Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха хавхалантарни пулăшать

08 декабря 2004 г.

 

Ял администрацийĕсем, вырăнти влаç пулнă май, ялсен социаллă инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе пысăк вырăн йышăнаççĕ. Анчах та пĕччен тăрăшнипе нумаях малалла каяймăн. Пĕрлĕхре – вăй, теççĕ халăхра.

Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене нумай ĕçсенче страостăсем пысăк пулăшу параççĕ. Территоринчи обществăлла самоуправлени органĕсем пулнă май, ял старостисем вырăнти пурнăçа йĕркелесе тăрас тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Çак обществăлла ĕç тÿлевсĕр пулсан та, нумайăшĕ хăйсен тивĕçĕсене активлăн пурнăçласа пыраççĕ. Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче Юнкă ял администрацийĕнчи Юнкă ялĕнчи Улăх урамĕн старостипе Л.Е. Аргандеевапа тĕл пулнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă. Калас пулать, Юнкă ялĕ пĕчĕк мар. Вăл 4 ял пĕрлешнипе пулнă. Улăх урамĕ - çав ялсенчен пĕри. Л.Е. Аргандеева вара çав тери пултаруллă та хастар хĕрарăм. Вăл Юнкăри вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, çав вăхăтрах староста тивĕçĕсене пурнăçлама та ĕлкĕрет. Шкулти ĕç стажĕ унăн 28 çул, вăл – 1-мĕш категориллĕ специалист. Çынсене ăнланма, вĕсемпе пĕр чĕлхе те тупма пултарать.

- Луиза Евстафьевна, староста ĕçĕ-хĕлĕ пирки эсир пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр?

- Мана староста пулма виçĕм çул суйларĕç. Виççĕмĕш çул ĕçлетĕп староста пулса. Мухтанмалли нимех те çук, ял хăйĕн пурнăçĕпе пурăнать, ĕçлет, савăнать. Ялта пурăнакансенчен 85 проценчĕ – пенсионерсем, 7 ача шкула çÿреççĕ, шкул çулне çитменни – 1 ача. Апла пулин те, кирек епле ĕçе те пĕрле пурнăçлама тăрăшатпăр. Ял пурнăçĕнче ятароста кирлех тесе калас килет.

- Хăвăран ĕç çинче кăштах чарăнсамăр?

- Ял çыннишĕн киле çут çанталăк газĕ çитни çав тери кĕтнĕ телей. Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче яла газ кĕртес ĕçсене вĕçлерĕмĕр. Ял халăхĕпе пĕрле траншейăсене питĕртĕмĕр, машинăсемпе усă куртăмăр. Çынсен 80 проценчĕ «кăвак çулăмпа» усă курма пуçларĕ. Паллах, ăна килсене çитернĕ чух ĕçĕ сахал мар пулчĕ. Хăш-пĕрисемпе хытăрах та калаçма тиврĕ. Апла пулин те, никам та çиленмерĕ, мĕншĕн тесен кирлĕ ĕç тунине пурте ăнланчĕç.

Çавăн пекех çулталăкне икĕ хут, çуркунне тата кĕркунне субботник ирттеретпĕр. Çынсем пĕрле ĕçлеме çав тери хавас, хăçан тухатпăр, тесе хăйсемех ыйтаççĕ. Ваттисем те, ачасем те хутшăнаççĕ унта. Анчах та субботникпа кăна ĕçсене вĕçлейместĕн. Халăхпа пĕрле пухăнса выльăхсене укол тумалли вырăн, выльăхсене çырма урлă каçмалли кĕпер турăмăр т. ыт. те.

- Старостăсен канашĕсенче мĕнле ыйтусем сÿтсе яватăр?

- Ял администрацийĕнчи старостăсен канашĕнче кулленхи пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яватпăр. Кашнинчех унти канашлусем хыççăн ял халăхне пухса пуху ирттеретпĕр, унта мĕн çинчен калаçнине пĕлтеретĕп. Ватă çынсене пухма çăмăл мар. Ирхине каласа хăварнă хыççăн каçхине тепре килĕрен çÿресе аса илтеретĕп. Çакă та савăнтарать: юлашки вăхăтра ял çыннисем çакăн пек тĕл пулса калаçни кирлине, пĕрле нумай ыйтусене татса пама май пуррине ăнланчĕç. Унта тирпей-илем кĕртесси, пушар хăрушсăрлăхĕ, каçхи хурал, касу çÿресси т. ыт. нумай ыйтусем хускататпăр.

- Самооблажени укçине пуçтаратăр-и?

- Кирек епле ĕç тăвасси те, пысăках сумма мар пулсан та, укçа-тенкĕпе çыхăннă. Эпир хамăр урамра самооблажени укçине виççĕмĕш çул пуçтаратпăр. Иртнĕ çулта вăл укçапа газ кĕртнĕ çĕрте усă куртăмăр. Кăçал вара субботниксем ирттертĕмĕр, урамсене электричество çути панă çĕрте те усă курма шутларăмăр, юсамалли кĕпер те пур, ăна валли стройматериал хатĕрленĕ.

- Уявсене ял çыннисемпе пĕрле ирттеретĕр-и?

- Çапла. Кунти çынсем ĕçлеме анчах мар, канма та пĕлеççĕ. Газ кĕртнĕ хыççăн ял çыннисемпе пĕрле кăшарни уявне ирттертĕмĕр. Мăн Сĕнтĕр райповĕ спонсор пулчĕ. Кашни киле чĕнÿ ятăмăр, вăлах лоторея билечĕ те пулчĕ. Уявра пĕтĕм халăх чун-чĕререн савăнчĕ Кунтах газ кĕртнĕ чухне чи тăрăшуллă пулнисене парнесемпе хавхалантартăмăр, январь уйăхĕнче çуралнисене чысларăмăр. Футбол вăййи те питĕ интереслĕ иртрĕ. Çулĕсемпе çамрăк мар çынсем мĕн пур кăмăлтан савăнса чунĕсене уçрĕç, уява йĕркеленĕшĕн чун-чĕререн тав турĕç. Ун хыççăн мăнкун уявне те урамра пĕрле ирттертĕмĕр, çавăнтах çуллахи ĕçсен планне çирĕплетрĕмĕр. Ĕçпе кану пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăннă.

- Сирĕн территоринче татса паман ыйтусем пур-и?

- Пирĕн умра тăракан чи çивĕч ыйту вăл - çынсене шывпа тивĕçтересси. Пĕтĕм урамĕпе те пĕр çăл кăна пулни пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать. Шыв башни те ĕçлемест. Спонсорне те тупрăмăр, анчах та ĕçлеме техники çук. Ку ыйтупа таçта та çитрĕмĕр, сăмах параççĕ пулин те, ĕçĕ малалла каймасть. Кирек епле пулсан та, пирĕн урамри ватă çынсем валли шыв пуласса шанас килет.

Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла. Староста тăрăшмасăр ялта пĕр ĕç те пулмасть. Вăл хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе, активлăхĕпе ачасене те, çулланнă ватăсене те хавхалантарса пырсан, нумай ĕçсене пурнăçлама пулать. Чи пахи вара – халăх сана шанни, ĕненни.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика