Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çул камсем санатори-курортра сипленеççĕ

08 декабря 2004 г.

 

Хисеплĕ вулаканăмăр, эсир асăрхарăр пулĕ ĕнтĕ хаçатăн иртнĕ номерĕнче çĕнĕ ярăм кун çути курчĕ: «Социаллă хÿтлĕх». Çак ярăмпа эсир халăхăн социаллă хÿтлĕх кирлĕ сийне хумхантаракан ыйтусене çутатăпăр. Енчен те сирĕн пенси, пособи, тĕрлĕ çăмăллăхсем пирки ыйту сиксе тухта ь пулсан, вĕсене хаçат редакцийĕн социаллă пурнăç пайне шăнкăравласа (2-12-82) е çырупа пĕлтерме пултаратăр.

Район администрацийĕн социаллă политика управленийĕпе РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн ĕçченĕсем вара хаçат урлă сирĕн ыйтăвăр çине тулли хурав парĕç.

Астăватăр пулĕ: хаçатăн иртнĕ номерĕсенче уйăхсерен укçан папакан тÿлев пирки ыйтусем çине хуравсем панăччĕ. Енчен те ку тĕлĕшпе сире тата мĕнле те пулин ыйту канăç памасть пулсан, çак телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

2-21-91 - РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи  управленийĕнчи «вĕри лини» телефонĕ;

42-59-45 - РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн «вĕри линин» телефонĕ;

8-800-200-01-22 - Мускаври йыхравсемпе ĕçлекен центрсенчи телефон.

Хаçатăн паянхи номерĕнче вара эпир çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа социаллă хÿтлĕх кирлĕ категорие кĕрекенсен санаторипе курорта кайма мĕнле йĕркепе путевка илмелли пирки калаçăпăр, çавăн пекех çакна валли кирлĕ документсене мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелли пирки каласа парăмăр. Ыйтусем çине вара РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова хуравлать.

- Елена Михайловна, санаторипе курортсене сывлăха сиплеме май паракан путевкăсене камсем илме пултараççĕ.

- 2004 çулхи августăн 22-мĕшĕнчи 132-мĕш номерлĕ федераллă саккунăн 125-мĕш статйипе килĕшÿллĕнсанаторипе курортра сипленме паракан путевкăсене граждансен çак категорийĕсен илме право пур:

1)     вăрçă инваличĕсен;

2)     Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем;

3)     çапăçусен ветеранĕсен;

4)     1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ - 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнчи тапхăрта действующи çар составне кĕмен çар чаçĕсенче, учрежденисенче, çарпа вĕрентç заведенийĕсенче 6 уйăхран кая мар çар службинче пулнă çар служащисем, çак тапхăрта службăра тăнăшăн СССР орденĕсемпе тата медалĕсемпе наградăланнă çар служащийĕсем;

5)     «Блокадăри Ленинградра пурăнакан» паллăпа наградăланнисем;

6)     Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче сывлăш оборонин, вырăнти сывлăш оборонин обьекчĕсенче, действующи фронтсен тылри чиккисем таранчченхи, оборона сооруженийĕсене, çарпа тинĕс базисене, аэродромсемпе ытти çар обьекчĕсене, действующи фронтсен операци зонисене тунă çĕрте, чукун тата автомобиль çулĕсен фронт çумĕнчи участокĕсенче ĕçленисем, çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçă пуçламăшĕнче ытти патшалăхсен порчĕсенче интернированиленĕ транспорт флочĕн паркĕсен экипажĕсен членĕсем;

7)     Вилнĕ вăрçă инваличĕсен, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе çапăçусен ветеранĕсен çемье членĕсем, вырăнти çар оборонин хăйсене хÿтĕлекен обьектсенчи авари командисен ушкăнĕсен личнăй составĕнче  пулса, Аслă Отечественнă вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ çынсен çемье членĕсем, çавăн пекех Ленинград хулин госпиталюсемпе больницисенче ĕçлесе вилнĕ çынсен çемье членĕсем;

8)     Инвалидсем;

9)     Инвалид-ачасем;

- Мĕнле майпа илмелле вĕсен çав путевкăсене?

- Санатори-курортсенче сипленме май паракан путевкăсене медицина кăтартăвĕсем пулсан параççĕ. Çавăнпа пĕрлех сипленмелли гражданинăн Федераллă регистра кĕмелле,вара ун ячĕпе уйăхсерен укçан паракан тÿлеве палăртаççĕ.

Çав путевкăсемпе хăш санаторисемпе курортсене каймаллин переченне кам палăртать?

- Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви çирĕплетет çав перечене.

- Путевкăсене илес тесен, мĕнле документсем кирлĕ пулаççĕ?

- Санатори-курорта сипленме кайма путевка илме вырăнти сиплевпе профилатика учрежденийĕ путевка илме паракан справка (070-у формăлли) кирлĕ.

- Пĕрре илнĕ справкăпа кирек хăш вăхăтра та илме пулать-и путевкăна?

- Сиплевпе профилактика учрежденийĕ путевка илме паракан справка 6 уйăх вăйра тăрать. Ăна сиплекен врач парать. Çав справкăра çак сведенисем паллă: курорт ячĕ, санатори профилĕ, хăш вăхăтра сиплемелли тапхăр.

- Документсем хатĕрленĕ чух тĕрлĕ йывăлăхсем те сиксе тухаççĕ. Çак справкăна илнĕ чух çавăн пек пулсан?

- Ун пек чухне медицина учрежденийĕн клиникăна эксперт комиссине каймалла.

- Инвалидсен çав справкăна тутарма ăçта каймалла?

- Путевка илме паракан справкăна инвалида хăй пурăнакан вырăнти сиплевпе профилактика учрежденийĕнче хатĕрлесе параççĕ. Справкăна МСЭ учрежденинче (санатори-курорта кайма каланă рекомендациллĕ) инвалидăн хăйĕн реабилитаци программине тĕпе хурса параççĕ.

- Алăра хатĕр справка, тейĕпĕр. Унтан мĕн тумалла?

- Справкăна алла илсен, РФ социаллă страховани фончĕн районти уйрăмне унăн филиалĕсене путевка илме каймалла. Енчен те вĕсем аякра вырнаÿнă пулсан – вырăнти халăха социаллă хÿтлĕх паракан органсене. Унта шăпах санатори-курорта кайма путевка параççĕ. Çак справка шăпах санатори-курорта кайма ирĕк паракан документ пулса тăрать те.

- Санаторипе курорта кайма санаторипе-курорт карти кирлĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа парсамăрччĕ.

- Санаторипе курорт карточкине вырăнти  сиплевпе профилактика учрежденийĕнче параççĕ: путевка алла илме ăçта 070-у формăлла справка илнĕ - çавăнта. Ăна вара путевка вăя кĕричченехи тапзăрччен 2 уйăх маларах илмелле. Çапла вара, санаторисене çитсен, санатори-курортра сипленме ирĕк паракан путевкăпа санаторипе курорт картине памалла.

- Инвалид-ачана санатори-курорта каймалли йĕрке мĕнле?

- Инвалид-ачана путевка илме паракан 070-у формăллă справка кирлĕ. Ăна вырăнти сиплевпе профилактика учрежденийĕнче параççĕ. Санаторине кайнă чухне вара ăна 076-у формăллă санаторипе курорт карттине туса параççĕ вырăнти сиплевпе профилактика учрежденийĕнче.

- Чернобыльти АЭС катастрофине пула радиаципе сиенленнĕ граждансем санатори-курортра сипленме право пур-и?

- Ку категорие кĕрекен граждансене путевкăна тивĕçтермелли йĕркене 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа РФ  Правительствин Постановленийĕпе палăртаççĕ.

- Чирлĕ çынна илсе çÿрекен çынсем санатори курорта канма путевка илме пултараççĕ-и?

Санатори-курортра сипленме путевка илме ĕçлеме пултарайман 3 степень инваличĕсене тата инвалид-ачасене илсе çÿрекенсен право пур. Вĕсен унпа кайса килме çул укçи те тÿлевсĕр.

- Путевка илмелли правăпа усă кураймасан, çакăншăн компенсаци параççĕ-и?

- Санатори-курортра канма путевкăна медицина кăтартăвĕсем пулсан çеç параççĕ. Вăл çук пулсан, путевка памаççĕ, компенсаци те пулмасть.

- Çитес çул сипленме кайма заявленисене хăçан памалла?

- 2005 çулта путевка илес тесен заявленипе кирлĕ документсене РФ Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕсене, филиалĕсене кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа йышăнаççĕ. Çавăн пекех 2005 çул тăршшĕпех.

- Репресиленисемпе кайран реабилитациленнисем, тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем санаторипе-курортра сывлăхне çирĕплетеççĕ-и?

- Тылра ĕçленĕ реабилитациленнисемпе политика репрессийĕсене пула инкек тÿснĕ граждансене, ĕç ветеранĕсене (1999 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчи 178-мĕш номерлĕ  Федераллă саккунăн 6.1 ст. тата 2004 çулхи августăн 22-мĕшĕнчи 122-мĕш номерлĕ Федераллă саккунăн ред.) социаллă пулăшусен пуххине, çав шутран санаторипе курортра сипленме путевка илме право пуррисен списокне кĕртмен. Тыл ĕçченĕсем тата реабилитациленнисем. РФ субъекчĕсен саккунĕсемпе килĕшÿллĕн социаллă пулăгу майĕсемпе усă кураççĕ. Кун пирки 1995 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче тухнă 5-мĕш номерлĕ «Ветерансем ç-инчен» саккунăн 22-мĕш статйинче каланă. Санатори-курортра сипленмелли путевкăна тивĕçтересси унта кĕмест.

- «Афганецсен» ку тĕлĕшпе телей пур-и?

- Çапăçусен ветеранĕсен 2004 çулхи августăн 22-мĕшĕнче тухнă 122-мĕш  номерлĕ Федераллă саккунăн 125-мĕш статйипе килĕшÿллĕн социаллă пулăшу ронетне çав шутра санатори-курортра сипленме путевка илме право пур. Граждансен уйрăм категорине санатори-курортра сипленмелли путевкăсемпе тивĕçтерессине РФ Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви йĕркелесе пырать.

- «Вилнисен çемье членĕсем» пек ăнлану пур çăмăллăхсемпе усă куракансенчен. Камсем кĕреççĕ çав ушкăна?

- 1995 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче тухнă, 5-мĕш номерлĕ «Ветерансем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн вилнĕ вăрçă инваличĕн, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен, çапăçусен ветеранĕсен членĕсем шутне вилнĕ гражданăн иждивенийĕ çинче шутланнă. Ĕçлеме пултарайман çемье членĕсем тата РФ пенси законодательствипе килĕшÿллĕн тăрантараканĕ вилнĕшĕн пенси илекенсем (пенси илме право пуррисем) кĕреççĕ.

- Ĕçлекен инвалидсен, хĕçпăшаллă вăйсен тата Шалти ĕçсен министерствин инваличĕ-ветеранĕсен камран путевка илмелле?

- медицина кăтартăвĕ Пур граждансем санатори-курортра сипленме путевка кама ыйтса çырнине РФ Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕсене, филиалĕсен специалисчĕсем йышăнаççĕ. Вĕсем инçе вырнаçнă пулсан – вырăнсенчи социаллă хÿтлĕх органĕсен специалисчĕсем.

- Инвалид-ачасем миçе çула çитиччен путевка илме пултараççĕ?

- Инвалид-ачасене санатори-курортра сипленме путевка медицина кăтартăвĕсем пулсан параççĕ. Çакăнпа пĕрлех сипленме тивĕçлĕ инвалид-ачана Федераллă регистра кĕртмелле тата уйăхсерен укçан паракан тÿлеве пама палăртмалла. 1995 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи 181-мĕш номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн инвалид-ачасен шутне 18 çула çитичченхисем кĕреççĕ.

- Мĕншĕн саккунра çăмăллăхсемпе усă куракансен йышăнче хĕçпăшаллă вăйсен ветеранĕсем ушкăн çук. Вĕсем малтанхи пекех ведомство санаторийĕсенче канма, çавăн пекех ведомство госпиталĕсенче сипленме пултараççĕ-и?

- 2004 çулхи августăн 22-мĕшĕнчи 122-мĕш номерлĕ Федераллă саккуннăн 125-мĕш статйипе килĕшÿллĕн социаллă пулăшусен пакетне, çав шутран санатори-курортра сипленме граждансен уйрăм категорийĕсен право пур. «Хĕçпăшаллă вăйсен» ветеранĕсем унта кĕмеççĕ.

- Куç курман, хăлха япăх илтекен инвалидсем профилле санаторисенче сипленме пултараççĕ-и?

- Патшалăхран социаллă пулăшу илме право пур граждансене путевка туянмалли санатори-курорт учрежденийĕсен уçă конкурсне ирттернĕ чух конкурс документацийĕнче хăшпĕр куç чирĕсемпе тата хăлхи чирĕсемпе чипленмелли санатори-курорт учрежденийĕсене палăртса хăварнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика