Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район сучĕ 60 çул тултарас умĕн

18 декабря 2004 г.

 

Шăпах Тренккăра çак çуртра пурăннă Т.А. Кабетов. Аслă ăрури çынсем район судĕнче  нумай çул судьяра ĕçленĕ Тимофей Афанасьевича лайăх астăваççĕ. Тĕрĕсрех каласан килне вăл канмалли кунсенче е уйăхра пĕрре  çеç килкеленĕ. Пĕтĕм пурнăçĕ ĕçре иртнĕ унăн, тăван ялĕнчен 30 çухрăмра вырнаçнă общежитире пурăннă вăл.

- Мăн Сĕнтĕрте халăх сучĕн пĕчĕк пÿлĕмĕнчех пурăнатчĕ: пĕр сĕтел, пĕр кравать ларатчĕ. Территоринче йăран тăватчĕ, - аса илет паян Тимофей Афанасьевичăн хĕрĕ Р.Т. Белова, икĕ ывăлĕпе ашшĕ килĕнче пурăнаканскер.

Эпĕ ашшĕн кун-çулĕпе кăсăкланса килнине пĕлсен Раиса Тимофеевнан хĕпĕртенипе куçĕсем шывланчĕç:

- Тавах, ман аттене те аса илчĕç, - терĕ вăл. Унтан пĕр чăматан ашшĕн докуменчĕсене туртса кăларчĕ. Вĕсемпе паллашнă май Тимофей Афанасьевичăн пĕтĕм кун-çулĕ ман асра йĕркеленчĕ.

- Çав тери тĕрĕслĕхе юрататчĕ атте. Тĕрĕс ĕçпе пурăнăр, тесе вĕрентетчĕ пире. Çакна ăша хывса ÿстернĕ Тимофей Афанасьевич хăйĕн 4 хĕрне мăшăрĕпе.

- Тата çав тери хытă ĕçлеттеретчĕ пире. Çынсен ачисем ярмăрккăна каятчĕç. Пире атте çум çумлаттаратчĕ. Ача чух ун çине кăшт çилленеттĕмĕр те, халĕ тав тăватпăр. Ĕçлесен, тĕрĕс пурăнсан, пурнăçа майлаштарса пыма пулатех.

Тĕрĕслĕхе юратнăран, ĕçе чи пирвайхи вырăна хунăран ĕнтĕ вăл халăхра  хисепре пулнă. Ĕçтешĕсем хушшинче пысăк авторитет çĕнсе илнĕ. Çакна тивĕçлĕ канăва тухичченхи чирленине пула темиçе хут ĕçрен хăтарма ыйтса çырнисем те çирĕплетеççĕ. Хăй ĕçне пĕлсе, тĕплĕн пурнăçлакан судьян ыйтăвне Чăваш АССР юстици министрĕ К. Белков 1973 çулхи октябрьте пенсие тухма вăхăт çитсен çеç тивĕçтернĕ.

Ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ Т.А. Кабетов урăхла пулма та пултарайман. Нушине те сахал мар тÿснĕ вăл. Çакна унăн биографи страницисем те çирĕплетсе параççĕ. 1910 çулта декабрĕн 11-мĕшĕнче Тутаркасси районĕнчи Тренккăра вăтам хресчен килĕнче çуралнăскер 9 çулта Ильинка шкулне вĕренме каять. Унта 4 çул вĕреннĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕрти  6 çул вĕренмелли шкулта та вĕренме пуçлать. Анчах ашшĕ-амăшĕ чирленине пула çулталăк та 5 уйăхран пăрахать. Вара ача ашшĕн хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕнче вăй хурать. Хĕллехи вăхăтра 1927-1930 çулсенче Нарате шывĕ çинче сулăсем те тиет, Мускав-Хусан чугун çул организацийĕсенче ĕçлет. Хастар каччăна ялта асăрхаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Тренккăра уполномоченнăй та, Ильинка ял Совет членĕ (1931 ç) те пулать. Тепĕр çулхине ял Совечĕн счетоводĕнче вăй хурать. Колхозсем тунă вăхăтра (1931 çулта) Якку шăллĕпе вĕсем колхоза кĕмен. 1932-1934 çулсенче РКК ретĕнче пулать.

Ку вăл Т.А. Кабетовăн пурнăçĕн  малтанхи тапхăрĕ. Унăн иккĕмĕш тапхăрĕ вара шăпах çар ретĕнчен таврăничченхи самантран пуçланать. Хăй ыйтнипе рота командованийĕ ăна çулталăк вĕрентекен право шкулне вĕренме ярать. Çапла вара Т.А. Кабетов 1935 çулхи сентябрьте ЧАССР НКЮ çумĕнчи право шкулне вĕренсе пĕтерет. Сĕнтĕрвăрри районĕн халăх судне суд исполнителĕ пулса ĕçлеме яраççĕ ăна.

Халĕ Тимофей Афанасьевич ĕç биографине куç умне кăларар-ха малалла. 1936 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен вăл халăх сучĕн секретарĕнче ĕçлет. 1937 çулхи мартăн 5-мĕшĕччен. Кайран вара Сĕнтĕрвăрри районĕн халăх судĕнче нотариус сĕтелĕн заведующийĕнче ĕçленĕ вăхăтсем. 1939 çулхи январьте вара Тимофей Афанасьевич – Ишлей районĕн халăх судйи. 1941 çулхи декабрьте ăна вăрçа ăсатаççĕ. Çар службине юрăхсăррине пула Т.А. Кабетов мĕн каялла таврăничченех тĕрлĕ çĕрти  çар трибунал членĕ пулать: 14-мĕш хĕвеланăç стрелковăй дивизин, Мускав çар округĕн, Рязань, Тула гарнизонĕсен çар трибуналĕсенче. 1945 çулта Совет Союзĕн Верховнăй главнокомандующин, генералиссимусăн Сталинăн  çав çулхи августăн 23-мĕшĕнчи 572-мĕш номерлĕ приказĕпе килĕшÿллĕн юстицин  аслă лейтенантне Т.А. Кабетова Инçет хĕвелтухăçĕнче японецсемпе çапăçнăшăн тав тунă.

1946-1960 çулсем – Сĕнтĕр районĕн халăх судйи. 1960-1963 çулсем – халăх сучĕн председателĕ. Унтан Етĕрне районĕн халăх судйи. 1963 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Т.А. Кабетов Муркаш районĕн халăх судйинче вăй хунă. Кусем Тимофей Афанасьевичăн ĕç биографийĕн вăрçă хыççăнхи тапхăрĕ. Чунне парса ĕçленĕшĕн çĕршывăмăр ăна  «Хисеп палли» (1997 ç), Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» тата ытти тем чуль медальсемпе наградăларĕ. Хăйĕн пĕлÿне те тăтăшах ÿстерсе пычĕ вăл: Хусанти юридици шкулне пĕтерет, юридицин тĕрлĕ курсĕсенче пулать тĕрлĕ çулсенче.

Кайран та хĕрÿ чĕреллĕ судья килте ларман. Хуçалăхри ревкомисси председателĕ пулнă, право ыйтăвĕсемпе калаçусем ирттернĕ клубра. Мăшăрĕпе Евдокия Викторовнăпа сетка та çыхнă.

Манăн ал айĕнче Т.А. Кабетовăн çырса пынисен блокночĕ: «В обществе, строящем коммунизм, не должно быть место правонарушению и преступности. Но пока имеются проявления преступности, необходимо принимать строгие меры.

1998 çулхи июльте йывăр чирлесе выртакан Тимофей Афанасьевича хĕрĕсем  обществăри малтанхи система пĕтни çинчен пĕлтерсен, ватă судья ĕненмерĕ. Паян район судĕнче хăй пек тÿрĕ чунлă, тĕрĕслĕхшĕн çунакан çудьясем ĕçлени лăплантаратех пулĕ унăн чунне.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика