсенчи аслă вожатăйсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, социаллă проблемăсене ăнланса вĕсене татса пама тăрăшаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"