Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенче уйрăмах сыхă пулмалла

04 декабря 2004 г.

 

Район прокуратури Муркашри тата Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче тĕрĕслев ирттерчĕ. Вăл çакна кăтартса пачĕ. «Терроризмпа кĕрешесси çинчен» федераллă саккуна сĕмсĕррĕн пăсаççĕ.

«Терроризмпа кĕрешесси çинчен» федераллă саккунăн 9-мĕш статйипе килĕшÿллĕн вырăнти самоуправлени органĕсен, обществăлла пĕрлкешÿсемпе организацисен, вĕсен харпăрлăх формине пăхмасăр, çавăн пекех  должноçри çынсен  терроризмпа кĕрешекен органсене пулăшма тивĕçлĕ.

Террорла ĕçсем пирки, çавăн пекех çакăн йышши кирек епле хыпара та право йĕркине сыхлакан органсене пĕлтересси – кашни гражданинăн тивĕçĕ. Мĕншĕн тесен эсир пĕлтернĕ хыпар пулас терракта асăрхаттарма, тупса палăртма, сирсе яма пулăшать. Çавăн пекех вăл кÿнĕ инкеке çăмăллатма-сахаллатма та.

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн кăçалхи сентябрĕн 7-мĕшĕнчи 127-мĕш номерлĕ приказĕпе килĕшÿллĕн шкулта вĕренекенсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсен воспитанникĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Çавна май вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсен вĕренÿ заведенийĕсене  сыхлама хушма мерăсем йышăнмалла, шкула кĕртес йĕркене çирĕплетмелле, заведени ертÿçисемпе килĕшсе татăлмасăр, ют çынсене шала кĕртме юрамасть. Шкулта дежурство йĕркелемелле терракта хатĕрленни çинчен шалти ĕçсен органĕсене вăхăтра пĕлтермелле. Иккĕленÿ çуратакан çынсемпе япаласене асăрхасан та, тÿрех шăнкăравламалла.

Çÿлерех асăннă саккунăн 9-мĕш статйине тата прказа пăснă Муркашпа Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен ертÿçисемпе ответлă çынсем: террорла ĕç пирки асăрхаттарас, тупса палăртас тата сирсе ярас тесе нимĕнле мерăсем те йышăнман. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне тухрăмăр кăçалхи октябрĕн 28-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕпе  пĕрле ирттернĕ тĕрĕслев хыççăн.

Иккĕленÿ çуратакан çын тĕрлĕрен механизмсемпе пралуксем чиксе тултарнă туп-тулли пакетпа асăннă шкулсене пĕр чăрмавсăр кĕрсе кайнă. Çав çын шкулсенчен тухсан çур сехет иртсен, çав иккĕленÿ çуратакан çын пирки шкул ертÿçисене те, районти шалти ĕçсен пайне те нимĕнле хыпар каламан.

«Терроризмпа кĕрешесси çинчен» федераллă саккунăн 27-мĕш статйипе килĕшÿллĕн терроризмпа кĕрешнĕ чух саккунсене пăхăннине Раççей Федерацийĕн генеральнăй прокурорĕн ăна пăхăнакан прокуратурăсем контроллесе тăраççĕ.

Муркаш тата Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче саккунсене пăснин сăлтавĕсем район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕпе шкулсен ертÿçисем кирлĕ пек тĕрĕслесе тăманни.

Шкул директорĕсене асăннă çитменлĕхсене тата айăплисене дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарма хушса, представлени тăратнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика