Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк тĕпелте тирпейлĕ ĕçлеме вырăн пурах

18 декабря 2004 г.

 

«Ял хĕрарăмĕ: ĕнер, паян, ыран» рубрикăна уçма шутласа шухăш анлăна кайрĕ. Юлашки 100 çул хушшинче кăна ял хĕрарăмĕн пурнăç стилĕ тĕпрен улшăнчĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче обществăлла пурнăçа хутшăнман, ялтан тухсах курман, тырă вырса тата выльăх пăхса тĕпелте çăкăр пĕçернинчен малалла иртмен чăваш хĕрарăмĕ паян космосла хăвăртлăхпа общество аталанăвне витĕм кÿме, ĕçри пултарулăхĕпе хăй арçынран пĕр утăм та кайра маррине ĕçĕпе, анлă шухăшлавĕпе çирĕплетме пуçларĕ.

...Кулленхи пурнăçра ĕçсемпе хутшăнусен пĕр енлĕхĕ йăлăхтарман хĕрарăм пур-ши; Вĕсенчен кашнинех-тăр тарăна пытаннă шухăшра пĕрре мар хăйсем «вăйсăррисем йышне» кĕнипе обществăри «ирĕкĕсĕрлĕхе» лекнишĕн пăшăрханнă. Хăй тĕллĕнлĕх суйлавĕ, ĕçе никама пăхăнмасăр сÿтсе явасси, такам ирĕкĕнчен хăтăласси – чăваш хĕрарăмĕн ĕмĕрсем хушши пынă ĕмĕтленĕвĕ. Иртнĕ ĕмĕрте чылай хушă ĕмĕтре çеç пулни чăваш хĕрарăмĕ умне тăчĕ...

-                     Чăваш хĕрарăмĕн тĕпелĕ пысăк. Унăн, малашлăхпа пурăнас-тăк, кăмака умĕнче çеç тăмалла мар, пысăк тĕпеле (общество пурнăçне тесе ăнланăр.- А. Бел.) хăйĕнех тирпейлемелле те пурнăçа кĕртмелле. Паян аякран килсе туса парасса кĕтни вырăнсăр,- тет Маргарита Михайловна Мигушова (сăн ÿкерчĕкре) предприниматель çăмăл автомашина рулĕ умне ларнă май. Аслă экономика пĕлĕвне хĕрлĕ дипломпа илнĕскер, Ярославкăра «Сеятель» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕчĕк пÿлĕмре 4 çул каялла уçнă «Катюша» магазинăн малашлăхне, ял çыннисем потребитель культури ÿсессе тата çакăнта пĕрлехи тĕллевпе наукăрипе психологири çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе ĕçлеме кирлине ăнланать малтуртăмлă хĕрарăм. Ăнланать те ĔÇЛЕТ.

Обществăн (пирĕн тĕслĕхре ял пурнăçĕн) малашлăхне тинкерекен тата çутă малашлăх валли хăй мĕн тума пултарнине ĕçĕпе пурнăçа кĕртекен Маргарита Михайловна Мигушова паян пирĕн хăнара. Унăн ырă шухăш-ĕмĕтне вулавçăсем йышăнасса шанатпăр. Тен, сĕнÿсем те пулĕç?

Тепĕр сăн ÿкерчĕкре вара М. Мигушован ырă пуçарăвĕсене, 21-мĕш ĕмĕрти ăнланăвне пурнăçа кĕртекенсем: «Катюша» магазинри Елена Мигушова сутуçă пулăшуçи, Надежда Арчикова аслă сутуçă, Надежда Пушкарева сутуçă.

-                     Маргарита Михайловна, сирĕн шухăшлавсемпе ĕç никĕсĕ интереслĕ пулни пире çак калаçу патне илсе çитерчĕ. Шутлатăп та, тĕлĕнетĕп: сирĕн шухăш-ĕмĕтсемпе ĕçсем Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн программисемпе, Раççей аталанăвĕн пĕрлехи хумĕпе пулса пыраççĕ. Ăçтан-ха хăрарăмăн ун чухлĕ вăй-хал?

-                     Хĕрарăмсене вăйсăррисен йышне кĕртеççĕ. Эсир вара пирĕн ĕçсĕрлĕхрен тĕлĕнетĕр. Кунта кĕске хурав çапла: арçын-и е хĕрарăм - ĕç тĕлĕнтермĕш çăл куçĕ, ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Ачалăхра çапла вĕрентменччĕ-и-ха шкулта;Сирĕн ыйтăвăр патне пыракан хурав вара кĕске мар. Хам ялта (Нискассинче) çуралса ÿснĕрен предпрнимателлĕхе тăван енре пуçарса кану мĕнне пĕлмесĕр, тĕрлĕ услугăсем уншăн та пула пултарнине шутламасăр çăкăр ÿстерессипе кунĕн-çĕрĕн тимлекен ял ĕçченĕн йывăр та пархатарлă пурнăçне çĕнĕ пурнăç варкăшĕ кĕртессине тĕллевĕме хутăм. Хам предприниматель  ĕçĕнче 7 çул ĕçленине пăхса хама хам тата ялти предпринимателлĕхе çапла хак паратăп: ял çыннин потребитель культури пĕчĕк-ха, ăна ÿстерессипе пирĕн çанă тавăрса çлемелле, хамăр кĕсьешĕн мар, çăкăр ÿстерекенĕн тивĕçлĕ пурнăç условийĕсемшĕн. Ан тив, иртен пуçласа каçчен уй-хирте е фермăра вăй хуракан та хăйне ыттисенчен катăк ан туйтăр. Тĕрĕссипе-çке унăн ĕçĕ пурнăçра пĕрремĕш вырăнта: вăл сĕтел çине çăкăр хурать, кукар яшки лартать. Апла пулсан пирĕн çав ĕçченĕн потребитель ыйтăвĕсене туллин татса памалла. Çак культурăна кашнин патне çитересси, паллах, пысăк вăхăт ыйтать, анчах ăна пурнăçа кĕртессине паянах пуçăнмалла, çакна ырана хăварса пыни вилĕм майлах. Потребительсен культури ялта пĕчĕк пулнине курнăран тата ăна ÿстерме шухăш-тĕллевсем пулнăран хамăн предпринимателлĕхе ялта уçрăм. Халĕ уншăн пĕртте ÿкĕнместĕп: эпĕ ачаран пĕрле ÿснĕ хамăр ял çыннисемпе пĕрле.

-                Предпринимателлĕх укçа-тенкĕ çăл куçĕ тесе-ши паян кашниех çак ĕçе кÿлĕнме тăрăшаççĕ. Авă Муркашра та, Шупашкарта та пасарсенче сутуçăсем лăк тулли. Эсир вара ялта пуçарнă çак ĕç патне епле пиçсе çитнĕ-ха?

-                Ыттисенчен пĕрре пăхсах нимĕнпе те уйрăлса тăман 4 ачаллă çемьре -пурте хĕрсем, эпĕ – виççĕмĕш) çуралса ÿсни тата атте-анне ачаллах ĕçе явăçтарни, пурнăç çулĕ çине тухнă-тухман атте-аннесĕр юлни, вĕсен тимлĕхĕпе хăй тĕллĕнлĕхе ачаллах вĕренни мана пурнăçри йывăрлăхсемпе харсăррăн кĕрешме тата вĕсене çĕнтерме хăнăхтарса пынине паян çирĕппĕнех калама пултаратăп. Çемье çавăрнă хыççăн ялти «тăварлăха» тÿсеймесĕр 1989 çулта çемьепе Якутине тухса кайрăмăр. Çак вăхăта Чăваш ял хуçалăх институчĕн экономика факультетне вĕренме кĕнĕскер, аслă пĕлÿ илессине Иркутска куçартăм. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1997 çулта Северный поселокра «Якутзолотобанк» филиалĕнче бухгалтерта ĕçлерĕм. Çакна калатăп, Çурçĕрте ĕçлени-пурăнни ĕçлеслĕх кăмăлне çирĕплетрĕ, пурнăç çине çĕнĕ тÿпемен пăхма пулăшрĕ.Унта пăрăннă хушăра тăван ен туртăмĕ вăйланнăран тата ÿсекен хĕрĕм валли унта пĕлÿ ÿстерме условисем çителĕксĕртен 1997 çулта çуркунне малашлăх плансемпе Нискассине таврăнтăм.

-                     «Якутзолотобанкран» чăвш ялне таврăнма çăмăлах пулмарĕ пулĕ?

-                     Пурнăçра яланах çăмăллине шырасси манăн çул-йĕр мар. Хамăн хĕрĕмĕн малашлăхĕ маншăн пĕлтерĕшлĕрех пулчĕ. Çав вăхăтра мана Ангарскри тепĕр банка куçма сĕнÿ пулсан та, эпĕ хĕрĕмĕн малашлăхне (тивĕçлĕ пĕлÿ илессине – унта акăлчан чĕлхи 2 çул пулмарĕ, ытти хăш-пĕр предметсене те ют учительсем вĕрентетчĕç) мала хурса яла таврăнтăм. Унтах тата икĕ çула яхăнлăха юлнă мăшăрăма яла таврăнсан ĕçлеме хам умра пулнă ĕç укçине упраса мăклантарас мар тесе августра предпринимательство ĕçне кÿлĕнсе автомашинăсен запас пайĕсене сутмалли вырăн (каярахпа вăл виççĕне çитрĕ) уçрăм. Анчах мăшăрăм яла таврăнсан унăн çак ĕçпе малалла ĕçлес кăмăлĕ пулмарĕ. Çапла вара вырăссем «человек предполагает, а бог располагает» тени ума тухрĕ, предпринимательство ĕçĕ хамăн хулпуççи çине тиенчĕ. Паян шутлатăп та, ял пурнăçне хам специальноçпех малалла тăснă пулсан, мана тепĕр пуçлăх айĕнче ĕçлеме «тăвăр» килетчĕ. Паян эпĕ хам шутлатăп, шухăшăмсене хампа пĕрле ĕçлекенсемпе хамах пурнăçа кĕртетĕп, çын куçĕнчен пăхса лармастăп.

  Яла таврăнма çăмăл пулнипе пулманнине ăнлантăр пулĕ. Малтанах манăн ялта апат-çимĕç магазинĕ уçас тĕллев пулман, анчах ял çыннисем ыйткаларĕç те... Райпо магазинĕчи пысăк хаксемпе чухăн ассортимента курни те витĕм кÿчĕ. Паян вара пирĕн килĕшÿллĕ конкуренци унта та, кунта та хаксене чакарчĕ, ассортимента ÿстерчĕ. Çакă камшăн лайăх; Паллах, çăкăр ÿстерекеншĕн! Сутуçăсен культури те хăпарчĕ. Черетре – тавар туянакансен культури.

-          Маргарита Михайловна, эсир тăтăшах тавар туянакансен культури çине çитетĕр те, мĕнре куратăр ăна?

-          Хăвăрт улшăнакан пурнăçра вăхăт питĕ хаклă. Эпир сутуçăсем тесе сутуçăсен хăйсене мăнна хумалла мар. Тавар туянакан та пирешкел çынах. Вăл та вăхăта перекетлет. Тен, ку тĕлĕшпе пирĕнтен те вăрварарах пулĕ вăл. Çавăнпа та сутуçăсен унăн вăхăтне хаклама пĕлмелле. Çакă вăхăт иртнĕçемĕн тавар туянаканăн культурине çаврăнать. Хамăр халăха ĕçленине кура пирĕн ĕçе çынсем хакланине пĕлсе эпĕ, тĕслĕхрен, хамăн сутуçăсене ытитисем пирки сăмахласран, тавар туянакансен, ыйтăвĕсене çĕлĕке пăхса тивĕçтерессинчен тĕппипех пăрăнма сĕнетĕп, хушатăп. Кашни çынпах çынлăх малта пулмалла. Калăпăр, тавар туянакан паян магазина ÿсĕр кĕчĕ. Çакă унăн ыйтăвне тивĕçтермелле маррине пĕлтермест. Пĕр кун ÿсĕр пулни вăл çын пĕтнĕ çын пулнине пĕлтермест. Унăн ыйтăвне туллин тивĕçтернĕ хыççăн вăл киле савăнăçлă таврăнса мăшăрне йăл кулă парнелени - пĕтĕмĕшле обществăшăн пысăк парне.         

  Тавар шыраса çын хăйĕн хаклă вăхăтне ан çухаттăр тени – манăн тĕп тĕллев. Çакна шута илсе юлашки çулсенче çын телефонпа ыйтнă тавара та пĕр сехетре килсене çитерсе парассине йĕркелерĕмĕр. Урăхла епле-ха, сутуçăн тĕп тĕллевĕ - тавар туянакансен ыйтăвĕсене вăхăтра тивĕçтересси. Ял çыннисем малтанах çак çĕнĕлĕхе ăнланмастчĕç пулас – йышăнмастчĕç. Киле е хваттере тавар çитересси тÿлевсĕр пулнине тата çакăн уссине сиссе халăх пĕчĕккĕн çак çăмăллăхпа усă курма пуçларĕ. Акă, ЧР Президенчĕн халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен калакан йышăнăвĕпе иртнĕ çулла ыйтнă тавара киле çитерсе парассипе Р. Ермолаев, М. Степанов, Р. Арчиков шкул ачисем хастар ĕçлерĕç. Сăнав пулчĕ, çитес çулла çак ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе ярăпăр. Ачасене ачаллах ĕçе хăăхтарасси -  ÿснĕ кашни çыннăн тĕллевĕ. Кунта Якутинче чух хамăн хĕрĕме ĕçлеттерни асра. 2-3-мĕш классенчех уроксем хыççăн ман патăма банка пырса курьер ĕçне тăватчĕ, хăйне валли укçа ĕçлесе илетчĕ. Каярахпа, рынок экономики пуçлансан, таварсене (шоколадсене) сутуçăсем патне валеçсе ĕçлесе илме пуçларĕ. Çавăнпа та манăн хĕр – халĕ  МГУри юридици факультечĕн студенчĕ – ачаранах укçана ĕçлесе илмеллине чуна хывса ÿсрĕ. Халĕ те вăл вĕренÿрен пушансанах юридици фирминче ĕçлет, хăйне валли хăй укçа тăвать.

Ыйту патне каялла таврăнсан, çапла калатăп: тавар туянаканăн культурине туптаса çитерме вăхăт кирлĕ. Вăл пурнăçа кĕсен ял çыннин пурнăçĕ çĕнĕ шая çĕкленĕ. Ял çынни çавна тивĕçлĕ.В ăл та хăйне хулари пек, Хĕвел анăçри çĕршывсенчи пек туйтăр. Çакна валли суту-илÿпе тавар туянакансен культурисем кирлĕ.

-          Сирĕн организаци пĕчĕк-ха, анчах шухăшăрсемпе тĕллевĕрсем пысăк. Хăвăр енчен ял çынисене спонсорла пулăшу паратăр-и?

-           Кăна вăрттăн ыйту темелле пулĕ те тетĕп, анчах сирĕн ыйтăвăртан пăрăнмастăп. Кĕскен çапла клатăп: çÿлтен пуснипе çак пулăшу пулăшмасть. Спонсорла пулăшу вăл ыр кăмăллăх, вăл чунран пулмалла. Çавна валли хистени кирлĕ мар. Маншăн çакă питех те ют. Нискасси шкул директорĕ Г. Пайгусов малашлăха пăхса хуçалла ĕçлени мана хавхалантарать. Çавăнпа та шкул çине манăн тимлĕх пысăк. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассишĕн тата çак тĕллевпе воспитани парассишĕн учительсемпе пĕрле хама та яваплă тесе шутлатăп. Кунсăр пуçне «Сеятель» хуçалăх ĕçченне пĕчĕк тупăшлă Т. Мурайкинана (мăшăрĕ чирлĕ, икĕ шкул ачи уйăхсерен пулăшу паратăп. Çакашкал пулăшăва хамăр пĕчĕк коллектившăн (4 сутуçă, 1 водитель тата эпĕ) пысăк ĕç темелле. Пĕчĕк-и е пысăк, анчах пирĕн ĕç çĕршыва тăрантаракан халăхшăн. Вĕсем пысăк чыса, хисепе тивĕç.

-           Пурнăç хăвăрт улшăнни ĕçсене çĕнĕлле йĕркелеме пĕлÿ ыйтать, ку ыйту çине епле пăхатăр?

-           Тĕрĕс ыйту. Хуравĕ кĕске: пурнăç улшăннăçемĕн пĕлĕве те ÿстерсе пымалла. Çакна шута илсе магазин коллективĕпе тавар туянакансемпе ĕçлемелли культура шайне ÿстерме уйăхсерен майлах коммерциллĕ мар автономлă «Перспектива» организаци психологĕ В. Рехтина вĕрентÿ ирттерет. Коллетиври ĕç атмосфери таварсен хакĕсенчен пахарах пулнине шута илсе хам та тăтăшах бизнесс-консультантпа тĕл пулатăп.

-           Ĕç, вĕренÿ, тимлĕх малтуртăм çуратаççĕ. Хăвăр малашлăхпа паллаштармăр-ши?

-           Пур картсене те уçса рекламăламалăхăх ĕçлесе кайман-ха эпир. Хальхи вăхăтра çывăхри ялсене тухса сутă тăвассине йĕркелерĕмĕр. Çакă перспективлă пулассине шанатпăр. Сăмахăма вĕçленĕ май хамăрăн уççăнлăха палăртса хăварас килет: пирĕн ĕçпе кăмăллисемпе кăмăлсăррисем те, сĕнÿ тавраш парас текенсем те манпа телефонпа кирек хăш вăхăтра та çыхăнма пултараççĕ. Çак тÿрĕ лини те потребительсен культурине ÿстерес тĕллевпе уçăлнă. Халăхра мĕнле калаççĕ-ха: «Пĕччен турат хуçăлать, пĕрле çыхсан шăпăр пулать». Ыррине шăпăра пуçтарасси - пирĕн ĕç.

  Сăмахăма тавар туянакансен культури пирки пуçарнăран тепĕр çĕнĕлĕх çинчен те каласа хăварам. Халĕ-çке тавар туянакан (апат-çимĕç продукчĕ пирки) хăш çимĕç мĕнрен тата мĕнпе усăллине пĕлмест те: е укçа перекетлесе йÿннине туянть, е хăйне сумлăрах кăтартма хаклăраххине шырать. Акă, хам кăмăллакан сĕлĕ кĕрпи, хура слива организмшăн епле усăллă! Çак шухăша малалла аталантарса çывăх вăхăтрах пĕрлехи практика врачĕн офисĕн ĕçченĕсемпе халăха продуктсен пахалăхĕ пирки ăнлантарас ĕçе пуçлас шăхăшлă. Çакă-çке вăл - сывă пурнăç йĕркин никĕсĕ.

-          Маргарита Михайловна, тĕплĕ калаçушăн пысăк тав сире. Çавăнпа пĕрлех иртнĕ кунсенче пулнă çуралнă кунăрпа тата çывхаракан Çĕнĕ çулпа саламлатăп. Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев илсе килессе шанса сире вĕсене пурнăçлама сывлăх, теелй, юрату сунатăп.

-           Акă вăл обществăри культура. Кĕске салам, анчах питĕ кăмăллă. Пысăк тав. Хăвăра та Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе ăнăçу кăна сунатăп.

         

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика